Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫӗрӗ-ҫӗрӗпе ҫывӑрманнипе ывӑнса ҫитнӗ ҫӗнӗ ҫынсем тӗрлӗрен тумланнӑ, шавлӑ та ӳсӗр ҫынсем хушшинче хӑйсене юри халӑха кӑтартса, урам тӑрӑх сӳрӗккӗн утса ҫӳрерӗҫ.
I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Баймаковӑна ӑна хирӗҫ тӗртсе ячӗҫ, ӳсӗр хӗрарӑм сулӑнса кайса такӑнчӗ, унтан пуҫне ҫӗклесе шӑмшакне тӳрлетрӗ те йӗри-тавра хупӑрласа тӑракан ҫынсем хушшинче ташша ячӗ.
I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Вӗсем, ҫурма ӳсӗрскерсем, хулпуҫҫийӗсемпе пӗр-пӗрне тӗртӗнсех тӑраҫҫӗ, пӗри — темӗн пысӑкӑш, сӗлӗ миххи пек тӳрккес кӗлеткеллӗ, унан куҫхаршисем айӗнчи хӗрлӗ те ансӑр шӑтӑксенчен ӳсӗр савӑнӑҫӑн куҫҫулӗсем пӗр чарӑнми юхаҫҫӗ; тепри — халех сиксе ӳкме хатӗрленнӗ пек, пур шӑнӑрсене те хытарса, вӑрӑм аллисене хускаткаласа, хӑйӗн пӗҫҫисене шӑлкаласа тӑрать, куҫӗсем унӑн ӑсран кайнӑ ҫын куҫӗсем пек ялтӑраҫҫӗ.
I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Ашшӗ хӑйне ирӗксӗр тыткаланине Петр кӑштах ӑнланать; хӑнасем ӳсӗр сасӑсемпе кӑшкӑрашнӑ хушӑрах вӑл Помялов тӑрӑхласа калаҫнине, Барская хулӑн сасӑпа питленине, Житейкин йӗкӗлтесе кулнине илтет.
I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Таврара пӗтӗмпех хумханса, чӗтренсе тӑрать, умри ӳсӗр ҫынсен йӗрӗнмелле хӗрлӗ пит-куҫӗсем вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе е темле ула-чӑла купа пулса тӑраҫҫӗ, е пур еннелле те сапаланса каяҫҫӗ.
I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Ҫавӑнтах ӳсӗр хӗрарӑм сасси ҫухӑрать:
I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Петр, пуҫне пӑрмасӑр, кашкӑр пек пӗтӗм пӗвӗпе хӗр еннелле ҫаврӑнса, унӑн пӗркенчӗкне ҫӗклет те типӗ тутисемпе, сӑмсипе хӗрӗн пит ҫӑмартине сӗртӗнет, ҫак вӑхӑтра вӑл хӗрӗн ӳчӗ сиввине, хулпуҫҫийӗ хӑравҫӑллӑн чӗтренине туять; вӑл Натальйӑна хӗрхенет, ӑна хӑйне те намӑс, анчах пур енчен те хупӑрласа илнӗ ӳсӗр ҫынсем ҫаплах кӑшкӑраҫҫӗ:
I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Вӗсем хушшинче, чечексем хушшинчи вӗлле хурчӗ пек, ылтӑн тӗслӗрех пурҫӑн кӗпепе плисран ҫӗленӗ шӑлавар тӑхӑннӑ Алексей, ӳсӗр пек, шавлӑн та савӑнӑҫлӑн ҫаврӑнса ҫӳрет.
I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Ҫапах та вӗсем Машка Ступа будочника, пӗтӗм хулана култарса пурӑнакан, яланах ӳсӗр ҫӳрекен ҫынна, ун патне хӗтӗртсе ячӗҫ; Ступа вара намӑса пӗлмесӗр, мӗнпур ҫын умӗнчех, хӗрарӑмсенчен те вӑтанмасӑр, хыснаран панӑ йӗмне хывса йӑтрӗ те, лутӑрканса пӗтнӗ киверне хывмасӑрах, юшкӑнлӑ Ватаракша урлӑ утса каҫрӗ, унтан, хӑйӗн эрех кӳпсе тултарнӑ хырӑмне каҫӑртса, ют ҫын патне кулӑшла, хур евӗрлӗ пускаласа пычӗ, паттӑрланас шутпа юриех хыттӑн: — Кам пулатӑн? — тесе ыйтрӗ.
I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Пушарпа кӗрешекенсем малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх, инкек 46 ҫулти кил хуҫи арҫынни ӳсӗр пуҫпа пирус туртнинчен тухнӑ.
Етӗрнери нумай хваттерлӗ ҫуртра хваттер ҫуннӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/27863.html
Ман пата ӳсӗр пырса кӗчӗ, сӑмахлаймасть те.
Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.
Линдер ӳсӗр, ҫиллине ниҫта чикме пӗлмест.
Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.
Ан хӑра, ӳсӗр пулмӑп.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Атте каҫалапа тин, яланхи пек, ӳсӗр таврӑнчӗ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.
Ҫапла вӑл тем вӑхӑтчен, куҫне хупса, ӳсӗр ҫын пек сулкаланса тӑчӗ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.
Е эсӗ мана ӳсӗр тесе шутлатӑн-и, е?
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.
— Хӑвӑртрах хӑтӑласчӗ хуть ҫак ӳсӗр пуҫсенчен.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.
Пурте вӗсем ӳсӗр сасӑсемпе ахӑлтатса, Боринпа Амона алӑк патнелле туртма тытӑнчӗҫ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.
— Мӗншӗн кӗместӗр, господа? — терӗ вӑл ӳсӗр те ачаш сассипе, Борина аллинчен тытса.Почему вы не зайдете, господа? — говорил он с пьяной ласковой укоризной, схватив за рукав Борина.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.
— Мӗншӗн ҫав ӳсӗр казакӑн хӗҫҫине салтса илмерӗмӗр, — майӗпен каларӗ Амо.— Почему мы не догадались снять с казака кинжал, — сказал вполголоса Амо.