Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Анушка (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анчах такшин сӑнне шырать-ха, такшин ҫинчен шухӑшлать-ха Анушка?

Помоги переводом

VI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Анушка аллине хулӑн кӗнеке тытнӑ та ӑна сирет те сирет.

Помоги переводом

VI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Анушка паҫӑрах пӳрте кӗнӗ ӗнтӗ, ун чӳречи витӗр лампӑ ҫути йӑлтӑртатни курӑнать.

Помоги переводом

VI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӗреннӗ чухне йывӑр пулӗ ӗнтӗ, пӗр вӗренсе тухса хӑй тӗллӗн ӗҫлеме тытӑнсан, Анушка ҫынтан юлас ҫук.

Помоги переводом

VI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Анушка Карачӑмран тракторист ӗҫӗ пирки темӗн те пӗр ыйтса пӗлчӗ.

Помоги переводом

VI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӑл та ӳпре-шӑна ҫыртман ҫӗртенех урисене ҫӗмӗрт ҫулҫисемпе ҫатлаттаркаласа ларать (питӗ йывӑр ҫак Карачӑмпа калаҫма, хӑюсӑр вӑл, анчах ҫав вӑхӑтрах унпа ларма кӑмӑллӑ, Анушка унпа пӗр калаҫмасӑр та ҫӗр каҫах ларӗччӗ).

Помоги переводом

VI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Аван-и? — хӑюллӑн алӑ пачӗ ӑна Анушка.

Помоги переводом

VI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Хӗр хӑй патне пырса тӑрсан, каччӑ, купӑсне чарса, Анушка ҫине айӑпа кӗнӗн пӑхса илчӗ.

Помоги переводом

VI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Анушка ҫамрӑксем патне ҫитсен, Карачӑм ӑна курман пек пулчӗ, ун аллинчи купӑсӗ ытларах нӑйкӑшма тытӑнчӗ.

Помоги переводом

VI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Анушка ҫавӑнтах телефонпа курс хӑҫан пуҫланассине ыйтса пӗлчӗ, тата виҫӗ кунтанах каймаллине пӗлсен, Левентее тав туса, хӑйӗн савӑнӑҫне тантӑшӗсене пӗлтерме тухса чупрӗ.

Помоги переводом

VI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Сана ял илемӗ Анушка теҫҫӗ-ҫке, хӗрӗм.

Помоги переводом

VI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Эх, Анушка, Анушка, — терӗ Левентей, ун ҫине ытараймасӑр пӑхса.

Помоги переводом

VI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Тем каласшӑнччӗ Левентей, Анушка халь ӑна-кӑна итлесе тӑмарӗ, вӑл Левентейрен тем пулсан та хӑйне трактористсен курсне яни ҫинчен справка илме шутларӗ.

Помоги переводом

VI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Анушка амӑшне ӑнланчӗ: вӑл ӳссе ҫитнӗ хӗрне алран вӗҫтересшӗн мар, вӑл ӑна хӑй куҫӗ умӗнче ӗҫлеттересшӗн.

Помоги переводом

VI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ашшӗ хӗрӗн шухӑшне хирӗҫ пулмарӗ, анчах амӑшне Анушка ун пек шут тытни пӗрре те кӑмӑла каймарӗ.

Помоги переводом

VI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Сӑнран Анушка ашшӗне хунӑ: ун пекех сап-сарӑ ҫӳҫлӗ, чӑп-чӑмӑр питҫӑмартиллӗ, хӑмӑр куҫлӑ, пӗвӗпе Укахвирен кӑшт лутрарах пулин те, ашшӗ евӗрлех тулли.

Помоги переводом

VI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Пӳртре никам та ҫук иккен-ха, ашшӗпе Анушка пухуран килсе ӗлкӗреймен, амӑшне Укахви иртенпе те курман, вӑл пристане ҫу леҫме кайнӑччӗ пулас.

Помоги переводом

V // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Пирӗншӗн ан хӑра, — пурин хутне те кӗчӗ Анушка.

Помоги переводом

II // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Ху мӗншӗн тулашнине пӗлетӗн пулӗ ӗнтӗ, мӗн те пулин пулнӑ пулӗ? — терӗ Анушка, хӑюлланса.

Помоги переводом

II // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

«Ав, Укахви, Анушка мӗнле ӗҫлеҫҫӗ, ҫавсенчен те пулин кӑшт намӑса пӗлӗр», тенӗ.

Помоги переводом

II // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней