Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ҫыхаҫҫӗ (тĕпĕ: ҫых) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чикӗре ҫӳрекен карап ҫывӑхра пулсан, пулӑ вӑррисем унран виҫӗ миль аяккарах чарӑнса тӑраҫҫӗ те карап иртсе каясса кӗтеҫҫӗ, тетелӗсене юсаҫҫӗ, фуфайка ҫыхаҫҫӗ е, Камчатка сопкисене ытарайми пӑхнӑ евӗр, палуба ҫинче уткаласа ҫӳреҫҫӗ.

Если пограничный корабль поблизости, хищники держатся за пределами трехмильной зоны; здесь они ждут, чинят сети, вяжут фуфайки или прохаживаются по палубе с таким видом, как будто не могут налюбоваться камчатскими сопками.

«Саго-мару» пӗтни // Михаил Рубцов. Диковский, С. В. Калавсем; Хв. Уярпа М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 70 с. — 16–42 с.

Байдара патне пырса ҫитнӗ-ҫитменех хайхи Мэнгылю шаманпа Кэмби ярса тытаҫҫӗ те кусене, аллисене ҫурӑм хыҫнелле туртса, чӗнпе ҫыхаҫҫӗ.

Едва они подошли к байдаре, как шаман Мэнгылю и американец Кэмби схватили их, заломили им руки за спину и связали ремнями.

Директор каласа пани // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.

Хулари мещенӗсем йӑрӑскерсем, анчах — мӑнтӑрккаскерсем; вӗсем уезда кӗрекен ялсенчи ярмаркасенче хӗрлӗ таварпа тата ытти таварпа суту-илӳ туса пурӑнаҫҫӗ, кӗпӗрне валли сӳс, арланӑ ҫип, ҫӑмарта, выльӑх-чӗрлӗх тата утӑ сутӑн илсе ҫӳреҫҫӗ; вӗсен арӑмӗсемпе хӗрӗсем тӗрлӗ тӗслӗ ҫӑмран ахаль туфлисем, ӑшӑ туфлисем, шарфсем, фуфайкӑсем тата ҫул ҫине тухмалли хутаҫ-михӗсем ҫыхаҫҫӗ — ҫак йышши алӑ ӗҫне тума вӗсене тахҫантанпах мӑнастир шкулӗ вӗрентсе хӑнӑхтарнӑ, пурте пекех вӗсем ҫавӑнта хутла вӗреннӗ.

Мещане в городе юркие, но — сытенькие; занимаются они торговлей красным и другим товаром на сельских ярмарках уезда, скупают пеньку, пряжу, яйца, скот и сено для губернии; жёны и дочери их вяжут из разноцветных шерстей туфли, коты (вид обуви), шарфы, фуфайки и дорожные мешки, это рукоделие издавна привила им монастырская школа, где почти все они учились грамоте.

Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.

Аллисене каялла ҫавӑрса ҫыхаҫҫӗ те полици участокне илсе каяҫҫӗ.

Выкручивали за спину руки, вели в полицейский участок.

Тӑватӑ листовка // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.

Унта та ҫакнашкалах пуринне те куҫӗсене ҫыхаҫҫӗ.

Там тоже всем завязывали глаза.

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.

Пӗр вак патӗнче темиҫе ҫын пулӑ тытмалли хатӗре вак урлӑ хунӑ хулӑн шалчасем ҫумне ҫыхаҫҫӗ.

Возле одной из прорубей несколько человек привязывали снасть к толстым деревянным кольям, положенным поперек проруби.

Иккӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Вӗсем, хирӗҫ тӑрассинчен хӑраса-и, тӳрех пӳлӗме кӗмен, хӗрача хваттерте пӗччен иккенне курсан тин Викторина патне ыткӑнса ун аллисене ҫыхаҫҫӗ.

Видимо боясь сопротивления, они не решались сразу войти в комнату и, только убедившись, что девочка одна, набросились на нее и связали ей руки.

Ҫирӗммӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.

Ачасем часовойсен пӑшалӗсене туртса илеҫҫӗ, ҫӑварӗсене тутӑр татӑкӗсем чикеҫҫӗ, аллисене ҫурӑм хыҫне пӑрса ҫыхаҫҫӗ.

Ребята быстро обезоружили патруль, тряпками заткнули немцам рты и прикрутили назад руки.

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.

Диверсантсем вӗсен аллисене ҫыхаҫҫӗ те урайне выртма хушаҫҫӗ, унтан телефон шнурне касса татаҫҫӗ.

Диверсанты связали им руки, приказали лечь на пол и перерезали телефон.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.

Утнӑ май гимнастеркисене тӳмелеҫҫӗ, чӗн пиҫиххийӗсене турта-турта ҫыхаҫҫӗ, автомачӗсене, пистолечӗсене пӑхса пыраҫҫӗ.

На ходу застегивая гимнастерки, затягивались ремнями и осматривали автоматы и пистолеты.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.

Арҫын ачасем пиҫиххисене ӑнланмалла мар тӗвӗлесе ҫыхса ҫӳреме пуҫларӗҫ: икӗ тӗвӗллӗ тинӗс ҫыххипе, йӑлмак ҫыххипе, вӗрен вӗҫне йӑлӑ тунӑ пек ҫыхаҫҫӗ.

Мальчики стали приходить в школу в поясах, завязанных какими-то немыслимыми узлами: двойным морским, петельным, концовочным.

Вӑйӑран ӗҫ пуҫланчӗ // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.

Боецсем валли, шӗвӗр пӳрнине уйрӑм туса, алса ҫыхаҫҫӗ.

Вязали рукавицы с отдельным указательным пальцем — на фронт для бойцов.

Каллех // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.

Унта унӑн суранӗсене ҫыхаҫҫӗ.

Его там перевязывают.

Пӗрремӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.

Парӑса аял хӗрринчен хулӑн кантӑрапа ҫыхаҫҫӗ; кантӑрине алла тытаҫҫӗ.

К низу паруса привяжут веревку и держат ее в руках.

Ҫил вӗрни мӗне кирлӗ? // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Пӗр вӗҫне мунчала хӳре ҫыхса яраҫҫӗ, тепӗр вӗҫне вӑрӑм, хулӑн ҫип ҫыхаҫҫӗ.

К одному концу привяжут мочальный хвост, а к другому привяжут длинную бечевку.

Ҫил вӗрни мӗне кирлӗ? // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Ултӑ хӑйӑ илеҫҫӗ, вӗсенчен иккӗшне хӗреслесе ҫыхаҫҫӗ, тӑваттӑшне ҫав хӗресӗн тӑват енчен ҫыхаҫҫӗ.

Свяжут крест из двух лучин и кругом креста обвяжут еще четыре лучины.

Ҫил вӗрни мӗне кирлӗ? // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Ҫулла пиншаксӑр, ҫухавиллӗ, акӑлчансем пек ҫӗленӗ кӗпепе кӑна ҫӳренӗ чухне галстук ҫыхаҫҫӗ, вӑл ирӗккӗн усӑнса тӑрать.

Если летом ходят в одной рубашке классического (английского) покроя (брюки конечно, без подтяжек); галстук свисает свободно, не закреплен скрепкой и не засунут в разрез рубашки.

Кӗпе-тумтир // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

— Халӑхра каланӑ пек, сӗм тӗттӗмре сарӑ хӗрсем лараҫҫӗ, ҫипсӗр, йӗпсӗр чӗнтӗр ҫыхаҫҫӗ, — терӗ те Саша инке, Сергей умне хаклӑ йышши чулсенчен шӑратса тунӑ пек ҫутӑ та ҫӑра пыл кӑларса лартрӗ.

— Как говорится, во темной темнице сидят красны девицы, без нитки, без спицы вяжут вязеницы! — И тетя Саша поставила перед Сергеем блюдечко меду, похожего на расплавленный драгоценный камень, прозрачного и густого.

7 // Михаил Рубцов. Павленко П.А. Ҫеҫенхир хӗвелӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96 с.

Вӑрӑм ҫӳҫеллӗ пурҫӑн явлӑкӗсене хӗрле ҫавӑрса ҫыхаҫҫӗ, хулӑн ҫӳҫ тунисен вӗҫне хаклӑ йышши ҫеҫтенкӗсемпе эрешлентереҫҫӗ.

Шелковые полушалки с длинными кистями, завязанные по-девичьи, на концах толстых и длинных кос — сверкающие сестенке-пластины из драгоценных металлов.

IX. Ятлӑ ҫынсем // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Вӗсем виле шӑтӑкӗсем алтаҫҫӗ, вилнисене пытараҫҫӗ, аманнисен суранӗсене ҫыхаҫҫӗ, баррикадӑсене сӳтеҫҫӗ, башня пусми картлашкисем ҫинчен тата пӳлӗмсенчен вилнисене йӑта-йӑта тухаҫҫӗ, ҫӗнтерӗвӗн хӑрушӑ юлашкийӗсене пӗтерес тесе, ҫапӑҫу пулнӑ вырӑнсене тирпейлеҫҫӗ, — пӗр сӑмахпа каласан, ҫапӑҫса илнӗ вырӑна вӑрҫӑри пекех хӑвӑрт йӗркене кӗртеҫҫӗ.

Они рыли могилы, хоронили убитых, перевязывали раненых; они разбирали редюит, очищали залы и лестницы от трупов, наводили порядок на месте побоища, сметали прочь грозный хлам победы, — словом, с военной сноровкой и быстротой занялись тем, что было бы справедливо назвать домашней уборкой после битвы.

I. Лантенака тыткӑна илчӗҫ // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней