Поиск
Шырав ĕçĕ:
Чӳречерен кӑвак пӗлӗт татӑкӗ тата ун ҫинчен икӗ ҫӑлтӑр пӑхать.В окно смотрел кусочек голубого неба с двумя звездами на нем.
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Хура пӗлӗтсенчен ҫӗр ҫине ушкӑн-ушкӑн йывӑр мелкесем ӳкеҫҫӗ-ӳкеҫҫӗ те ҫӗр ҫумӗпе шуса каяҫҫӗ, ҫухалаҫҫӗ, унтан каллех тухаҫҫӗ… уйӑх вырӑнӗнче ӗнтӗ пӗр пӑтранчӑк ҫаврака пӑнчӑ ҫеҫ тӑрса юлнӑ, ӑна та пулин хутран-ситрен кӗл тӗслӗ пӗлӗт татӑкӗ пӗтӗмпех хупласа хурать.
II сыпӑк // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 50–69 стр.
Икӗ питҫӑмарти — икӗ хура шӑтӑк; пӗр шӑтӑкӗнче пуҫне ҫыхнӑ хӗрлӗ тутӑр татӑкӗ айӗнчен сапаланса тухнӑ кӗл тӗслӗрех кӑвак ҫӳҫ пӗрчисен пайӑрки выртать.
II сыпӑк // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 50–69 стр.
Пуҫ тӑрринче халӗ те-ха кӑпӑшка та тӗрлӗ тӗслӗ катрам-катрам пӗлӗт татӑкӗсем йӑсӑрланаҫҫӗ; пӗр ҫӗрте вӗсем тӗтӗм пек ҫепӗҫ те кӗл пек кӑвак, тепӗр ҫӗрте — ту татӑкӗ пек хытӑ, шупкарах хура е хура-хӗрлӗн курӑнаҫҫӗ.
I сыпӑк // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 50–69 стр.
Челкаш ун умне тӑчӗ те тӗлӗнмелле кулса ячӗ, пуҫӗнчи тутӑр татӑкӗ, пӗчӗккӗнех хӗрелсе пырса, тӗрӗк фески пек курӑна пуҫларӗ.
III сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.
Трюм шӑтӑкӗнчен тӑхлан тӗслӗ пӗлӗт татӑкӗ курӑннӑ.
III сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.
Шуйттан праҫнике хитреленнӗ пекех хитреччӗ, жупаннех ылтӑн ука тыттарса пӗтернӗ, учӗ урипе кӑшт тӑпӑртатса илсессенӗх — аяккинче ҫакӑнса пыракан хӗҫҫи ҫиҫӗм пек йӑлтӑртатать… хӗҫҫине пӗтӗмпех хаклӑ йышши чулсемпе эрешленӗ, ҫӗлӗк тӳпи — йӑм-кӑвак бархат, пӗлӗт татӑкӗ, тейӗн, чаплӑскерччӗ вӑл, ҫав ватӑ господарь!
Макар Чудра // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 7–19 стр.
Хӑш чухне тата ҫӗрле тӳпенелле пӑхатӑн, унта пӗр пӗлӗт татӑкӗ те ҫук, ҫӑлтӑрсем ҫеҫ (пысӑккисем те, пӗчӗккисем те), каҫса кайса саватӑн вара вӗсене.
39-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Анчах ҫанталӑк уяр тӑчӗ, пӗр пӗлӗт татӑкӗ те курӑнмарӗ.
37-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Федя кӗсйинчен ҫӑкӑр татӑкӗ кӑларчӗ, ӑна лашан йӗперех сӑмси патнелле тӑсрӗ те ҫӗр ҫине хучӗ.
21-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Халӗ чи йывӑрри юлчӗ: ҫавана хурҫӑ татӑкӗ ҫинче туптамалла, унӑн касакан енне бритва пек ҫӳхе ҫивӗч тумалла.
20-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Унта яланах темӗн чухлӗ пралук ҫӑмхи, кантӑра татӑкӗ тулма пулать.В них всегда можно было найти и дюжину гвоздей, и моток проволоки, и добрый конец веревки.
18-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Старик, выртма кӗрекенсемпе пӗрле каҫхи апата ларма хирӗҫсех кайман, лешсем тухса кайсан, сӗтел ҫинче час-часах консерва банки, колбаса татӑкӗ, пуҫламан ҫӑкӑр та тупӑннӑ.
7-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Хӗрача ҫӑмӑллӑнах пӗр пӑр татӑкӗ ҫинчен тепӗрин ҫине сикетчӗ, ҫыранран чылай аякка кайнӑччӗ ӗнтӗ.Девочка легко перепрыгивала с льдины на льдину и вскоре была уже далеко от берега.
5-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Анисьйӑпа пурӑннӑ чухне ҫакӑн пек ҫӳремен эпӗ, ҫӑкӑр татӑкӗ те пурччӗ, вӑл халерӑпа чирлесе вилсенех — йывӑр тӑпри ҫӑмӑл пултӑр — улпут майрин пиччӗшӗ мана усрасшӑн пулмарӗ, харампыр, теме пуҫларӗ.
XI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Мӗншӗн-ха вӑл, Захарпа Анисьйӑна шанмасӑр, Обломов вырӑнӗ умӗнче, ун ҫинчен ҫӗрӗ-ҫӗрӗпе куҫ илмесӗр, ирхи кӗлӗччен ларатчӗ, унтан вара селоп пӗркенетчӗ те, хут татӑкӗ ҫине пысӑк саспаллисемпе «Илья» тесе ҫырса, чиркӗве чупатчӗ, хутне сывлӑхшӑн кӗлтума алтаре паратчӗ, унтан кӗтесе чакса чӗркуҫленетчӗ те нумайччен пуҫ ҫапса выртатчӗ, унтан васкаса пасара каятчӗ те киле шикленсе таврӑнатчӗ, алӑк ҫине пӑхкаласа, Анисьйӑран пӑшӑлтатса ыйтатчӗ: — Мӗнле?
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ҫырупа пӗрлех тепӗр хут татӑкӗ ҫине тырпул мӗн чухлӗ пуҫтарса кӗнине, мӗн чухлӗ ҫапнине, магазейсене мӗн чухлӗ хывнине, мӗн чухлӗ сутма уйӑрса хунине тата хуҫалӑхри ытти вак-тӗвек ӗҫсене пӗтӗмпех ҫырса пӗлтернӗ.
XVIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Хулӗ ҫине кил хуҫи арӑмӗ Обломов куркаланӑ тутӑрах витнӗ, аллинчи турилкке ҫинче пысӑк кукӑль татӑкӗ пӑсланать.
III сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ӑспа вӑй ҫапла тарӑхса ыйтнине итлесе, вӑл хӑйӗнче ирӗклӗх вӑйӗ пӗтменнине, ҫак вӑйӑн пӗчӗк татӑкӗ ӑна ӑҫта илсе кайса, ӑҫта чикме пултарассине тишкерсе тухрӗ.
V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Ҫанталӑк илемлӗ, тӳпе кӑн-кӑвак, пӗр пӗлӗт татӑкӗ те ҫук, — терӗ вӑл, — план ҫинче ман ҫуртӑн балконлӑ енӗ хӗвел тухӑҫнелле, сад пахчипе хирелле пӑхса ларать, тепӗр енӗ — ялалла.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956