Поиск
Шырав ĕçĕ:
Килӗшӳллӗ ят-и, Алюн? — йӑл ҫиҫсе илчӗ хӗр.
Хӑшместӗр йывӑҫӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Пурте лӑпланчӗҫ, пурин пичӗ ҫинче те йӑл-л! кулӑ ҫиҫсе илчӗ.
Пӑлханнӑ ял // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Пуп куҫӗнче кулӑ ҫиҫсе илчӗ.
Пӑлханнӑ ял // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Ун сӑмахне илтсе, полковниксемпе утамансем те йӑл ҫиҫсе илчӗҫ, сӑхманӗсемпе калпакӗсене тӳрлетенҫи пулчӗҫ.
Тӗлӗнтермӗш хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
— Ылтӑн! — хӗпӗртенине пытараймасӑр ӑшӑ кулӑпа ҫиҫсе хуравларӗ эпи-карчӑк.
Ҫӗнӗ кайӑк // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Хура пӗлӗтсем темрен хӑранӑн сирӗлме тытӑнчӗҫ, хӗвел кӑҫалхи ҫул пӗрремӗш хут чӑн-чӑн ҫуркуннехи пек ҫиҫсе ялкӑшма тытӑнчӗ.
Мӑчавар ачи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Кӑнтӑр кунӗ лайӑхчӗ, Пӗтӗм тӗнче уярччӗ, Анчах халӗ кӳлӗм ен Тӗттӗмленчӗ ҫур тӗнчен: Хура пӗлӗт явӑнса Хаярланса хӑпарать, Ҫиҫӗм ҫиҫсе вӑрӑнса Аслатийӗ ахӑрать.
XIII. Туй // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
«Майлӑ вырӑн! — пуҫра ҫиҫсе илчӗ шухӑш. — Ҫакӑнта вырнаҫмалла».
Хаклӑ пакет // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 104–109 с.
Акӑ пӗлӗтелле фашистсем енчен симӗс, кӗрен ракетӑсем ҫиҫсе хӑпарчӗҫ те нейтральнӑй тӑрӑха ҫутатса ячӗҫ.
Хаклӑ пакет // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 104–109 с.
Унӑн кӑвак куҫӗсем хаяррӑн ҫиҫсе илчӗҫ.
1 // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 93–104 с.
Кӗҫех ҫиҫӗм ҫиҫсе, аслати авӑтса, ҫиллӗ-тӑвӑллӑ ҫумӑр тӑкса ячӗ.
Хӑвӑл йӑмра // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 74–85 с.
Ҫак сӑмахсене каланӑ май, Кирукӑн куҫӗсем хаярлӑхпа ҫиҫсе илчӗҫ, сӑнӗ-пичӗ тӗксӗмленчӗ, ҫамки пӗрӗнсе илнипе куҫ харшисем пӗр-пӗринпе ҫывхарчӗҫ, тутине пӑчӑртаса тытрӗ, хӑй юпа пек тӳп-тӳрӗ тӳрленсе тӑчӗ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.
Ӑҫта? — ун шухӑшне пӗлме тӑрӑшрӗ Федя, кӑвак куҫӗсем хӑйӗн ҫӗнӗ туйӑмпа ҫиҫсе илчӗҫ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.
Ыттисен куҫӗсем те, сар хӑймана ҫӑткӑнланнӑ кушакӑнни пек ҫивӗчленсе, йывӑҫ ҫӑвӗ таптарса, ялтах ҫиҫсе илчӗҫ, чусталанса сарӑлнӑ е пӗрӗнсе ҫавракаланнӑ тутисене чӗлхисемпе япӑлттарса илекенсем те пулчӗҫ.
Виҫеллӗ эрех // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 188–197 с.
Ав тата, леререхре, вӑрман хӗрринчи ҫамрӑк хурӑн кутӗнче, тин ҫеҫ тункатан-тункатан чӑмӑртаннӑ хурӑн ҫырлисем тӗксӗммӗн ҫиҫсе илчӗҫ.
Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.
Сасартӑках ун куҫӗсем, юнӑхса, йӑлт-ялт ҫиҫсе илчӗҫ те ҫӑткӑн кашкӑрӑнни пек тискерленсе, урмӑшса кайрӗҫ:
Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.
Кам пӗлет, тен, ку арҫын чӑнах Павӑл?» — типӗ ҫиҫӗм пек чалтӑрт ҫиҫсе илчӗ Лена пуҫӗнче харсӑр, тутлӑ, мал ӗмӗтлӗ шухӑш.
Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.
Пӗррехинче Павӑл хаҫатра ҫавӑн пек пӗлтерӳсене тимлӗн пӑхса тухрӗ те шухӑша путрӗ, куҫӗ, хура шӑрҫаланса хытса, вӗлтӗр-вӗлтӗр ҫиҫсе илчӗ, тути вӑтанчӑклӑн, ҫурхи ҫырантан тухса ейӗве каякан юханшыв пек майӗпен, килпетлӗн «ҫеҫке сарчӗ»:
Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.
Хӗр, ҫурма тӗттӗмре те шурӑмпуҫ ҫӑлтӑрӗ пек ҫиҫсе илсе, хӑй те вӑтанса кайнӑ пек пулчӗ, пуҫӗпе Ула Тимӗр кӑкӑрӗ ҫине тӗршӗнсе илчӗ, унтан кулкаласа качча куҫӗпе ынатлӑн ытамларӗ:
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Анчах та ҫав вӑхӑтрах уяр ҫанталӑкра ҫиҫӗм яр! ҫиҫсе илнӗн ывӑлӗн хурлӑхлӑрах сӑнӗ чун-чӗрене тӑпӑлтарса, пӗр шелсӗр чӗпӗтсе, ыраттарса ярать.
Тӗлӗкри пек тӗлпулу // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 113–121 с.