Поиск
Шырав ĕçĕ:
Кулаҫҫӗ, шӳт тӑваҫҫӗ хӗрсем унпа, анчах нихӑшӗ те: «Виҫӗм кун пӑсара ма пымарӑн эс?» е «Ма ӗнер вӑййа тухмарӑн?» — тесе каламаҫҫӗ.
9. Шухӑшӑм, ман шухӑшӑм // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
«Россия-Культура» телеканалпа кӑтартакан «Передача знаний» вӑййа Ҫӗнӗ Шупашкарти учительсем хутшӑнӗҫ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти учительсем телевӑйӑра ӑмӑртӗҫ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/33713.html
— Атя вӑййа, атьсемри… тойӑҫ, Елюк… мӗн халех карчӑк пек ҫывӑрмалла.
II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.
— Эпӗ хӗр шырама вӑййа каятӑп, сар пики вара кунтах.
III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.
Шурӑ кӗпеллӗ хӗрсем Энӗш хӗрне вӑййа кайрӗҫ.
Юлташсенчен уйрӑлса юлни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Эпир те вӑййа хутшӑнтӑмӑр.
Экзамен // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Аппа кукамайсем патӗнчен килсе вӑййа тухма тумланиччен эпӗ Катя патне ҫитме те ӗлкӗрнӗ.
Экзамен // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
— Кӗсле йӑтса Ҫтаппан туя та, вӑййа та ан тухтӑр, тухсан — тытса хупатпӑр.
Кӗслеҫӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Яш-кӗрӗмсем каҫхи вӑййа тухмаҫҫӗ, Карталанса вӑй картинче утмаҫҫӗ…
Ҫаплаччӗ // Василий Шихранов. Шихранов В. В. Асамат кӗперӗ сӳниччен: сӑвӑсем. Шупашкар: ООО «Хамӑн типографи», 2018. — 100 с. — 8 с.
Вӑййа тухсассӑн акӑш пек утатчӗҫ, Юррисене саркайӑк пек юрлатчӗҫ.
Ҫаплаччӗ // Василий Шихранов. Шихранов В. В. Асамат кӗперӗ сӳниччен: сӑвӑсем. Шупашкар: ООО «Хамӑн типографи», 2018. — 100 с. — 8 с.
Хӑйне ытлашши тарӑхтарман чухне Янтул та йышӑнать вӑл «вӑййа» — алай туса ирттерсе ярать.Яндул терпеливо сносил это и даже подыгрывал, но только до тех пор, пока тот не переходил границы.
Киремете пуҫ ҫапни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Иккӗмӗш вӑййа 1:2 шутпа выляса янӑ…
«Сӑран мечӗк» пӗрлештернӗ // П.ЗАЙЦЕВ. http://kasalen.ru/2022/09/02/%d1%81a%d1% ... 80%d0%bde/
Пӗрремӗш вӑййа пирӗн ентешсем 1:0 шутпа выляса илнӗ.
«Сӑран мечӗк» пӗрлештернӗ // П.ЗАЙЦЕВ. http://kasalen.ru/2022/09/02/%d1%81a%d1% ... 80%d0%bde/
1964 ҫулта пӗрремӗш хут ҫакӑн пек ӑмӑрту иртнӗ, турнирта 170 пин команда кӗрешнӗ (пӗтӗм Совет Союзӗнчи ҫур миллиона яхӑн ҫамрӑк футболист ҫак вӑййа вылянӑ).
«Сӑран мечӗк» пӗрлештернӗ // П.ЗАЙЦЕВ. http://kasalen.ru/2022/09/02/%d1%81a%d1% ... 80%d0%bde/
Халӗ ҫав йӑла вӑййа тӑрса юла пуҫланӑ иккен.
Ҫӗрлехи ӗҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
— Хӑйсенчен нумайӑшӗ выҫӑ ӗнтӗ, ҫапах вӑййа тухнӑ».— А ведь больше половины из них голодные, но все равно вышли…»
Ҫӗрлехи ӗҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
— Пирӗн ялта ват ҫынсем те вӑййа туха пуҫларӗҫ».
Ҫӗрлехи ӗҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Тухатӑн-и ыран вӑййа?»
Савтепи // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Ялти хӗрсем, каччӑсем Вӑййа тухнӑ выляма, Тухнӑ пирӗн Нарспи те Хӗр ӗмӗрне ӑсатма: Юлашки каҫ выляса Юлас арӑм пуличчен, Юлашки каҫ Сетнере Курас юта кайиччен.
Тарни // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.
Хӗвел анса ларсӑнах Питне ҫӑвать, шӑлӑнать, Вӑййа тухма шӳлкеме Кӑкӑрӗ ҫине ҫакать, Шӑнкӑр-шӑнкӑр теветне Хулпуҫҫи урлӑ ярать, Хӗрлӗ пурҫӑн тутӑрне Хӗрле ҫавӑрса ҫыхать.
Сарӑ хӗр // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.