Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

шутра (тĕпĕ: шут) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫав шутра — ҫулсене ҫӗнетме те.

В том числе - обновить дороги.

Юр каять. Пӗрле асфальт та // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Кашни хуҫалӑх субъекчӗн каяш ҫаврӑнӑшӗ, ҫав шутра ӑпӑр-тапӑра турттарса тӑрасси ҫинчен калакан саккуна пӑхӑнмалла.

Помоги переводом

Аван хаклав туртӑнма хистет // Ҫӗнтурӳ ҫулӗ. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11

Ӑптӑр-каптӑра пуҫтарасси, ҫав шутра уйӑрса пуҫтарасси, турттарасси, утилизацилесси, сиенсӗрлетесси, районсенче ҫӗр айне чикесси – вырӑнти хӑйтытӑмлӑх органӗсен тивӗҫӗ.

Помоги переводом

Аван хаклав туртӑнма хистет // Ҫӗнтурӳ ҫулӗ. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11

Йӑлари хытӑ каяша пухас, ҫав шутра уйӑрса пухас, турттарас, суйласа иккӗмӗш хут ӗҫе кӗртес, утилизацилес, сиенсӗрлетес, ҫӗр айне чикес ӗҫе йӗркелеме ЧР ҫут ҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министерствине шаннӑ.

Помоги переводом

Аван хаклав туртӑнма хистет // Ҫӗнтурӳ ҫулӗ. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11

Республикӑра 554 гидрохатӗр, вӑл шутра хуҫасӑрри - 3 /Етӗрне районӗнче - 1, Канаш тӑрӑхӗнче - 2/.

Помоги переводом

Эпир - малтисен йышĕнче, е Аван хаклав татах туртăнма хистет // Юрий СЕРГЕЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Ӑптӑр-каптӑра пуҫтарасси, ҫав шутра уйӑрса пуҫтарасси, турттарасси, утилизацилесси, сиенсӗрлетесси, районсенче ҫӗр айне чикесси - вырӑнти хӑйтытӑмлӑх органӗсен тивӗҫӗ.

Помоги переводом

Эпир - малтисен йышĕнче, е Аван хаклав татах туртăнма хистет // Юрий СЕРГЕЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Йӑлари хытӑ каяша пухас, ҫав шутра уйӑрса пухас, турттарас, суйласа иккӗмӗш хут ӗҫе кӗртес, утилизацилес, сиенсӗрлетес, ҫӗр айне чикес ӗҫе йӗркелеме ЧР Ҫут ҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министерствине шаннӑ.

Помоги переводом

Эпир - малтисен йышĕнче, е Аван хаклав татах туртăнма хистет // Юрий СЕРГЕЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Кӑҫалхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗ тӗлне мӗнпур харпӑрлӑхлӑ хуҫалӑхсенче мӑйракаллӑ шултра выльӑх - 193,7 пин, ҫав шутра ӗне 92,3 пин пуҫ е 2015 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗ тӗлнехипе танлаштарсан 98,7 тата 100,2% пулнӑ.

На 1 января во всех типах личного хозяйства содержалось 193,7 тысяч голов крупного рогатого скота, из них 92,3 тысячи голов коровы, или, по сравнению на 1 января 2015 года, соответственно на 98,7 и 100,2%.

Кил хуçалăхĕсенче ĕне-выльăх сахалланать // Николай ЯКИМОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Агропромышленноҫ комплексӗнчен унта - 43, вӑл шутра апат-ҫимӗҫ хатӗрлекенни тата продукцие тирпейлекенни - 18, ял хуҫалӑхӗн организацийӗ - 25.

Там из агропромышленного комплекса 43 организации, в том числе 18 - из пищевой и обрабатывающей промышленности, 25 - из организаций сельского хозяйства.

Кил хуçалăхĕсенче ĕне-выльăх сахалланать // Николай ЯКИМОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Шӑпах унӑн пӗтӗмлетӗвӗ ҫӗршыв, ҫав шутра регион та, мӗнле ҫул-йӗрпе аталанассине нумай енчен палӑртса хӑварӗ.

Помоги переводом

Чăвашпотребсоюз ырă ята çĕнĕ ÿсĕмсемпе çирĕплетет // Алина ЛУКИЯНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Ку шутра - Шупашкар районӗнче ӗҫлекенсем те пур.

Помоги переводом

Çынсене çитменлĕх кулянтарать // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 4; 29-30№

Вӗсенче 9516 пайӑр счет уҫнӑ, ҫав шутра 9388-шӗ кӑҫалхи ҫыравра шута илмелли объектсем.

В них открыто 9516 личных счетов, из них 9388 объектов необходимо учесть в текущей переписи.

Тĕрĕс сăмах чул ватать // Лариса Никитина. «Хресчен сасси», 7(2594)№, 2016.02.25

8,8 гектар ҫинче 176 участок, ҫав шутра 42-шӗпе усӑ курманни курӑнчӗ.

Помоги переводом

Тĕрĕс сăмах чул ватать // Лариса Никитина. «Хресчен сасси», 7(2594)№, 2016.02.25

Ҫав шутра - хӗрарӑмсен ирӗклӗ кӗрешӗвӗ, йӗлтӗр спорчӗ тата ыт.те.

В их числе — женская вольная борьба, лыжный спорт и др.

«Пыйтлă» çыннăн мунча шухăш // Николай Коновалов. «Хыпар», 2016, нарӑс, 26; 26№

Пирӗн республикӑра Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине халалланӑ асӑну вырӑнӗсемпе сооруженийӗсем 1026 ытла шутланаҫҫӗ, ҫав шутра 500 ытла асӑну объекчӗ /обелисксем, мемориалсем, палӑксем, стелӑсем, асӑну паллисем/.

В нашей республике насчитывается 1026 памятных мест и сооружений, посвященных Великой Отечественной войне, в том числе более 500 мемориальных объектов (обелисков, мемориалов, памятников, стел, памятных знаков).

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

2015 ҫулта эрех-сӑрапа иртӗхессине асӑрхаттармалли мӗнпур майсемпе, ҫав шутра курӑмлӑ агитаципе те усӑ курмалла тата ҫак ӗҫе массӑллӑ информаци хатӗрӗсене явӑҫтармалла.

В 2015 году необходимо задействовать все инструменты профилактики пьянства, в том числе наглядную агитацию и средства массовой информации.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

Интернет сечӗпе усӑ курни ҫынна пысӑк пулӑшу кӳрет, ҫав шутра ӗҫ шырас тӗлӗшпе те.

Использование сети Интернет значительно расширяет возможности человека, в том числе в поиске работы.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

Пӗтӗмпе 2011 ҫултан пуҫласа Чӑваш Енре пысӑк пӗлтерӗшлӗ 100 яхӑн инвестици проектне, ҫав шутра ют ҫӗршыв капиталне хутшӑнтарса, пурнӑҫланӑ, ҫакӑ Чӑваш Ен экономикине 130 миллиард тенкӗ ытла инвестици явӑҫтарма, 12 пине яхӑн ӗҫ вырӑнӗ йӗркелеме май панӑ.

Всего с 2011 года реализовано около 100 знаковых для республики инвестиционных проектов, в том числе с участием иностранного капитала, что позволило привлечь в экономику Чувашии более 130 млрд. рублей инвестиций, создать около 12 тыс. рабочих мест.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней