Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ҫыншӑн (тĕпĕ: ҫын) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫакна эпӗ вӑл мана пӗччен хӑварасшӑн мар тесе хакларӑм, вӑл халиччен курман ҫыншӑн та чӑн юлташ пулма пӗлни вырӑнне хурса йышӑнтӑм.

Помоги переводом

IX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ҫак заводӑн пӗрремӗш черетне хӑвӑртрах хута ярасси кунта килнӗ кашни ҫыншӑн пысӑк телей, пысӑк савӑнӑҫ, пысӑк хуйхӑ-суйхӑ пулса тӑчӗ.

Помоги переводом

VIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Тухса кайрӗҫ ик-виҫ ҫыншӑн ӗҫлеме пултаракансем!

Помоги переводом

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— Камсем ик-виҫ ҫыншӑн ӗҫлӗҫ?

Помоги переводом

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— Ман бригадӑри ҫынсем яланах ик-виҫ ҫыншӑн ӗҫленӗ, ӳлӗм те ӗҫлӗҫ.

Помоги переводом

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Утас, вӑхӑта ирттерес мар, ҫуран ҫыншӑн ӑҫталла та ҫул уҫӑ, терӗм.

Помоги переводом

VI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Мӗншӗн тесен таса кӑмӑллӑ ҫыншӑн пысӑк ӗҫ укҫинчен хаклӑраххи пур.

Помоги переводом

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ӗҫлемесӗр пурӑнасси сан пек ҫамрӑк ҫыншӑн мар, маншӑн та асап.

Помоги переводом

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

«Магазинран ҫемҫерех апат-ҫимӗҫ илсе кил-ха, ывӑлӑм», — тетчӗ те атте — яхӑнне те итлеместчӗ Ҫтаппан, пӗрех вилес ҫыншӑн расхутланас мар-ха, тесе шухӑшлатчӗ пуль ҫав.

Помоги переводом

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Вӑхӑтсӑр вилнӗ ҫыншӑн вӗсем иккӗшӗ те кулянаҫҫӗ паллах, анчах калавра ҫырса кӑтартнӑ пек мар.

Помоги переводом

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Чирлӗ ҫыншӑн вӑл чи хакли, чи кирли.

Помоги переводом

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ӳсӗр ҫыншӑн тинӗс те чӗркуҫҫирен тарӑн мар теҫҫӗ вырӑссем, мана та ҫурхи Выл шывӗ ҫавӑн пек туйӑнчӗ пулас.

Помоги переводом

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Иккӗшӗ вӗсем «Капкӑн» валли нимех те ҫырмарӗҫ, ҫырас тесех те хыпса ҫунмарӗҫ, ҫав шухӑш икӗ ҫамрӑк ҫыншӑн пӗр-пӗринпе курнӑҫмалли, кӑмӑл туличчен калаҫмалли сӑлтав кӑна пулчӗ.

Помоги переводом

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Сӗтел хушшинче ҫывӑрса кайни хӑш-пӗр ҫыншӑн темех мар пуль-ха, анчах Таранов писатель-ҫке, ун пек чухне сӗтел хушшинче ыйха путни хӑрушӑран хӑрушӑ, мӑшкӑлтан мӑшкӑл.

Помоги переводом

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Сывӑ ҫыншӑн манӑн нуша вак-тӗвек пек кӑна туйӑнӗ.

Помоги переводом

Тутӑ ҫын выҫӑскере ӑнланайӗ-ши? // Владимир СУРКОВ. «Хыпар», 2015, 40–41 (26692-26693)№, 12 с.

Чӑвашла шухӑшласа вырӑсла калаҫакан ҫыншӑн вырӑс чӗлхи иккӗмӗш тӑван чӗлхе пулаймасть.

Помоги переводом

Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.

Ҫук, уншӑн мар, ҫӗр ҫинчи кирек мӗнле ҫыншӑн та ырӑ ӗҫ тӑвас килет ман, эсир вара укҫа сӗнетӗр, аван мар апла.

Помоги переводом

Ӑшӑ ҫил // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 29-35 с.

Чирлӗ ҫыншӑн така ашӗ мар, чӑх ашӗ сиплӗ, ҫакна вара Укҫук кинеми ниепле те ӑнланасшӑн мар.

Помоги переводом

Ӑшӑ ҫил // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 29-35 с.

— Пӗр-пӗр ҫыншӑн ырӑ ӗҫ туни чӑрманни пулать-и?

Помоги переводом

Ӑшӑ ҫил // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 29-35 с.

Эпир ҫырса кӑтартнӑ тапхӑрта ку ташша ҫыншӑн ҫын та ташлама пултарнӑ ӗнтӗ.

Помоги переводом

Ҫынна кура — хисепӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней