Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

шанчӑк сăмах пирĕн базăра пур.
шанчӑк (тĕпĕ: шанчӑк) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Эсӗ, — тет, — тырпул ӗҫӗнче чи чаплӑ стахановка, эсӗ манӑн чи ҫирӗп шанчӑк — мана тӗрмене лартас тетӗн-и? — тет.

«Ты же, говорит, моя лучшая стахановка по зерну, ты моя первая опора — и желаешь загнать меня в тюрьму?

X сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Ҫук ман казак ҫине ӗлӗкхи шанчӑк

— Нет у меня прежней веры в казака…

XIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Йывӑр тӗрӗслев кунӗсен хӑрушӑ сехечӗсенче пӗтӗм ӑслӑ-тӑнлӑ Россия сирӗн ҫине пысӑк шанчӑк хурать, сире пӗтӗм чунтан ӗненсе тӑрать.

В грозный час тяжелого испытания вся мыслящая Россия смотрит на вас с надеждой и верою.

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Йывӑҫа унтан-кунтан илме шанчӑк ҫук.

На поступление леса извне рассчитывать нельзя.

XVII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Манӑн пӗтӗм шанчӑк — Сергей Тимофеевич…

У меня вся надежда на Сергея Тимофеевича.

XI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Пӗтӗм шанчӑк ҫухалнӑпа пӗрехчӗ ӗнтӗ, ҫав вӑхӑтра Хлопуша патне пӳрте сарлака хулпуҫҫиллӗ, сухаллӑ арҫын кӗрсе тӑрать.

И вот, когда, казалось, все надежды потеряны, в избу к Хлопуше ввалился плечистый, бородатый детина.

«Кунта вӗсем, кунта» // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

Сталин вара сасартӑк каялла ҫаврӑнса: — Сирӗн шанчӑк пулас пулать! — терӗ.

А Сталин вдруг повернулся и сказал: — У вас должна быть надежда!

XXIV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

— Пирӗн нимӗнле шанчӑк та ҫук…

— У нас нет никакой надежды…

XXIV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

— Аван шухӑшласа кӑлартӑн! — хаваслӑ шанчӑк килсе тухнипе пӳлӗнсе пӑшӑлтатрӗ Лозневой.

— Есть, хорошо придумано! — задыхаясь от радостной надежды, прошептал Лозневой.

VI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

— Санӑн, Тимофей Ильич, тен, куҫусем тӗрӗс кураҫҫӗ, сана халӗ пӗтӗм парти пысӑк шанчӑк панӑ пулсан, эсӗ станицӑн кирек епле пурнӑҫне те партилле хутшӑнма тата станицӑри пур йӗркесӗрлӗхсене те сӑнаса тӑма тивӗҫ…

— «У тебя, говорит, Тимофей Ильич, глаз верный, и раз ты теперь имеешь от всей нашей партии такое великое доверие, то во всякую жизнь станицы должон вникать по-партийному и за всеми станичными порядками присматривать…»

XII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Нимӗҫ вара, ҫак ҫамрӑк та кӑштах хурлӑхлӑ куҫлӑ вырӑс ҫине пӑхса, сасартӑк шанчӑк пуррине туйса илнӗ; ниушлӗ ҫак маттур яш ача ӑна вӗлерме хушӗ?

А немец, глядя на молодого человека, русского, с чуть печальными глазами, вдруг почувствовал надежду: неужели этот славный юноша прикажет его убить?

Саккӑрмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.

Вӑл пӗр самантрах ҫакна тавҫӑрса илнӗ: халь вӗсене виҫӗ нимӗҫ ҫеҫ курнӑ чухне унӑн хӑй енчен ҫапӑҫӑва хутшӑнма нимӗнле сӑлтав та ҫук, ҫывӑхри ращана ҫитсе кӗрсен вара — тен унта нимӗҫсем вуҫах та ҫук пуль, — ку виҫӗ нимӗҫ кая юлса тревога ҫӗклес пулсан та, разведчиксен хӑтӑлма шанчӑк пур, Травкин ҫавӑн пекех тарма та шутламан.

Он моментально рассудил, что, пока его видят только три немца, ему нет никакого расчета первому лезть в драку, а достигнув ближайшей рощи, где немцев, быть может, нет, он имеет шанс спастись даже в том случае, если эти трое поднимут запоздалую тревогу, бежать Травкин тоже не решился.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.

Пӳлӗмрен тухса, хӑнӑхнӑ пӳлӗмсем витӗр утнӑ май манра каллех шанчӑк ҫуралчӗ — мана каллех нимӗн те пулман пек туйӑнчӗ, анчах тухтӑрсен ҫав йӗрӗнчӗк япалисен — иодоформ, карболка шӑрши мана тӳрех ҫапса хуҫрӗ.

Опять, когда я вышел из комнаты и пошел по привычным комнатам, опять во мне явилась надежда, что ничего не было, но запах этой докторской гадости — йодоформ, карболка — поразил меня.

XXVIII // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.

Ӳтшӗн ҫунас туйӑм пур, ҫӗнӗ ӑру та пур, — тӗллеве, апла пулсан, ҫитес ӑрура пурнӑҫлас шанчӑк пур.

А есть половая страсть, и есть новое поколение, стало быть, и есть возможность достижения цели в следующем поколении.

XI // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.

Уншӑн шанчӑк ҫук, анчах ӑна паян больницӑна ӑсатаҫҫӗ, унта ӑна канлӗрех пулать.

Надежды нет никакой, но сегодня его отправят в больницу, там ему будет покойнее.

Юлашки ҫулҫӑ // Николай Степанов. О. Генри. Юлашки ҫулҫӑ // Илемлӗ литература: журнал. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1941. — №4. — 113-118 с.

— Ҫак шанчӑк унӑн — пурӑнас килни, пурӑнасса шанса тӑни пулать, ҫав ҫеҫ ӑна ҫӑлса хӑварма пултарать.

— И то, если она сама захочет жить.

Юлашки ҫулҫӑ // Николай Степанов. О. Генри. Юлашки ҫулҫӑ // Илемлӗ литература: журнал. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1941. — №4. — 113-118 с.

Снаряд ҫурӑласса кӗтнипе пӗтӗм чун-чӗри тӑвӑнса тӑрать пулин те, таҫта шалта, чунӗ тӗпӗнче, пӗчӗкҫеҫ ҫӑлкуҫӗ пек, ҫаплах-ха шанчӑк пекки, хуллен ҫеҫ пулин те, тапса тӑрать, ҫакӑ хӑрушлӑх чиперех иртсе каясса шанатех вӑл — унтан вара…

Но хотя все его существо и замирало от ожидания, где-то в глубине души, как родничок, все струилась и струилась надежда, что все кончится благополучно, и тогда…

XXIV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

— Виҫе ҫук-тӑк, шанчӑк та ҫук сана!

— Раз мерки нет, то и веры тебе нет!

XVIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Хум пек килсе ҫапнӑ ҫапӑҫу кӗрлевӗ вара пӗрремӗш хут Андрейӑн чӗрине шиклентермерӗ, — ҫав кӗрлевре ӑна темскерле йыхрав евӗрлӗ, шанчӑк паракан, уҫӑлтарса яракан сасӑ илтӗннӗ пек туйӑнчӗ.

Что-то призывное, обнадеживающее и даже освежающее послышалось ему в грохоте боя.

V // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Окоп палӑра пуҫларӗ ҫеҫ, Андрейӑн каллех шанчӑк ҫуралчӗ: «Юлашкинчен ӗнтӗ полк нимӗҫсене чаратех», шухӑшларӗ вӑл хӑй ӑшӗнче.

Только окоп начал обозначаться, как у Андрея снова родилась надежда: «Наконец-то полк остановит немцев», думал он про себя.

XIV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней