Поиск
Шырав ĕçĕ:
— Яраҫҫӗ.
XXV // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Вӑл ҫӳллӗ те яштака пӳллӗ, сенкер ачаш куҫлӑ, ҫӳҫӗсем ылтӑн тӗслӗ йӑлтӑртатаҫҫӗ, ӳчӗ шурӑ-кӗрен тӗслӗ, чи кирли вара — ун сӑнӗ хаваслӑ та ырӑ кӑмӑллӑ, ӗненмелле пулни; пӗрре пӑхсах ӑна кӑшт айванрах та теме пулнӑ; ӗлӗкрех ун пек сӑнлӑ ҫынсене сумлӑ дворян ҫемйисенче ӳснӗ «ашшӗ» ачисен хушшинче час-часах тӗл пулма пулнӑ; ун пеккисем пирӗн анлӑ ҫурма ҫеҫенхирлӗ кӗтессенче ҫуралса, мӑнтӑрланса ӳснӗ ӗнтӗ; вӗсем кӑшт силленерех утаҫҫӗ, сасси кӑшт пӑшӑлтирех вӗсен, вӗсем ҫине пӑхса илсенех, ача пек йӑл кулса яраҫҫӗ…
XIV // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Манӑн тахҫанхи ӗмӗт юлашкинчен тинех пурнӑҫланать — мана Инҫет Хӗвелтухӑҫне яраҫҫӗ.Моя давнишняя мечта наконец исполняется — меня назначили на Дальний Восток.
III // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.
Чӗп-чӗрӗ те тӗрӗс-тӗкелех вӑл, ӑна каллех сӑнчӑрласа хӳшше хупнӑ, шывпа ҫӑкӑр кӑна ҫитереҫҫӗ; енчен те унӑн хуҫи килмесен, ӑна сутса яраҫҫӗ.
Хӗрӗх иккӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Енчен Мери Джейн кама та пулин пулӑшма чӗнсен, мана ку ӗҫе хутшӑнтарса яраҫҫӗ, вӗҫне-хӗрне тухасси тахҫан вара!
Ҫирӗм улттӑмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Халӑх вӗсене хупӑрласа илчӗ; ҫынсем пӗр-пӗрне тӗрткелеҫҫӗ, хӗсеҫҫӗ; мӑйӗсене тӑссах кармашаҫҫӗ, лайӑхрах курасшӑн, варринче тӑраканнисем вӗсене тӗрте-тӗрте яраҫҫӗ.
Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Тепӗр чухне ҫак ҫынсем, киленӗҫ ытларах пултӑр тесе, пӗр-пӗр ҫапкаланчӑк йытта скипидар сӗрсе вут тивертсе яраҫҫӗ, хӳри ҫине шӑвӑҫ татӑкӗ ҫакаҫҫӗ, мӗскӗн йытӑ вара, ниҫта кайса кӗреймесӗр, чунӗ тухичченех.
Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Вӑл икӗ йӗрке вулать те ҫавна пурте пӗр харӑс юрласа яраҫҫӗ, пит хӑватлӑн, янравлӑн илтӗнет — халӑхӗ нумай, пурте чунтан хавхаланса юрлаҫҫӗ, унтан проповедник тата тепӗр икӗ йӗрке вулать, хор каллех юрласа ярать, малалла та ҫаплах.
Ҫирӗммӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Сасартӑк эпӗ акӑ мӗн аса илтӗм: кун пек чухне ҫӑкӑр ӑшне чӗркӗмӗл хураҫҫӗ те шывпа юхтарса яраҫҫӗ, мӗншӗн тесен ҫӑкӑр тӳрех ҫын путнӑ тӗлелле ишет, унта ҫитсен, чарӑнать.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Ҫавна май унӑн час-часах ҫапла та пулкаласа тухатчӗ: вӑл хӳтӗлекен ҫын сӑмахпа асӑрхаттарнипех хӑтӑлать, Сашӑна вара ҫав ҫынна хӳтӗленӗшӗн е гауптвахтӑна, е уборнӑй тасатма яраҫҫӗ.
1944-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Кунта ҫынсем кӗтеҫҫӗ, ӑсатса яраҫҫӗ — тен, ӗмӗрлӗхех.
1942-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Аркатаҫҫӗ, ҫунтараҫҫӗ, хӑваласа яраҫҫӗ.
1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Гленарван, Джон Мангльс, Паганель, Роберт, вӗсемпе пӗрле майор та пӗр-пӗринпе ытамланаҫҫӗ, переҫҫӗ, кулаҫҫӗ, ҫавӑнтах макӑрса та яраҫҫӗ.Гленарван, Джон Мангльс, Паганель, Роберт, даже майор обнимались и плакали, смеялись и рыдали.
Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Анчах ку йӑла вӗсен хӑйсен вилнӗ ҫулпуҫӗ умӗнче чӗтӗресе тӑнипе мар, ытларах тутлӑ какайпа ҫуланса пӑхас килнипе тухса кайнӑ темелле, мӗншӗн тесен вӗсем ҫынсене вӗлерсен, леш тӗнчене каймалли тарҫӑсен ӳчӗсене те ҫавӑнтах ҫисе яраҫҫӗ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Пурне те пӗлме тӑрӑшакан ача «турӑ законӗ» урокӗсенче пӗрмай ыйтусем парса, преподователе ҫилентерет, ҫавна пула 1915 ҫулта ҫуркунне пулас писателе шкултан кӑларса яраҫҫӗ.
Николай Островский // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 400-401 с.
Кӗнекене унта «пурӑнӑҫа кӗмелли ҫул» парсан, ӑна издательствӑна яраҫҫӗ — вара…Если там дадут книге «путевку в жизнь», ее передадут в издательство — и тогда…
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Тепӗр эрнерен санаторири тусӗсем Корчагина пристане ҫитичченех ӑсатса яраҫҫӗ.Через неделю санаторное землячество тепло проводило Корчагина на пристань.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Округран Берездова бандитизмпа кӗрешекен отряд яраҫҫӗ.Из округа прислали в Берездов отряд по борьбе с бандитизмом.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Ҫав документпа ӑна кӗпӗрнери ҫарӗҫ комиссариатне ҫар ӗҫне вӗрентнӗ ҫӗрте политработник пулса ӗҫлеме яраҫҫӗ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Павел лӑпкӑ пырать, пирусӗ ялкӑшса илнӗ хушӑра пӗр самант ун пичӗ, паттӑр сӑн кӗртекен авӑнчӑк куҫхаршисем курӑнса каяҫҫӗ — ҫаксем ӗнтӗ тӗттӗм каҫ, тискер пушӑ вырӑн тата ӗнер Подолра пӗр ҫынна пит тискер вӗлерни ҫинчен театрта илтнӗ хыпар шиклентернине сирсе яраҫҫӗ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.