Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

асаплантарать (тĕпĕ: асаплантар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Эсир мана хӗрхенесшӗн мар: эпӗ ҫав хӗрарӑма хӑнӑхнине, эпӗ ӑна иленсе ҫитнине эсир ӑнланасшӑн мар; вӑл манпа пӗрле пулманни мана асаплантарать.

— Вы не хотите войти в мое положение; вы не хотите понять, что я привык к этой женщине, что я привязан к ней наконец, что отсутствие ее меня должно мучить.

XXIX // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Ӑна — ҫӗрле алӑка мӗншӗн питӗрсе выртатӑн тесе ыйтас пулсан — мӗнле тавӑрса каласси асаплантарать.

Мучилась над тем, что ответить, если спросят, почему по ночам стала закрывать на крюк дверь своей комнаты.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Старике темӗнле уйрӑммӑнах йывӑр терт асаплантарать тейӗн.

Казалось, какая-то особенная мука терзала старика.

XXVII // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.

— Вӗсем акӑ, манӑн атте-аннесем, ӗҫлӗ, ҫакна пула хӑйсем нимӗне те тӑманнишӗн нимӗн те пӑшӑрханмаҫҫӗ, вӑл шухӑш вӗсене пусахламасть; мана вара… кичемлӗх те ҫилӗпе тарӑху кӑна пусса асаплантарать.

— Я хотел сказать, что они вот, мои родители то есть, заняты и не беспокоятся о собственном ничтожестве, оно им не смердит… а я… я чувствую только скуку да злость.

XXI // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.

— Ҫӗрле ӳслӗк асаплантарать.

— Кашель по ночам мучит.

Ермолайпа мелник арӑмӗ // Асклида Соколова. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 132–142 с.

— Итлӗр-ха, — терӗ вӑл мана сывпуллашас умӗн, — мана пӗр шухӑш — эсир мана ҫӑмӑл ӑслӑ ҫын вырӑнне хуратӑр текен шухӑш — асаплантарать

— Послушайте, — сказала она мне незадолго до прощанья, — меня мучит мысль, что вы меня считаете легкомысленной…

XII // Асклида Соколова. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 84–131 с.

Кашни минут чуна асаплантарать».

А каждая минута — пытка!»

Улттӑмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Федя ҫухални ку таранччен те паллӑ мар пулни ӑна асаплантарать, ҫав вӑхӑтрах шанчӑк та парать.

То, что федино исчезновение до сих пор оставалось неразгаданным, мучило и в то же время таило в себе надежду.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Таньӑна упӑшкин хӗн-хурне курса тӑрса та пулӑшма пултарайманни хытӑ асаплантарать.

Таня терзалась своей беспомощностью, видя страдания мужа.

5 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

— Тепӗр чухне мана урӑххи асаплантарать.

— А иногда меня мучает другое.

16 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Хӑваласа пухать хуторсенчен стариксене, асаплантарать те малтан лайӑх кӑна, унтан вӗтлӗхе илсе кайса чунӗсене кӑларать, ҫитменнине тата пытарма тӑванӗсене те ирӗк памасть.

Собирает с хуторов стариков, ведет их в хворост, вынает там из них души, телешит их допрежь и хоронить не велит родным.

XXXIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ҫак йывӑр шухӑш ӑна кӑнтӑрла та асаплантарать, ҫӗрле те канлӗх памасть: чуна хытарнипе кӑна вӑхӑтлӑха чӗрере капланса тӑнӑ тунсӑх самант вырӑнтан хусканать те пӗтӗм чӑтӑмлӑха татать.

Это тревога не покидала ее днями, наведывалась и ночью, и тогда то, что копилось в душе, взнузданное до времени волей, — рвало плотины.

19 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Чи вӑйпитти казаксем ӑшӑ килӗсенчен вӑрҫа кайса пӗтрӗҫ, вӗсене унта вилӗм суйлать, пыйтӑ кӑшлать, хӑрушлӑх, иксӗлми тунсӑх асаплантарать.

Цвет казачий покинул курени и гибнул там в смерти, во вшах, в ужасе.

16 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Мана кӑмӑл пӑтратни тӳсме ҫук хытӑ асаплантарать.

— Меня совесть убивает.

10 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Хӑйне хӑй ҫеҫ юратать; асаплантарать вӑл мана, мӗскӗне; эпӗ пур, хурланнипе кун ҫути курмастӑп.

Она любуется сама собою; мучит меня, бедного; а я за грустью не вижу света.

Раштав умӗнхи каҫ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Мӗн вӑл ҫынсене хӗллехи сивӗре пӑрлӑ шыв сапса асаплантарать…»

Что он обливает людей на морозе…

IV. Йӗкӗтсем ашкӑнаҫҫӗ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Мӗн вӑл, — шуйттан тӗлне пултӑр ун ашшӗ, — мӗнех вара вӑл, голова тесе, шартлама сивӗре ҫынна пӑрлӑ шыв сапса асаплантарать те, хӑйне хӑй тем вырӑннех хурать.

Что он думает, дидько б утысся его батькови! что он голова, что он обливает людей на морозе холодною водою.

II. Голова // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Тӑватӑ уйӑх хушши хӗрарӑм курман ӗнтӗ вӗсем… ҫав асаплантарать вӗсене.

Четыре месяца они не видали женщин, и их мучала похоть.

Франсуаза // Василий Алагер. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 87–92 стр.

Ҫурҫӗр ҫитет — вӑл ҫаплах ҫук, вара ӑшра икӗ туйӑм улшӑна-улшӑна иртет: килессе вӑл килет-ха, анчах вӑл ҫукки мана та, ачасене те асаплантарать, тарӑхтарать.

Проходит весь вечер, ее нет, и два чувства сменяются в душе: злоба к ней за то, что она мучает меня и всех детей своим отсутствием,

XX // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.

Тата тепӗр инкек Володьӑна асаплантарать.

Была и еще одна забота, терзавшая Володю.

Иккӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней