Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

казакӗсем (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӗсенчен иккӗшӗ Гниловски станица казакӗсем пулчӗҫ — ыттисем Ростовран.

Из них было двое казаков Гниловской станицы, остальные — жители Ростова.

XX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Кала-ха, асатте: кайрӗҫ-и сирӗн станица казакӗсем Новочеркасска?

— А что, дедушка, ушли ваши станичные казаки в Новочеркасск?

XIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Кубань казакӗсем те ӗлӗкхи Россия ҫарӗнчен ҫаклатса тухнӑ трахомӑпах чирлеҫҫӗ…

Кубанцы болеют той же большевистской трахомой, которую занесли из прежней российской армии…

XVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Дон казакӗсем те ав малтанах большевиксен влаҫне килӗштермен пек пулчӗҫ.

Донского казачество тоже якобы тяготилось властью большевиков.

XVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Эпӗ ӑнланмастӑп-ха тата: Кубань казакӗсем пире алхапӑл кӗтсе илессине ӑҫтан пӗлме пултаратпӑр эпир?

Затем мне непонятно, откуда создалась уверенность, что кубанское казачество настроено к нам дружелюбно?

XVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Февралӗн 22-мӗшӗнче ирхине капитан Чернов отрячӗ, Сиверс хӗснипе тата тылран Гниловски станица казакӗсем ҫунтарса тӑнипе каялла чакаканскер, Ростова ҫитсе кӗрет.

Утром 22 февраля в Ростов вошел отряд капитана Чернова, теснимый Сиверсом, с тыла обстреливаемый казаками Гниловской станицы.

XVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Дударев казакӗсем.

— Дударевские.

I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Донецк округӗнчи тури станицӑсен казакӗсем, хӑйсен енчисемпе пӗрлешсе, пысӑк ушкӑнсемпе килӗсене таврӑнчӗҫ.

Казаки верховых станиц Донецкого округа шли домой земляческими валками.

I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Кошевойпа Татарски хуторӗн ытти казакӗсем каҫ пулсан тин киле кайма тухаҫҫӗ, сӑрт тӳпинелле хӑпарса пыраҫҫӗ.

Кошевой и остальные казаки с хутора Татарского выехали домой вечером, поднялись на гору.

XXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Лагутин ҫывӑхӗнче ентешӗсем — Букановскипе Слащевски станицӑсен казакӗсем эшкерленсе тӑнӑ.

Около Лагутина группировались земляки — букановцы и слащевцы.

XIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вакунсен хӗрлӗ клеткисенче, йӗнерӗсене хывса илнӗ ҫурма выҫӑ утсем патӗнче, выҫӑллӑ-тутӑллӑ пурнӑҫ йӗрӗнтерсе ҫитернӗ Дон, Уссури, Оренбург, Нерчинск тата Амур казакӗсем, ингуш, черкес, кабардин, осетин, Дагестан салтакӗсем мӗшӗлтетеҫҫӗ.

В красных клетушках вагонов, у расседланных полуголодных лошадей, толпились полуголодные донские, уссурийские, оренбургские, нерчинские и амурские казаки, ингуши, черкесы, кабардинцы, осетины, дагестанцы.

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Хӗпӗртер те савӑнар, паттӑр Дон казакӗсем

Ой, да возвеселитесь, храбрые донцы-казаки…

XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Казакӗсем вӑрҫса ывӑнчӗҫ те халӗ йӑлтах выльӑхлана пуҫларӗҫ: вӗсен хӑйсен тивӗҫне ҫирӗп ӑнланас, тӑван ҫӗршыв умӗнчи ответлӑха пӗлсе тӑрас туйӑм пирӗнешкел упранса юлман, — ҫук та темелле.

А так как казаки устали, в них больше животного, нет того нравственного крепкого сознания долга и ответственности перед родиной, что есть у нас.

XI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Сӑнаса тӑракан обоз казакӗсем хӑйне ытлашши хӗпӗртенӗ пек ан шутлаччӑр тесе, Петро юри васкамасӑр утса кайрӗ.

Нарочно укоротив шаг, чтобы наблюдавшие за ним обозные не подумали, что он особенно уж рад, Петро шел навстречу.

IX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Кӗтесре, пусарнӑ утӑ кушилккисем патӗнче, урӑх хуторсен казакӗсем ҫурма сасӑпа мӑкӑртатса лараҫҫӗ.

В углу, у цыбиков прессованного сена, вполголоса разговаривали казаки других хуторов.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Татарски хутор казакӗсем, 27-мӗш полкра службӑра тӑраканскерсем, улттӑн — Петро Мелехов, Мишка Кошевойӑн тӑван теттӗшӗ Николай Кошевой, Аникушка, Федот Бодовсков, хура кӑтра сухаллӑ чикан сӑнлӑрах Меркулов, ҫутӑ хӑмӑр куҫӗсене мӗкӗлтеттерсе пӑхаканскер, тата Кор-шуновсен вӑрҫӑччен харсӑр лаша вӑрри ятне илтсе пӗтӗм станиципе палӑрнӑ кӳрши — вӗҫкӗн те хаваслӑ казак Максимка Грязнов пӗр теплушкӑра ларса пыраҫҫӗ.

В одной теплушке ехали шесть человек татарцев, — хуторян, служивших в 27-м полку: Петро Мелехов, родной дядя Мишки Кошевого Николай Кошевой, Аникушка, Федот Бодовсков, Меркулов — цыгановатый с чернокудрявой бородой и с шалыми светлокоричневыми глазами, и Максимка Грязнов, сосед Коршуновых, беспутный и веселый казак, по всему станичному юрту стяжавший до войны черную славу бесстрашного конокрада.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫурма ротӑран аякра та мар уйрӑм сотня казакӗсем строя йӗркеленсе тӑчӗҫ.

Неподалеку перестраивались казаки особой сотни.

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Сотньӑри иккӗмӗш взводпа ытти взводсенче Татарски хутор казакӗсем татах чылайӑн.

И многие другие были во втором взводе и остальных взводах сотни.

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вут-хӗме сӳнтерӗпӗр, Турксене тӳнтерӗпӗр, Чапа тухчӑр Дон казакӗсем!

Огонь тушим, Турок душим, Слава донским казакам!

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Пугачев — Дон казакӗсем пирки.

Пугачев — о донских казаках.

«Ух!» // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней