Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

вирхӗнчӗ (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Готтфрид ун хыҫҫӑн вирхӗнчӗ.

Готтфрид помчался за ним.

Юнкун, октябӗрӗн 31-мӗшӗнче, Эмиль лашаллӑ пулать тата Петрель-фрупа пӗтӗм Виммербю ҫыннисене вилесле хӑратса пӑрахать // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Эмиль амӑшӗ кухньӑналла вирхӗнчӗ, пӗр ҫеккунт та ҫухатма юрамасть тесе ашшӗ те ун хыҫҫӑн ыткӑнчӗ.

Мама Эмиля со всех ног бросилась на кухню, а папа побежал за ней с криком, что нельзя терять ни секунды.

Юнкун, октябӗрӗн 31-мӗшӗнче, Эмиль лашаллӑ пулать тата Петрель-фрупа пӗтӗм Виммербю ҫыннисене вилесле хӑратса пӑрахать // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Мӗн кирлине шыраса тупсан сарай еннелле вирхӗнчӗ.

Наконец всё было найдено, и он прытко помчался к сараю.

Тунтикун, июлӗн ҫирӗм саккӑрмӗшӗнче Эмиль пальт валли хатӗрленӗ чустана ашшӗн пуҫӗ ҫине тӑкса яни, унтан сарайӗнче ҫӗрӗмӗш кӗлетке касса кӑларни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Ленька, хӑй курнинчен хӑраса ӳкнӗскер, ҫула-мӗне пӑхмасӑрах, малалла вирхӗнчӗ.

А Ленька, охваченный ужасом представшей перед ним картины, мчался, не разбирая дороги.

XI сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

Пукана вирлӗн тӗртсе лартрӑм — пӳлем варрине тенӗ пекех вирхӗнчӗ вӑл.

Я придвинула ему стул так, что тот вылетел чуть не на середину комнаты.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.

Нина алӑкран тӳрех ман еннелле вирхӗнчӗ.

Нина рванулась ко мне от двери.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.

Ҫак сӑпӑ та йӑваш Иван Иванович, пӗр ыйткалаканпа та сӑмах хушмасӑр иртмен ҫын, урнӑ пек тухса вирхӗнчӗ.

И этот человек, образец кротости, который ни одну нищую не пропускал, чтоб не расспросить ее, выбежал в ужасном бешенстве.

VII сыпӑк // Ярукка Сантри. Гоголь Н.В. Иван Иванович Иван Никифоровичпа мӗнле хирӗҫсе кайни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с.

Ҫунаттисемпе тирпейсӗррӗн авӑсакан йӗрӗнчӗк их ушкӑнӗ кимӗ хыҫҫӑн вирхӗнчӗ, анчах тӗл лектереймерӗ те хыҫала тӑрса юлчӗ.

Стая неряшливо махающих крыльями, омерзительных ихи кинулась было на лодку, но промахнулась и отстала.

Тарни // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Вӑл куӗсене хӗссе хӗвел ҫинелле тӗмсӗлчӗ, пуҫне юлашки хут сулчӗ те сенкерлӗхелле вирхӗнчӗ.

Он прищурился на солнце, кивнул в остатный раз, и взвился в синеву.

Тарни // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Вӗсене хирӗҫ урам тӗттӗмлӗхӗнчен вутлӑ шар вирхӗнчӗ, унтан иккӗмӗшӗ, виҫҫӗмӗшӗ…

Навстречу им из темноты улиц взвился огненный шар, — второй, третий.

Контратака // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Шӑлне ҫыртса лартса Лось пусмапа аялалла вирхӗнчӗ, карап патне сиксе ҫитрӗ те хул пуҫҫипе тӗршӗнсе тӗртрӗ — мускулӗсем шӑтӑртатаҫҫӗ, — унтан карап кӑшкарне ун хыҫӗнче вӑрттӑн пытанса тӑнисем ҫинелле ывӑтрӗ.

Стиснув зубы, Лось кинулся вниз по лестнице, подскочил к кораблю, навалился плечом, — мускулы хрустнули, — и он опрокинул остов корабля на тех, кто таились позади него в засаде.

Лось Гусева пулӑшма васкать // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Аллисене тӑсса — тенкелсем тӑрӑх аялалла, Тускуб патнелле, вирхӗнчӗ.

Протянул руки и ринулся вниз по скамьям к Тускубу.

Тускуб // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Ҫав самантрах тепӗр эрешмен ҫурт хыҫӗнчен тухса йывӑҫсем патнелле вирхӗнчӗ, хура-хӗрлӗ тусана ҫӗклентерсе йӗплӗ тетелран пырса тӑрӑнчӗ, урисене тӑса-тӑса унта ҫапкаланать.

Сейчас же второй паук побежал из-за дома к деревьям, поднимая коричневую пыльцу, и ткнулся в колючую сеть, стал биться в ней, вытягивая ноги.

Пӑрахса хӑварнӑ пӳрт // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Лось икӗ реостата пӗр харӑс ӗҫлеттерет; аппарат малалла вирхӗнчӗ.

Лось включил оба реостата; аппарат рванулся.

Хура тӳпере // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Сирпӗнӳсем чарӑнми-талккӑш ӳлеве куҫрӗҫ, акӑ тӑватӑ аршӑнлӑ ҫӑмарта чалӑшшӑн, ракета евӗр, ҫынсем ҫийӗн ҫӗкленчӗ те хӗвел анӑҫнелле вирхӗнчӗ, ҫутӑ йӑрӑмпа чӑшлатрӗ те пӗлӗтсен йӑм хӗрлӗ, тӗксӗм ӗнтрӗкӗнче ҫухалчӗ.

Взрывы слились в сплошной вой, и четырехсаженное яйцо, наискось, как ракета, взвилось над толпой, устремилось к западу, ширкнуло огненной полосой, и исчезло в багровом, тусклом зареве туч.

Вӗҫев // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Ун хыҫҫӑн Вуксан вирхӗнчӗ, вӗсем хыҫҫӑн вара ыттисем чупрӗҫ.

Стреляя на ходу, вслед за ним бросились Вуксан и остальные партизаны.

33 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Сасартӑк вӑл тӗпсӗр тӗттӗм шӑтӑка персе анчӗ; нумайччен вирхӗнчӗ аялалла; аякка та аякка кайса пычӗ, анчах жандармсем тӗпсӗрлӗхе кӗмелли шӑтӑкалла ӳпӗнсех пӑшалсемпе печӗҫ, хаяррӑн вӑрҫрӗҫ.

Он летел в черную бездну, летел долго, долго; он уносился все дальше, жандармы стояли, нагнувшись над бездной, стреляли, грозили, ругались.

22 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Вӑл нимӗҫсем пур килкартисене чупа-чупа кӗчӗ, туха-туха тарчӗ, таҫталла, аяккалла вирхӗнчӗ.

Он попадал во дворы, где были немцы, возвращался, менял направление и снова бежал.

14 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Смолярчук Витяҫе вӑшт-вашт ҫыхса ячӗ те, пиншакӗпе аттине хывса, тӑшман хыҫҫӑн вирхӗнчӗ.

Смолярчук наскоро перевязал Витязя, снял шапку, куртку, сапоги и побежал.

6 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.

Мӗншӗн мана тытмастӑн? — ҫине-ҫинех каларӗ вӑл, ҫулҫӳревҫӗсем пулса ҫул тӑрӑх сиккелесе чупакан Володьӑпа аслӑ Ивин ҫине чалӑшшӑн пӑхнӑ май; унтан сасартӑк ҫухӑрса ячӗ те ахӑлтатса вӗсене тытма вирхӗнчӗ.

Что ж ты меня не ловишь? — повторял он несколько раз, искоса поглядывая на Володю и старшего Ивина, которые, представляя проезжающих, припрыгивая, бежали по дорожке, и вдруг взвизгнул и с громким смехом бросился ловить их.

XIX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней