Поиск
Шырав ĕçĕ:
Прохор Палыч пырне те эсӗ ҫавӑн пек напитоках яратӑн.
Прицепщик Терентий Петрович // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 109–130 с.
Вара темле тӑруках илтсе яратӑн: пӗр минут малтанрах ҫеҫ шухӑша кайса чаплӑн ларнӑ пӗтӗм вӑрман халь ӗнтӗ темиҫе ҫӗр кайӑк сассипе тулать, ҫӗр ҫинчи чи таса чӗрчунсем чӑрманса хӑтланнипе тулать, ҫӗр ҫинчи илемлӗхӗн ашшӗ, этем, хӑйне йӑпанмашкӑн эльфсене, херувимсемпе серафимсене тата мӗнпур ангелсен чинне ҫав чӗрчунсем майлӑ туса шутласа кӑларнӑ.
VII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Кӑвайт чӗртсе яратӑн та, пурте чӗрӗлет, савӑнса каять.
40 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Ярмӑркка тавраш пулсан ӗнине-и унта, сыснине-и хӑваласа каятӑн та ҫавӑнтах сутса та яратӑн.Будет ярмарка, погонишь коровку иль свинью, тут сразу и продашь.
I // Л. Борисова. Сенкевич Генрик. Ҫӑкӑр шыраса: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 62 с.
«Кимӗ тӗпне выртатӑн та, ӑна хумсен ирӗкне яратӑн, шыв юхтарать, ҫавӑрттарать, пӗтӗрет, эсӗ йӑмрасем ҫине, пӗлӗт ҫине пӑхса, кӑтӑш пулатӑн.
19 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Ку чӑтлӑхра яланах нӳрлӗ, сулхӑн; эрешмен карти, ҫӗрӗшнӗ тӑпра ҫине тӑкӑнса хуп-хура курӑнса выртакан панулми, хӑмла ҫырли, хӑшпӗр чухне вӑрман хӑнкӑли шӑрши кӗрет, ҫав хӑнкӑлана ҫырлапа пӗрле ӑнсӑртран ҫӑтса яратӑн та вара тепӗр ҫырлине хыпма васкатан.
XXXII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Е тата кӗнеке тытса ларатӑн та пӗтӗм тимлӗхе аран-аран мӗн вулани ҫине яратӑн, кӗтмен ҫӗртен коридор тӑрӑх хӗрарӑм утса килнине, ун кӗпи чӑштӑртатнине илтетӗн, — вара пуҫра мӗн пурри йӑлтах сиксе тухать, кукамайӑн ватӑ горничнӑйӗ Гашӑсӑр пуҫне коридор тӑрӑх никам та иртме пултарайманнине пӗлетӗн пулин те, вырӑнта ларма пултараймастӑн.
IX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Гаврило унӑн кресли патне ыткӑнать, пукансем тӑкӑртатаҫҫӗ, ҫурӑм тӑрӑх темле сивӗ — ҫиес килнине систерекен хыпарҫӑ чупса иртнине туйса, крахмалланӑ нӳрлӗ салфеткӑна тытатӑн, ҫӑкӑр хыттине ҫисе яратӑн, сӗтел айӗнче алӑсемпе сӑтӑра-сӑтӑра, пӑсланакан яшка турилккисем ҫине чӑтӑмсӑррӑн та хаваслӑн пӑхатӑн, вӗсене чина, миҫе ҫултине, кукамай мӗнле хисепе хунине кура дворецки тултара-тултара лартать.
IV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Тата ӗненсех тӑратӑп — эсӗ ман патӑма часах ҫырса яратӑн.
11 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Вара эсӗ юрласа яратӑн — лайӑх-и, начар-и, ҫапах та юрлатӑн:
VII // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Пӑрахутсене кӗтсе илетӗн, ӑсатса яратӑн…
VI // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
— Ӑна пӗр татӑк хыпса яратӑн та — ӑша граната ывӑтнӑ пек!— Того проглотил кусок — все равно что гранату в чрево кинул…
19 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.
— Лашасене ӑшӑлла пулать Сучилин, — ырламасӑр асӑрхарӗ ҫӗтӗк-ҫатӑк тумтир тӑхӑнса янӑ чирлешкеллӗрех старик, ҫырман тепӗр енчен тин ҫеҫ каҫма тӗлне аннӑскер: — хӑмӑт вырӑнӗсем те типсе ҫитмен вӗт, эсӗ шыв ҫине яратӑн.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
— Ай-ай, эсӗ пит катана сулса яратӑн, — тӗлӗнсе асӑрхаттарчӗ Сагайда.
XXIV // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
— Ҫисе яратӑн пулсан? — ыйтать Лика.
Улттӑмӗш сыпӑк // Наум Любимов. Носов Н.Н. Витя Малеев шкулта тата килте: повесть; Н.Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 202 с.
Ӗлӗк Чижик учительница пулма ҫӑмӑл тесе шутланӑ: класа пыратӑн та урок каласа паратӑн, задача тутаратӑн е диктовка ҫыртаратӑн тата киле уроксем парса яратӑн та, — ӗҫӗ те пӗтрӗ.
Леночкӑн хуйхипе чӑрмавӗсем // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.
— Мӗнле апла эс, Джон Сансом, ним ҫук ҫӗртен ҫавӑн пек истори пуҫласа яратӑн, — терӗ Пойндекстер тӑванӗн ывӑлӗ.
I сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
— Яланах тӗтре яратӑн иккен.
Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.
— Тункатана тӳнтерсе яратӑн, Петька! — ахӑлтатрӗҫ ачасем.
33 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.
Менти папай ӑста кӑмакаҫӑ-ҫке, еккӳне питех яратӑн пулсан, ҫав та сана вӗрентнӗ пулӗччӗ.
II. Ял мыскарисем // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.