Поиск
Шырав ĕçĕ:
— Акӑ, кухарка ырӑ кӑмӑллӑччӗ, анчах та халӗ хаярланса кайрӗ, яланах темле ӳсӗр пек.— Вот кухарка была добрая, а теперь стала дерзкая и всегда точно пьяная.
IV сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Пурте урра кӑшкӑрчӗҫ, Васька кочегар, ташлакаласа, кукшарах пуҫне ҫутӑлтарса, ӳсӗр ҫын пек ҫухӑрчӗ.Кричали ура, а кочегар Васька, приплясывая, блестя лысоватым черепом, орал, точно пьяный.
IV сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Мирон губерние, Мускава тата Петербурга кайӑк пек вӗҫсе ҫӳренӗ, киле таврӑнсан вара, Америкӑран кӳнӗ пушмакӑн сарлака кӗллисемпе хыттӑн таплаттарса, патша ҫумне сӗлӗх пек ҫыпҫӑнса ларнӑ ӳсӗр те аскӑн мужик ҫинчен хаяррӑн кулса каласа панӑ: — Ҫавӑн пек мужике — ӗненместӗп! — кутӑнлашса калаҫнӑ ҫурри суккӑр Ольга, кинӗпе юнашар диван ҫинче, унӑн икӗ ҫулхи ывӑлӗ Платон тӑрмашнӑ ҫӗрте ларса.
IV сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Ун хыҫҫӑн Ольга инкӗшӗ те никам асӑрхамалла мар куҫран ҫухалчӗ, унтан манах та тухса кайрӗ, — ӑна ҫурри ӳсӗр ҫынсем монастырьти пурнӑҫ ҫинчен ыйтса пӗлсе йӑлӑхтарса ҫитерчӗҫ пулмалла.
IV сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Амӑшӗ те, кулӑшла пулсан та, тӳсме ҫук ухмах; тӳрккес ашшӗ, ватӑ упа ҫынсемпе пурӑнма пӗлмен, ӳсӗр те лапӑрчӑкскер, унтан та ытларах ухмах.
IV сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Ӳсӗр Житейкин, аллине икӗ кӗпҫеллӗ пӑшал тытса, ҫара пуҫӑн, хӗрелсе кайнӑ кукшине ҫутӑлтарса, хӑйӗн тир-сӑран тӑвакан ҫыннисем умӗн пырса пӗрмаях ҫухӑрчӗ:
III сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Петр Артамонов тӗрлӗ тӗслӗ эрехсене ним чӗнмесӗр ӗмсе ларнӑ, епрешке, йӳҫӗкрех кӑмпасене чӑмланӑ та, ҫав вӑхӑтрах хӑйӗн пӗтӗм ӳсӗр кӗлеткипе чи кӑмӑла каймалли, хӑрушла вӑйли ҫав ярмаркӑри намӑса пӗлмен, укҫашӑн хӑйне ҫаппа-ҫарамас кӑтартакан, ӑна пула ятлӑ ҫынсем укҫана, намӑса, сывлӑха ҫухатнӑ хӗрарӑмра пулнине туйнӑ.
III сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Ҫав шухӑшсем вырӑнне, темле ҫаврашка тӑрӑх шуса, хӑй ярмаркӑра чарусӑр ӗҫсе ашкӑннӑ картинсем тухса тӑнӑ; урса кайнӑ пек ҫынсем, ӳсӗр, нихҫан та тӑранман куҫӗсене ҫӑткӑнла чарса пӑрахса унталла та кунталла ыткӑннӑ, укҫисене ҫунтарнӑ, нимӗн хӗрхенмесӗр, шӑмшакӗсем аскӑн шухӑшпа йӗркерен тухса кайнипе иртӗнсе ашкӑннӑ, хура вырӑнта куҫсене йӑмӑхтармалла шап-шуррӑн курӑнса, намӑса пӗлмесӗр ҫаппа-ҫарамас выртакан пысӑк хӗрарӑм патнелле туртӑннӑ…
III сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Ӳсӗр ҫын пекех йӗркене пӑхӑнманскер, вӑл апат ҫимелли сӗтел хушшине хуҫисенчен малтан ларнӑ, ҫӗҫӗсемпе вилкӑсене ҫӑтӑр-ҫатӑр тытса пӗр вырӑнтан тепӗр вырӑна хунӑ, ҫиессе хӑвӑрт, тирпейсӗр, вӗрилле, ӳсӗре-ӳсӗре ҫинӗ; вӑл ҫынта, Алексейри пекех, темле сиккелекен, ытлашши хаяр япала пулнӑ пек курӑннӑ.
III сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Тул ҫутӑлнӑранпа пуҫласа каҫ пулса ҫитичченех кӗлетсем патӗнче йӗтӗн паракан арҫынсемпе хӗрарӑмсем кӑшкӑрашнӑ; Ватаракша хӗрринче, хисепсӗр йышлӑ Морозовсенчен пӗри уҫнӑ трактир умӗнче, ӳсӗр юрӑсем янӑранӑ, купӑс сасси ҫуйӑхнӑ.
III сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Асра урнӑ пек ӳсӗр ҫынсен тӗлӗнмелли кӗлеткисем, юрӑ сӑмахӗсем, шӑллӗ команда панӑ пек калаҫнин сыпӑкӗсем мӗлтлетсе иртрӗҫ, такамӑн ӑнсӑртран асӑрханӑ куҫӗсем йӑлтӑртатрӗҫ, анчах пуҫра пурпӗрех пушӑ та тӗксӗм пулчӗ; ӑна ҫинҫе кӑна, чӗтресе тӑракан ҫутӑ витӗрех шӑтарса тухнӑ пек, ҫав ҫутӑра, тусан пӗрчисем евӗр, ҫынсем ташласа, ҫаврӑнкаласа, темле пит те кирлӗ ӗҫ ҫинчен шухӑшлама кансӗрленӗ пек туйӑнчӗ.
III сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Ӳсӗр пулнӑ.
III сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Артамонова ярмаркӑри хӗрарӑмсем ҫынсенчен укҫа сӑрхӑнтарса илме пултарни тата ҫав намӑссӑр ӳсӗр каҫсенче ӗҫлесе тупнӑ укҫана ним йӗркесӗр, ним шухӑшламасӑр пӗтерни тӗлӗнтерчӗ.
III сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Этемсен тусӗ ӗҫме пуҫласа янӑ промышленниксен ушкӑнӗн кӗтӳҫи тата ертсе пыраканӗ пулнӑ, вӑл хӑйӗн ӳсӗр кӗтӗвӗпе ӑҫта пырса кӗнӗ, ҫавӑнта пур ҫӗрте те музыка кӗмсӗртетнӗ, юрӑсем янӑранӑ, пӗрисем — хурлӑхлӑ, кичем пулнӑ, вӗсем чуна куҫҫуль тухмаллах ыраттарнӑ, теприсем — хаваслӑ та хӗрӳллӗ пулнӑ, вӗсене юрланӑ май урса кайнӑ пек ташланӑ; музыкӑран пысӑк параппана ҫапса янӑравсӑр ухлаттарни тата темле чарусӑр шӑхлич ҫинҫен шӑхӑрни ҫеҫ асра юлнӑ.
III сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Ярмаркӑра пурӑнса ирттернӗ шавлӑ-тӑвӑллӑ кунсене аса илсе, Петр Артамонов пӗтӗм чунтан тӗлӗнчӗ, хӑраса ӳкнӗ пекех пулчӗ; аса килнӗ япаласене вӑл хӑй куҫӗпех курнине, ҫав кӗмсӗртетекен сасӑсемпе, музыка кӗрлевӗпе, юрӑсемпе, кӑшкӑрусемпе, ӳсӗр савӑнӑҫпа тата ӑсран тухса кайнӑ ҫынсем чуна аркатса ямалла кичеммӗн ӳленипе тулнӑ темӗн пысӑкӑш чул хуран ӑшӗнче хӑй те вӗренине ӗненес те килмерӗ.
III сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Шӑллӗ ҫав ҫынсенчен пуринчен ытларах ялан кӑшкӑрашса калаҫакан цыгана, Коптева, юратнӑ пулмалла; вӑл ӳсӗр пек тата ҫине тӑрса ӗҫлекен, ӑслӑ ҫын пек те туйӑннӑ, вӑл пуринчен те ытларах: — Кусем пурте пустуй япаласем, философи! Промышленность — акӑ вӑл чи кирли! Техника, — тенӗ.
II сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Унӑн нумай хутчен ҫунӑ ула-чӑла кӗпи-йӗмӗ сенкер тӗслӗ пулса кайнӑ, шӗвӗр сӑмсаллӑ, ӳсӗр те кӗрен сӑнӗ хаваслӑн ҫутӑлса тӑнӑ, ватӑлма пӗлмен ҫивӗч куҫӗсем ялкӑшса йӑлтӑртатнӑ, хӗсӗннӗ.
II сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Асапланса пӗтнӗ Наталья ун ҫине ҫав тери телейлӗн ялтӑракан куҫӗсемпе пӑхса илнӗ те ӳсӗр ҫын пек вӑйсӑр сасӑпа: — Арҫын ача. Ывӑл, — тенӗ.
II сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Анчах пӗррехинче Алексей ӑна эрех ӗҫтерсе ӳсӗртнӗ, ӳсӗр упа ташланӑ, чике мӑйраки хуҫнӑ, мунча тӑррине хӑпарса кайнӑ та, мӑрьене сӳтме тытӑнса, кирпӗчсене аялалла кустарса антарма пуҫланӑ: рабочисем, пӗр ушкӑн пухӑнса, ун ҫине пӑхса ахӑлтатса тӑнӑ.
I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Чӗререн хурланнипе Никитӑн Вяловран хӑрасси те таҫта кайса ҫухалчӗ, куҫӗсем тӗксӗмленчӗҫ, вӑл ӳсӗр ҫын пек такӑна-такӑна илчӗ, унӑн ҫӗр ҫине выртса канас килчӗ; вӑл хуллен кӑна: — Эсӗ кун ҫинчен ан шарла ӗнтӗ, — терӗ.
I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.