Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ҫунтарса (тĕпĕ: ҫунтар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Наступлени вӑхӑтӗнче, ӗшентерсе вӑйсене хавшатакан ҫапӑҫусене кӗрсе, нимӗҫсен фашистла ҫарӗсем пысӑк ҫухатусем турӗҫ, Мускав ҫывӑхӗнчи хирсене ҫунтарса янӑ, ҫӗмӗрсе тӑкнӑ ҫӗршер танксем, орудисемпе машинӑсем хуралса выртса юлчӗҫ.

Во время наступления, в отчаянных и изнурительных боях, немецко-фашистские войска понесли большие потери, сожгли поля под Москвой, остались чернеть сотни разбитых танков, орудий и машин.

XXIV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Салтаксем пурӑнакан кашни хуралтӑрах вут ҫунтарса тӑнипе пӗтӗм передовой ҫийӗн тӗтӗм мӑкӑрланса тӑчӗ.

Во всех солдатских жилищах пришлось поддерживать хороший огонь, — дым несло по всей обороне.

XXII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

— Чарӑнчӗҫ, сволочьсем! — килӗшрӗ Тихон Кудеяров, вӑл та тӳпине ҫунтарса шӑтарнӑ ҫӗлӗкне хыврӗ те хаваслӑн ҫӗре ҫапрӗ.

— Остановились, сволочи! — согласился Тихон Кудеяров, он тоже снял шапку с прожженой верхушкой и весело ударил о землю.

XVIII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Партизансем ҫар самолетне ҫунтарса яни, — пӗчӗк ӗҫ мар.

То, что партизаны сожгли военный самолет, — дело не малое.

VIII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Паян Болотнӑйран хыпар илтӗм: вӗсен самолетне ҫунтарса яни тата Сохнинӑра пулса иртнӗ ӗҫ пӗтӗм гарнизона ура ҫине тӑратнӑ!

Сегодня получил известие из Болотного: сожжение их самолёта и случай в Сохнино поставили на ноги весь гарнизон!

VIII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Танксене ҫунтарса курнӑ-и?

И танки поджигали, да?

IV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Вӑл лашине татах икӗ хутчен саламатпа ҫунтарса илчӗ, картузне ӗнсе ҫине антарса лартрӗ те хӗрарӑмсем патне ҫӑмӑллӑн чуптарса пычӗ.

Он еще раз угостил коня плеткой, сбил на затылок картуз и молодцевато подъехал к женщинам.

IX // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Вӗсенчен кашниех ҫакна питех те лайӑх пӗлнӗ: совет ҫарӗ хӑвӑрт куҫса пынине пула ҫеҫ нимӗҫ пӗтӗм выльӑх-чӗрлӗхе хуса кайма тата яла вут тӗртсе ҫунтарса хӑварма ӗлкӗреймен.

Каждый из них отлично знал, что только благодаря быстрому продвижению советских войск немец не успел угнать всю скотину и сжечь деревню.

Пӗрремӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.

Ӑна валли яшкана сивӗтмесӗр, вӗри тытса тӑрас тесен, сирӗн тӗнчери мӗнпур кӑмрӑка та, мӗнпур вӑрмана та икӗ полушари ҫинчен пӗтӗмпех ҫунтарса пӗтерме тивӗ, — терӗм эпӗ ӑна юлашкинчен.

Сохраняя для него горячий суп, вы истощите на топливо все угольные копи и все леса обоих полушарий.

Сысна ҫури йӑли // В. Абакаев. О. Генри. Сысна ҫӳри йӑли // Илемлӗ литература: журнал. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1941. — №4. — 118-126 с.

Ҫывӑхри станцире, Журавлихӑра, партизансем апат-ҫимӗҫ складне ҫунтарса ячӗҫ, унтан инҫех мар ҫар поездне пулеметсенчен пенӗ.

На ближайшей станции Журавлихе — партизаны сожгли продовольственный склад, а недалеко от нее обстреляли из пулеметов воинский поезд.

VI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Мотора ҫунтарса ячӗ вӗт-ха!..

Спалил же мотор!..

XII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Прохор, авӑн та ҫапма пуҫламан-ха, пӗр моторне ҫунтарса та янӑ…

А Прохор еще и молотьбу не починал, а один мотор спалил…

I // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

— Мотора ҫунтарса ячӗ, шуйттан техник-механикӗ!

— Спалил мотор, чертов техник-механик!

XVIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Ҫак сӑмах пӗтӗм чӗрене ҫунтарса илмелле вӑйлӑн янӑраса кайрӗ.

И столько в этом слове было обжигающей душу силы.

XVIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Кӑкӑрӗ хӑйӑлтатать, чӗрине темскер хытӑрах та хытӑрах пӗҫертсе ҫунтарса илет.

В груди хрипело, и все сильнее и сильнее обжигало сердце.

X // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Чӑтма ҫук ыратни каллех чӗрине ҫунтарса илчӗ, Семён Дегтярев вара, хӑй те сисмесӗр, кӑшкӑрас темен ҫӗртенех, хӑрушла кӑшкӑрса ячӗ.

Тут снова обожгло болью сердце, и Дегтярев, сам того не желая и не сознавая, закричал страшным мужским криком.

X // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Вӑл ҫавӑн пек тума тӑрсан, унӑн аманнӑ ури ҫиелте выртакан тымартан ҫакланса ларчӗ те вут пек ҫунтарса ыратса кайрӗ, чӗре варринех пырса тиврӗ.

Когда он попытался это сделать, от раненой ноги, зацепившейся за обнаженный корень, ударил огонь в самое сердце.

X // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Ҫунтарса ячӗҫ-и?

— Сожгли?

IV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Вӗсем хайхи яла ҫуррине яхӑн нимӗҫсем ҫунтарса яни ҫинчен тата унта ҫыннисем те сахалланса юлнӑ иккенне пӗлтерчӗҫ.

Они доложили, что деревенька наполовину сожжена гитлеровцами и в ней осталось совсем немного жителей.

IV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Озеровецсем нимӗҫсенне темиҫе машина ҫунтарса ячӗҫ, пит нумай нимӗҫе вӗлерсе тӑкрӗҫ, вара хӑйсем мӗнле ҫапӑҫнинчен тата мӗн-мӗн тунинчен хӑйсем те тӗлӗнсех кайрӗҫ.

Озеровцы сожгли несколько немецких машин, перебили множество немцев и сами удивились тому, как они дрались и что сделали.

II // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней