Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тӑвас (тĕпĕ: ту) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Комбайнер пуласси те чыслӑ ӗҫ ӗнтӗ, ку таранччен ашшӗ ывӑлне комбайнер тӑвас ӗмӗтпе пурӑнатчӗ, инженера тухасшӑн-тӑк — тухтӑр, Ятман каларӗш, комбайн ҫине Анушкана та лартма пулать.

Помоги переводом

XXII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Пӗчӗк колхоз ытти енчен те юрӑхсӑр, Петров, Строительство енӗпе ил-ха, мӗн тӑвас тетӗн эс Тутаркасра е Турикасра?

Помоги переводом

XXI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Мӗн тӑвас тен, хут ӗҫӗнчен йӑлӑхрӗ курӑнать, хура ӗҫ патне хӑй ҫыпҫӑнасшӑн мар.

Помоги переводом

XIX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Акӑ ун куҫӗсем Галимджанӑн кӗрешӳри чарусӑрлӑх вучӗпе ҫунакан хура куҫӗсемпе тӗл пулчӗҫ, каччӑ ун ҫине «Мӗн тӑвас тетӗн, ҫӗнтерсен ҫӗнтерет, иксӗмӗртен пӗрин пурӗпӗрех аяла пулма тивет» тенӗ пек пӑхса илчӗ те тепӗр еннелле ҫаврӑнса тӑчӗ.

Помоги переводом

XVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Виҫӗ колхоз виҫӗ радиоузел туни тата ман шутпа тӗрӗс те мар, пысӑкрах радиоузел тӑвас та пӗр работник ҫеҫ тытас.

Помоги переводом

XVII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Мӗн тӑвас, Натали, хамӑр бригадӑнне те ҫапла шыва чикес-и? — салтӑннӑ михӗ ҫӑварне хыттӑн туртса ҫыхрӗ Сехре.

Помоги переводом

XIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Тӳсес пулать ӗнтӗ, мӗн тӑвас тетӗн…

Помоги переводом

XII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Бригадирне сана тӑвас.

Помоги переводом

X // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Мана эсир туйран хӑварӑр, ҫӗн хӑтана ан чӗнӗр, анчах электростанци тӑвас ӗҫрен пӑрса ан хӑварӑр.

Помоги переводом

X // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫук, пирӗн вӑрҫӑ вӑхӑчӗ тесе электростанци тӑвас шухӑшран сивӗнмелле мар.

Помоги переводом

VIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ман сӗнӳ ҫакӑн пек: виҫӗ колхозран строительство бригади тӑвас, халӑхпа ҫӗнӗрен калаҫса татӑлса, ҫак эрнерех шыв сикки патне пӗве чавма тытӑнас.

Помоги переводом

VIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Электростанци тӑвас шухӑш вӑл ҫенӗ шухӑш мар, ку ыйтӑва эпир халӑхпа тахҫанах сӳтсе явнӑ, пирӗн виҫӗ ялпа йышӑннӑ решени те пур.

Помоги переводом

VIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫак минутра Левентейӗн нумай пулмасть ҫеҫ хӑйне ырӑ ҫын пек туйӑннӑ хӗрарӑма алӑк ҫине пӗтӗм вӑйпа тӗтсе ярас, унтан, начальник патне каялла кӗрсе, асар-писер харкашу тӑвас килсе кайрӗ.

Помоги переводом

VII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Левентей пӑхать, савӑнмалли чӑнах та ҫук: лашасем ырхан, ҫураки тӑвас тесен, вӗсене пӗр уйӑх кантарас пулать.

Помоги переводом

VII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Халлӗхе техникла культура акса тунӑ ҫӗрте кирлӗ, ытти тырӑ акса тӑвас ӗҫре кирлӗ мар, мӗншӗн тесессӗн звеносем бригадӑна аркатаҫҫӗ, пайӑн-пайӑн вакласа яраҫҫӗ.

Помоги переводом

V // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Иртнӗ ҫул пирӗн «Атӑлпа» «Алга» колхозра пӗрер звено ӗҫлерӗҫ, кӑҫал ытти колхозсенче те тӑвас тетпӗр.

Помоги переводом

V // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Юр тытатпӑр, урӑх мӗн тӑвас?

Помоги переводом

IV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Качча каяс тетӗп-ха, — ҫӑмӑллӑн тавӑрчӗ Марине, — Тепре туй тӑвас тетӗп.

Помоги переводом

II // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Асту, председатель, никама пӗр мӑшӑр калуш памастӑн, кам кок-сагыз акса тӑвас ӗҫе хутшӑннӑ, ҫавсене ҫеҫ… —

Помоги переводом

I // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Законлӑ тӑвас пулать ӗнтӗ, — терӗ Кабир, хӑй Олангаев вуламасӑр тытса ларакан договор ҫине тинкерчӗ.

Помоги переводом

XXVII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней