Поиск
Шырав ĕçĕ:
10. Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: эсир Вавилонра пурӑнма пуҫланӑранпа ҫитмӗл ҫул ҫитсессӗн, Эпӗ сирӗн патӑра пырса пӑхӑп та ырӑ сӑмахӑма вырӑна килтерӗп — сире каялла ҫакӑнта илсе килӗп: 11. Эпӗ сирӗншӗн мӗн тума палӑртнине Хам анчах пӗлетӗп, тет Ҫӳлхуҫа, малашлӑхпа шанчӑк парса Эпӗ сире хуйхӑ-суйхӑ мар, тӑнӑҫлӑх пама палӑртнӑ.
Иер 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Иеремия пророк вара Анания пророка каланӑ: итле, Анания, сана Ҫӳлхуҫа яман, эсӗ ҫак халӑха суя шанчӑк паратӑн.
Иер 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Вуникӗ пророк — вӗсен шӑммисем выртакан вырӑн чечекленсе лартӑр! — Иакова лӑплантарнӑ, вӗсене, шанчӑк парса, хӑтарса пынӑ.
Сир 49 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Ҫакӑн пек ӗҫсемпе Эсӗ Хӑвӑн халӑхна тӳрӗ ҫыннӑн ыттисене юратмалла тесе вӗрентрӗн, ҫылӑхӗсенчен ӳкӗнме вӑхӑт парса Хӑвӑн ывӑлусемшӗн ырӑ шанчӑк чӗртрӗн.
Ӑсл 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Эхер те ир вилес пулсассӑн, сут кунӗнче вӗсемшӗн шанчӑк та, йӑпанӑҫ та пулмӗ: 19. ӗнтӗ усал йӑхӑн вӗҫӗ те хӑрушӑ.
Ӑсл 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Йывӑҫӑн шанчӑк пур: кассассӑн та каллех чӗрӗлет вӑл, унӑн хунавӗсем ӗрчеме чарӑнмаҫҫӗ: 8. тымарӗ ҫӗр айӗнче ватӑлнӑ пулин те, тункати тусанпа хытса ларнӑ пулин те, 9. вӑл нӳрре сиссенех хунав кӑларать, ҫӗнӗрен лартнӑ йывӑҫ пек туратланать.
Иов 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Шанчӑк пуррипе канлӗхлӗ пулӑн; хӳтлӗхӳ пуррипе шикленмесӗр ҫывӑрӑн.18. И будешь спокоен, ибо есть надежда; ты огражден, и можешь спать безопасно.
Иов 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Кунӑмсем ӑса вылянинчен те хӑвӑртрах ӑсанаҫҫӗ, пӗр шанчӑк хӑвармасӑр иртеҫҫӗ вӗсем.
Иов 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Мӗскӗн ҫынна Вӑл вӗсен хӗҫӗнчен, сӑмахӗнчен хӑтарать, ӑна вӑйлисем хӗсӗрлесрен сыхласа тӑрать; 16. ҫавӑнпа хурлӑхлӑ ҫын валли те шанчӑк пур, суянӑн та ҫӑварӗ хупӑнать.
Иов 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Пурне те пӑхӑнтарса тӑракан Турӑ! шанчӑк ҫухатнисен сассине илтсемччӗ, пире усал сунакансен аллинчен ҫӑлсамччӗ, мана хӑрасси-шикленессинчен хӑтарсамччӗ.]
Эсф 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Вара Шехания, Елам ывӑлӗсенчен тухнӑ Иехиил ывӑлӗ, Ездрӑна ҫапла хуравласа каланӑ: эпир, ҫак вырӑнти ют халӑхсен хӗрӗсене качча илсе, Туррӑмӑр умӗнче усал ӗҫ турӑмӑр, ҫавах та Израилӗн шанчӑк сӳнмен-ха; 3. халӗ эпир Туррӑмӑрпа халал хывӑпӑр: хуҫамӑм канашне тата Туррӑмӑр ӳкӗчӗсене хисеплесе-уяса тӑракансен канашне итлесе, эпир хамӑрӑн арӑмсене тата вӗсем ҫуратнӑ ачасене пурне те каялла яма пулӑпӑр, — саккун хушнӑ пек пултӑр!
1 Езд 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Маншӑн юрату вучахӗнче ҫунакан хӗр-хӗрарӑмӑн пӗрле пулас шанчӑк ҫук.
«Иринӑна хисеплесе сӑнарсем калӑплатӑп» // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №
Пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗнче вара «Шанчӑк» ушкӑн Ҫавалкасри ватӑсен ҫуртӗнче пулчӗ, кинемипе-кукаҫисене уяв ячӗпе саламларӗ, парне вырӑнне юрӑсем шӑрантарчӗ.
Савӑк кӑмӑл парнелерӗҫ // Елена АНИСИМОВА. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11
«Шанчӑк» пултарулӑх ушкӑнне те залра ларакансем тарават кӗтсе илчӗҫ.
Савӑк кӑмӑл парнелерӗҫ // Елена АНИСИМОВА. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11
Вӑл крепоҫран тарса тухрӗ, халь те пулин ют ятпа пурӑнать, тӑван кил-йышӗпе те тахҫан пӗлнӗ тусӗсемпе курнӑҫаймасть, ӑна хӑйне сехетсерен палласа илме пултараҫҫӗ, каллех хупса хурасран та сыхланмалла, иртен кунра вӑл хӑй валли хаваслӑх-мӗн кӗтмест, ӳлӗм чипер пурӑнӑп-ха тенӗ шанчӑк та тытмасть вӑл, — ҫакӑн пек ҫынна пӗртен пӗр аслӑ идейӑ кӑна Болгарие таврӑнмашкӑн хистеме пултарнӑ, вара вӑл, ҫакӑнта икӗ ҫын вӗлернӗ хыҫҫӑн та, тӑван ҫӗршывне пӑрахса каясшӑн пулмарӗ.
XII. Бойчо Огнянов // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Тияк сӑнӗ-питӗнче шанчӑк та ҫамрӑклӑх вӗркесе тӑрать, ун куҫӗнче хӑват та пурнӑҫа савса юратни йӑлкӑшать.
VII. Паттӑрлӑх // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
— Аван… нимле ырӑ шанчӑк та паман ача-пӑча туйӑмӗ ҫеҫ пулнӑ.— Хорошо… ребяческое чувство, которое не дает никакой гарантии.
XVIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Бьюмонт Полозовсем патне кашни кунах кӗрсе тухнӑ, хӑш чухне вӑрах ларнӑ, хӑш чухне сахал, анчах кӗрессе вара кашни кунах кӗрсе тухнӑ; вӑт ҫавӑнпа шутланӑ та ӗнтӗ Полозов вӑл Катерина Васильевнӑна ҫураҫасшӑн, тесе: ҫакӑн пек шанчӑк паракан урӑх сӑлтавсем пулман.
XVI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ӗнтӗ телей килес шанчӑк та ҫитнӗ: «Халӗ кам та пулин кӑмӑлланине куратӑп-тӑк — ку вӑл аттен миллионӗсене мар, мана кӑмӑллани пулать».
VIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Тravail сӑмах вырӑнне йышӑнас тесе ҫеҫ унта bon сӑмаха хӑварас пулсан, вывеска вара ҫакӑн пек пулнӑ пулӗччӗ: «А lа bonne Foi» — «Тӳрӗ шухӑш-кӑмӑллӑ магазин», тени ӗнтӗ, анчах французла foi — шанчӑк, тесе ҫырсан, отрицательнӑй характер тенденцийӗсене хирӗҫ пынӑ пек, унта консерватизм та палӑрса тӑрать-ха.
XVII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.