Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Пыратӑп (тĕпĕ: пыр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ирина куҫӗсене савӑнӑҫлӑн йӑлтӑртаттарса, хӑй те пӗрле пыратӑп тесе хӑлхаран пырса каларӗ.

Ирина, блестя глазами, шепнула ему на ухо, что она тоже поедет с ним.

XXXII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ӗнтӗ сирӗн пата эпӗ делегаципе пыратӑп.

А к вам я приеду с делегацией.

XXIX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Стефан Петрович, эпӗ сирӗн пата тем пулсан та пыратӑп.

— Стефан Петрович, я к вам обязательно приеду.

XXIX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Эпӗ уттипе пыратӑп, анчах вӗҫкӗнленсе мар, сиккипе пыракан председательсен, кур-ха, ҫуррине те акман…

Я еду шагом, но без хвостов, а у тех председателей, что ездят галопом, гляди, и половины колосовых не засеяно…

XXIX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Вара эпӗ каллех асли патне пыратӑп та ҫапла калатӑп: «Вӑл япаласем Усть-Невинскинчи ГЭС валли-ҫке!» — тетӗп.

Тогда я иду к тому человеку, от которого зависит решение, и говорю: «Так ведь это же груз для усть-невинской ГЭС!»

XXVIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Илсе каяҫҫӗ мана цехсем тӑрӑх, эсӗ ӗненетӗн-и, тӗлӗнсе кӑна пыратӑп!

Ведут меня по цехам, а я гляжу на все и, веришь, только удивляюсь!

XXVIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Эпӗ пилота станица патне вӗҫсе пыма калатӑп, хам санпа пыратӑп.

— Я скажу пилоту подлететь к станице, сам же с тобой пойду.

XXI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Пыратӑп та йӑлтах каласа пӑрахӑп ӑна.

— Пойду и все расскажу ей.

XXI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Ну, юрӗ ӗнтӗ, халех пыратӑп

— Ну, хорошо, я скоро приду…

XII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Усть-Невински тахҫанах ҫывӑрать ӗнтӗ, унӑн пудра сапнӑ пек пас тытнӑ пӳрт ҫийӗсем ҫинче ҫав тери лӑпкӑ та шӑп, тирексем ҫинче каҫ ирттерекен кураксем ҫуначӗсемпе йывӑҫа тӗкӗнни те илтӗнсе тӑнӑ; тӳпе тарӑн та тӗм-хура, нумайччен ҫӳлелле пӑхса тӑрсан, шултра та вӗтӗ ҫӑлтӑрсем ытла та нумайран куҫ йӑмӑхса каять; Кубань енчен сивӗ шыв сулхӑнӗ туртӑнать, ҫӑра акациллӗ урамсем сарлака та пушӑ, проспектпа утнӑ пек пыратӑп, пӗччен мар тата, юратнӑ хӗрпе…

Давным-давно спит Усть-Невинская, и над ее припудренными инеем крышами разлита такая тишина, что даже слышно, как шуршат крыльями грачи, зорюя семьями на тополях; шатер неба высок и матово-черен, и над головой рассыпано столько малых и больших звезд, что рябит в глазах, если подолгу смотришь вверх; от Кубани веет изморозью, а широкая, со шпалерами акаций улица совсем пуста, и идешь по ней не один, а с любимой девушкой!

IV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Вӗҫне ҫитиччен пыратӑп.

Пойду до конца.

XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Хир-хир урлӑ ыткӑнса пыратӑп.

Еду, еду по чистому полю.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

«Аван та-ҫке ҫапла выртса пыма, — шухӑшларӗ Сергей. — Выртса пыратӑп ак, пӗлӗт курӑнать, Ирина, унӑн тӗттӗм куҫӗсем пӗр хурланчӑк, пӗр савӑнӑҫлӑ пӑхаҫҫӗ…

«А хорошо так лежать, — думал Сергей. — Лежать и видеть небо, Ирину, ее глаза — то задумчивые, то веселые…

XXII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Савӑнсах пыратӑп.

— Да, я рада.

XXII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Листницкий Варшаври госпитальрен, сурансем сывалса ҫитсен Ягоднӑйне отпуск ирттерме пыратӑп, тесе, ашшӗ патне ҫырса пӗлтерчӗ.

Из варшавского госпиталя Листницкий сообщил отцу о том, что по излечении приедет к нему в Ягодное использовать отпуск.

22 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Эпӗ, нимӗне пӑхмасӑрах, ытларан та ытларах ун ҫумне иленсе пыратӑп.

Я, несмотря на все, привязываюсь к ней все больше.

11 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Хам курса тӑнӑ ҫӗртенех автанланса пыратӑп, картуз айӗнче куҫа курӑнман хӗрлӗ тӗпек ӳссе ҫӗкленнине те туятӑп.

На собственных глазах превращаюсь в петуха и чувствую, как под фуражкой вырастает незримый красный гребень…

11 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Ҫук, эпӗ юланутпа пыратӑп.

— Не, верхом я.

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Манӑн тумланкаламалла, вара пыратӑп.

Мне одеться, и я пойду.

18 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Эпӗ кайран пыратӑп.

Я посля приду.

18 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней