Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫакна асӑрхасан Бутлер ӑна яриех уҫрӗ, тайса хучӗ.
XXVI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Чӳречесем пурте яриех уҫӑ, ҫап-ҫутӑ.
XXIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Ак, алӑк яриех уҫӑлса каять те пӳлӗме кӗрсе тӑрать.
XI // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.
Юриех хыттӑн ахӑрашса алӑка яриех уҫса ячӗ вӑл.
VII // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.
Ҫапла ҫынсен тепӗр йышне те хӑй майлӑ ҫавӑрать, — ҫаксен ӑнланусӑрлӑхӗ вара такам тахҫан хур тунишӗн йӑшкать, вак-тӗвекпе тата пысӑк кӳренӳпе тухма сӑлтав ҫеҫ шыракан тилӗрӳпе вӑркать; кӗскен — чунӗ тӗттӗм, сулхӑн-нӳрлӗ ҫула кӑмӑллакансем, — вӗсен шалти пурнӑҫӗ пытанчӑк, тепӗр чухне ӑнланмалла мар ӗҫсемпе яриех уҫӑлса каять; ҫакӑн никӗсӗнче, ҫапах та, тепӗр тӗнче курӑма тавӑракан тӗнче курӑм выртать — чӑн та, хӑй мӗн хӑтланнине уҫҫӑн уйлама пӗлмесӗр.
XXII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Ҫуртсем ҫӑтӑ-ҫӑтӑ лараҫҫӗ, яриех уҫӑ чӳречесемпе алӑксенчен ҫутӑ сапаланать.
XXII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Ҫаврака пысӑк чӳречесем — «иллюминаторсем», — урлӑш-тӑршшӗ икӗ фут ытла, кунашкаллисене тиев карапӗсенче вырнаҫтармаҫҫӗ, — кӑнтӑрла яриех тата килпетлӗн ҫутатаҫҫӗ паллах.
V сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
— Траппа хӑпартӑм, — лӑпкӑн хуравларӑм эпӗ; мана ун енчен вӗчӗх-урмӑш, мӗнле те пулин ӑнланманлӑх пуласси шиклентермест, мӗншӗн тесен, манӑн шухӑшӑмпа, сӑн-сӑпатӑм кирек хӑҫан та, кирек хӑш вырӑнта та яриех уҫӑмлӑ.
V сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Иртнӗлӗхӗн пысӑк та пӗчӗк суйисене ытла та аван ас тунӑран кӑна — яриех уҫӑ алӑкран кӗрессине хирӗҫлемерӗм-и эпӗ?
III сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Ҫав вӑхӑтра алӑк яриех уҫӑлса кайрӗ те, пӳлӗме патвар хул-ҫурӑмлӑ, хура куҫлӑхлӑ, туяллӑ арҫын кӗрсе тӑчӗ.
«Ах, епле хитреччӗ ирхи шуҫӑм…» // Елизавета Илюшкина. «Сувар», 2010.01.15, 3№(837), 10 стр.
Сунарҫӑ хыпашла-хыпашла хуралҫӑ пӳлӗмне ҫитрӗ, сӗм тӗттӗмре алӑка шыраса тупрӗ те ӑна яриех уҫса ячӗ, анчах тӳрех малалла чупса каймарӗ, — капла ӑнсӑрт пульӑпа тӗл пуласси те инҫе мар, стена айӗпе сылтӑмалла йӑпшӑнса темиҫе хӑлаҫ анлӑш куҫрӗ те шӑпланса выртрӗ.
VII. Зимбауэни каварҫисем // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Алӑк умӗнчех, — ӑна ҫирӗппӗн, яриех уҫнӑ, — кӑвак баклӑ, сенӗк ҫинчи утӑ пек сапаланчӑк, чаларчӑк ҫӳҫлӗ ҫын тӑрать.
X // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Такам картлашкапа чупса хӑпарать, алӑк яриех уҫӑлчӗ те хуҫа Петвек контрабандиста курать, — вӑл шаккамасӑрах кӗрсе тӑчӗ.
IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Алӑк хаяррӑн та хыттӑн яриех уҫӑлса кайрӗ; пӳлӗм хӗҫ-пӑшалӗпе кӗмсӗртетекен хуралпа тулса ларчӗ; эпӗ ухӑ йӗппи лекнӗн сиксе тӑтӑм.
VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 174–191 с.
Унӑн халӗ ҫакнашкал туйӑм: вӑл хӑтлӑ хваттерӗн мӗн пур алӑкӗпе чӳречине яриех уҫнӑ, унта сивӗпе йӑсӑрлану палкаса кӗрет…
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 153–160 с.
Гриф ӑна пуҫӗпе ҫӑмӑллӑн тӗртсе яриех уҫса ячӗ.
III. Ҫӗнӗ «таркӑн» // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 66–73 с.
Унӑн куҫӗсем тӑртаннӑ, ҫӑлӑну юнӗпе вараланнӑ мӑйӑхӗпе ҫӑварӗ юратакан хӗре ҫӑлса хӑварнӑ хӑрушӑ пулӑма яриех кӑтартаҫҫӗ.
Ҫӗлен // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 381–386 с.
Карменӑн илӗртӳллӗ сӑнарӗ сасартӑк унӑн ҫивӗч карӑннӑ туйӑмӗшӗн яриех уҫӑлчӗ, кӗретӗн пекех сӑнланчӗ.Притягательный образ вдруг выяснился его напряженному чувству, почти воплотился.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.
Алӑка яриех уҫсан Нок малтан хӗре тӗсесе пӑхрӗ.Нок, широко распахнув дверь, прежде всего посмотрел на девушку.
V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.
Вӑл яриех уҫӑ, пӳлӗмре ҫап-ҫутӑ.Увидел, что оно, распахнутое настежь, горит полным внутренним светом.
V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 187–210 с.