Поиск
Шырав ĕçĕ:
«Ҫавӑн патне хӑтана ярас, — шухӑш шухӑшларӗ Савантер, — ак, кӗркунне тытатӑп та чаплӑ парнесем пухса хӑтана яратӑп.
Ҫӗр ҫыннӑн — ҫӗр шухӑш // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Пӑрах винтовкуна! — тесе, эпӗ унӑп штыкне хамӑн штыкпа сасартӑк сулса яратӑп, анчах вӑл кӑшт ҫӳлелле ҫӗкленме ӗлкӗрет, ман штык вӗҫӗ аяккалла сулӑнса каять.
Хӑвӑл йӑмра // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 74–85 с.
Эпӗ те, ҫӑпан пит-куҫа йӳҫӗхтермеллех ыратать пулин те, хама ӑсра Лев Яшин вырӑнне картса, вратарь тивӗҫне чиперех пурнӑҫлатӑп: хирӗҫли командӑри юлташӑмсем ман еннелле пунк! та пунк! кисекен мечӗке (вӑл явкайри «тутӑх тивнӗ» тӗксӗм сарӑ хӗвел тӗслех иккен!) хам хапханалла йӑлттӑм кусма е пуля пек вирхӗнме парас мар тесе, е кирлӗ пек манерленсе, малалла курпунланса, ӳпӗнерех вырӑнтах юлатӑп, е, кил-ҫурта сыхлама кӑкарнӑ сӑнчӑрти талпӑнса вӗрекен лайка евӗр, аллӑмсене палкаса ҫунакан хуранай ҫулӑмӗн йӑлхахӗсем пек вӑлт та валт ывӑта-ывӑта, пӗрре пӗр еннелле, тепре тепӗр еннелле «хум яратӑп», «сирпӗнкелетӗп».
Ҫӑпан (е шок терапийӗ) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 202–207 с.
Татах ҫыпӑҫсан, пӑскӑртса яратӑп ак, ас ту!
Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.
Пӗрин хыҫҫӑн теприне ӗҫе хӑваласа яратӑп.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Ма яратӑп эпӗ хамӑн чипер ывӑла ҫав савӑта.
Тӑвансем те пӗр мар… // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 53–57 с.
Чейник тӗпне пӗр стакан пек шыв яратӑп та газ чӗртме тӑратӑп.
Вӗрентеҫҫӗ // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 23–26 с.
Параканни парать, парайманнине укҫасӑрах тыттарса яратӑп — ан тив, сыптӑр, ҫӗнӗ сортсем ӳстертӗр.
V // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
— Берлинтан салам яратӑп, кӗт, Таня! — тесе кӑшкӑрчӗ аялти хутран.
Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.
Ҫавӑнпа хӑш чухне сывлӑм типсенех ҫӑпата сырса яратӑп та вӗҫтеретӗп кӑна!
Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.
Мана сӑнама пикенет, эпӗ ҫилле сӗвӗрсе кулса яратӑп.
Малтан каҫарсан // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 111 с.
Унтан эпӗ хӗре ӑсатса яратӑп.
IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.
— Кӗтерук, ыранччен кӑна кӗтмелле ӗнтӗ, ыран евчӗ яратӑп, — терӗ юлашкинчен Ваҫли.
VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Халех тасатса яратӑп тесе, лавккаран щетка кӗрсе илнӗ те икӗ шульӑкӑн тумне тасатса янӑ.
IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Хутаҫ ҫактарса яратӑп тесе хурлантарасшӑн пултӑн.
XXII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Ыранах хутаҫ ҫакса ял тӑрӑх кӑларса яратӑп!
XXII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
— Кӑшкӑр ҫеҫ, паянах хӑваласа яратӑп.
XXI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
— Хӑвна йывӑр туятӑн пулсан, халех лаша кӳлсе килме яратӑп! — сӑмах хушрӗ Михха та.
XV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Хам ӑсатса яратӑп.
Петӗрпе матушка // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Выльӑхсене те кӗтӗве хӑваласа яратӑп, — хуравларӗ хӗрачи.
Вырмара // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.