Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

каютӑна (тĕпĕ: каюта) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
… Ҫӑлса хӑварнӑ пулӑҫӑсене каютӑна илсе килчӗҫ.

…Спасенных рыбаков принесли в каюту.

Ҫирӗммӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.

Каютӑна кайӑпӑр, Ибрагим, — терӗ Агаев, сехечӗн циферблачӗ ҫинчи ҫутатакан стрелкӑсем ҫине пӑхса.

— Идем в каюту, Ибрагим, — сказал Агаев, разглядывая светящиеся стрелки на циферблате часов.

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.

Ҫил-тӑвӑл кӗрлени каютӑна пырса ҫапӑнчӗ.

Грохот шторма ворвался в каютку.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Кондрин, каютӑна кӗҫ-вӗҫ лапчӑтса пӑрахасса кӗтнӗ пекех, йӗри-тавра хӑраса пӑхкаласа ларать.

Кондрин с таким видом озирается вокруг, словно ждет, что каютку вот-вот раздавит.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Йӗп-йӗпе пулнӑ Алексейпе Беридзе каютӑна тарӑхса таврӑнчӗҫ.

Запыхавшиеся, возбужденные и мокрые, Алексей и Беридзе вернулись в каютку.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

— Аяла анӑр, каютӑна! — хушрӗ сержант Кондрина.

— Идите вниз, в каюту! — приказал сержант Кондрину.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

— Беридзе юлташ, ӑна каютӑна кӗрсе ларма ирӗк парӑр, — ыйтрӗ сержант, Кондрин ҫине кӑтартса.

— Товарищ Беридзе, разрешите ему побыть в каюте, — обратился сержант, кивнув на Кондрина.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Ҫил мӗнле улани тата пӑр шатӑртатни халӗ каютӑна та илтӗнет.

Теперь в каюте было слышно, как завывал ветер и трещал лед.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Халлӗхе каютӑна анӑр.

Идите пока в каюту.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Беридзе Таньӑпа Тополева каютӑна юлма хушса хӑварчӗ, — хӑй вара Алексейпе ҫӳле хӑпарчӗ.

Беридзе велел Тане и Тополеву оставаться в каюте, а сам с Алексеем вылез наружу.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Каютӑна анмалли пусма ҫинче вӗсене Полищук кӗтсе илчӗ.

На выходной лесенке их встретил Полищук.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Хыттӑн кӑшкӑрса ярса, Дик трап тӑрӑх Уэлдон миссис, пӗчӗк Джек, Бэн, Бенедикт пичче ларакан каютӑна чупса кӗчӗ.

Тогда Дик, громко вскрикнув, бросился вниз по трапу и вбежал в каюту, где сидели миссис Уэлдон, маленький Джек, Нэн и кузен Бенедикт.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Ҫамрӑк капитан паллӑ панипе Геркулес Уэлдон миссиса каютӑна леҫсе ячӗ: ҫакӑн пек хытӑ силленӗ чух вӑл палуба тӑрӑх пӗччен утайман пулӗччӗ.

По знаку юного капитана Геркулес отвел в каюту миссис Уэлдон: в такую сильную качку сама она не могла бы пройти по палубе.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Уэлдон миссисӑн карап хӳринчи пӗчӗкҫӗ каютӑна ҫырлахма тиврӗ.

Миссис Уэлдон должна была удовольствоваться крошечной каютой капитана Халла, расположенной на корме.

Иккӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Каютӑна питӗрсе лартнӑ акӑлчансем ыйхӑран вӑранса алӑка шал енчен табуреткӑсемпе ҫӗмӗрме пуҫланӑ, анчах вырӑссем алӑка лайӑх питӗрсе пӑтисене ҫав териех ҫирӗп ҫапса лартнӑ пулнӑ.

Запертые в каюте англичане проснулись, начали бить изнутри в дверь табуретками, но засов и гвозди были вбиты на совесть.

Тӑван ҫӗршыв чысӗ // Н. Ятманов. Дмитриев, Н. П. Тӑван ҫӗршывӑн чысӗ: халӑх геройӗсем ҫинчен ҫырнӑ калавсем / вырӑсларан Н. Ятманов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 126 с. — 37–51 с.

Юнга мачта ҫинчен анса каютӑна чупса кайнӑ.

Юнга спустился с мачты и побежал к каюте.

Тӑван ҫӗршыв чысӗ // Н. Ятманов. Дмитриев, Н. П. Тӑван ҫӗршывӑн чысӗ: халӑх геройӗсем ҫинчен ҫырнӑ калавсем / вырӑсларан Н. Ятманов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 126 с. — 37–51 с.

— Ну, мӗнех вара, — кулса илнӗ шкипер, — каютӑна кайӑпӑр.

— Ну что ж, — усмехнулся шкипер, — пойдем в каюту.

Тӑван ҫӗршыв чысӗ // Н. Ятманов. Дмитриев, Н. П. Тӑван ҫӗршывӑн чысӗ: халӑх геройӗсем ҫинчен ҫырнӑ калавсем / вырӑсларан Н. Ятманов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 126 с. — 37–51 с.

Каютӑна тирпейле.

Убери в каюте.

Вырӑс флочӗ // Иван Пинер. Ровинский О.М. Гангут патӗнчи ҫапӑҫу: калав. — Шупашкар: Чӑвашгосизд, 1943. — 60 с.

Тепӗр кунне ирхине ман каютӑна вахтӑри матрос пырса кӗчӗ те тӗтре сирӗлнӗ май утрав курӑна пуҫлани ҫинчен пӗлтерчӗ.

На другое утро приходит ко мне в каюту вахтенный матрос и говорит, что туман разошелся и остров виден.

Ионы утравӗ ҫинче // Александр Галкин. Арсеньев В.К. Тайгари тӗлпулусем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 178 с. — 148–155 с.

Савоськин боцман упӑтесемпе вӑхӑта ирттеретчӗ, Коломиец матрос слонсене ӑсатма килекен ҫынсемпе пӗрле пысӑк слонӗсене тутлӑрах ҫимӗҫсем ҫитеретчӗ, Шлыков механик вара удавсене килӗштерсе пӑрахнӑччӗ — вӗсене вӑл лайӑхрах ҫитерме тӑрӑшатчӗ, хӑй патне каютӑна та иле-иле кӗртетчӗ, Шипунпала Свист шӑнса ан пӑсӑлччӑр тесе, электричество лампи патӗнче ӑшӑтатчӗ.

Боцман Савоськин возился с обезьянами, матрос Коломиец вместе с вьетнамцами-сопровождающими угощал лакомствами больших слонов, а механик Шлыков был увлечён удавами — он и подкармливал их, и в каюту к себе приносил, и под электрической лампочкой грел, чтобы не замёрзли Шипун и Свист, не простудились.

Кама мӗн кӑмӑла каять // Феодосия Ишетер. Баруздин С. А. Равипе Шаши: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 44 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней