Поиск
Шырав ĕçĕ:
Кӗҫех Гент ҫумӑрпа ҫил шӑлса-ҫисе якатнӑ чул ҫаврӑнӑҫӗсен вилӗ тинӗсне чӑмрӗ, ҫап-ҫара катрамсенчен, шӑрӑхра хӗрсе типнӗ варсенчен иртрӗ.
V. Мул тӑвӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Унӑн аллинче тин ҫеҫ касса илсе якатнӑ сулӑмлӑ чукмар пур.В руках его была увесистая, по-видимому только что срезанная и обструганная дубинка.
II сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Ҫӗр урай, пӗрене стенасем — вӗсене ластӑксем-ҫулсем якатнӑ, лакпа витнӗ симӗс веерсем евӗрлӗ типӗ ҫулҫӑсемпе тирпейлӗн капӑрлатнӑ; минтерлӗ, ҫӑм утияллӑ лутра кравать; сӑрламан пысӑк сӗтел; темиҫе кӗнеке, ҫырса тултарнӑ хутламсем, пысӑк икӗ чӳречен улӑм каррисем, хытӑ пукансем, пуҫелӗк тӗлӗнче ҫакса хунӑ икӗ пӑшал, — ҫаксем пурте Блюм ҫине витӗмлӗ, тиркевлӗ ҫыхӑнулӑхпа пӑхаҫҫӗ: тӑпра — чӗнтӗрлӗ минтерпе, пӑшал кӗпҫи — пичет страниципе, пӗренесем — туалет тӗкӗрӗпе, тискерлӗх — шухӑшпа, кӑнттам ансатлӑх — хӗрарӑм пуррилӗхпе.
II. Йывӑҫсем ҫеҫкере // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 383–426 с.
Юхан шывӑн тепӗр енчи ҫыранне юхӑм аркатса якатнӑ, вӑл арпашӑнчӑк курӑк пек имшеркке те ҫӳхе йывӑҫ вуллисемпе талккӑшпех витӗннӗ.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 405–413 с.
Сунарҫӑ япӑх катса якатнӑ, пысӑках мар чул ҫинче кӑкӑрӗпе выртать; Фиас урисем чӗр куҫҫи тӗлӗнче хуҫланнӑ, сарӑлнӑ — чӗрӗ ҫыннӑнни пек мар; аллисемпе тытнӑ пуҫӗ ҫӑм кепе хутланчӑкӗсенче пытаннӑ.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 345–359 с.
Хӗрлӗ хӑмӑр вӑрӑм ҫӳҫӗ, ансӑр пилӗклӗ вӑрӑм сюртукӗ, артистла яп-яка хырса якатнӑ пичӗ Ягдинӑн ахаль те хӗрарӑмларах сӑнне татах та хӗрарӑмлатаҫҫӗ.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 198–207 с.
Япӑх чутласа якатнӑ хӗрес, кӑпӑшка тӑпран пысӑках мар тӗмески — вилнӗ хаклӑ ҫынни патне кӗртмен асаплӑ чарак.
Пьерпа Суринэ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 276–284 с.
Шыв ҫисе якатнӑ шуҫлак чул пуҫ мӗлтлетет; кӗсмен шартлатрӗ те ӗмӗт татӑлнин вӑйӗпе рифран ҫапӑнчӗ, Аян сулӑнса кайрӗ те — кӑпӑкпа вӗрекен уҫлӑх ҫав самантрах шлюпкӑна айккинелле юхтарса куҫарчӗ.
VIII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.
Тӗрлӗ тӗслӗ кӗленче купол, кӑнтӑр ҫутине хӑйӗн витӗр кӑларса, япаласен чӑн тӗсне кӑштах улӑштарать; куполран капӑр-чӑпар ҫӳхе тусан акӑнать тейӗн; стенасен ҫумӗпе якатнӑ кӗмӗл грабран тунӑ сӗтел-пукан тӑсӑлать, стенисене вара кӑвак тӗс тӑрӑх сапаласа тухнӑ, шӗвӗр вӗҫлӗ ҫулҫӑ-чечексемпе капӑрлатнӑ ҫутӑ пусмапа сӑрнӑ.
V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.
Каснӑ-лартнӑ ашшӗ темелле, анчах лешӗ пуртӑпа чутланӑ пекчӗ, кӑна вара саваласах якатнӑ…
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Старик вӗҫӗсене тимӗр лартса вунпӗр йӗпе туса хатӗрленӗ, унтан вӑл вуниккӗмӗш йӗппине тума тытӑннӑ та кунпа вӑл ҫӗрӗпех хӑтланнӑ; ӑна саваласа якатнӑ, ҫиелтен ҫу сӗрнӗ.
Синопӑн пӗрремӗш ҫӗмренӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.
Ҫӗмрен кантӑк пек яка та ҫутӑ пултӑр тесе, вӑл ӑна ҫӗҫӗпе тата хӑйӑрпа нумайччен якатнӑ.Песчаником и ножом он долго обтачивал и полировал лук, чтобы он стад гладким, как стекло.
Синопӑн пӗрремӗш ҫӗмренӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.
Буденный утне шпорӗсемпе тӑкӑрлать те — Дон лашийӗ, тураса якатнӑ хӳрине сатуррӑн ывӑтса ярса, шултӑран юртса чупма тытӑнать.
7 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Хӑйсем пурте форма тӑхӑннӑ, шашка ҫакнӑ, сухалӗсене сарлакан тураса якатнӑ.
9 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Асӑннӑ йывӑҫӑн тӳрӗ вуллисене пӗр вӗҫӗнчен хӑйраса якатнӑ чул пуртӑпа шӗвӗртсе (вӗсем тимӗртен тунӑ ӗҫ хатӗрӗсемпе усӑ курма пӗлмеҫҫӗ), гуигнгнмсем вӗсене пӗр-пӗрин хушшине вуншар дюйм хӑварса ҫӗр ҫине ҫапса лартаҫҫӗ, ҫав хушӑсене вӗсем сӗлӗ улӑмӗпе хӳтӗлесе караҫҫӗ е хулӑсемпе ҫатан тытаҫҫӗ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Тимӗртен е хурҫӑран тунӑ тумтире ҫиелтен ҫав тери тӑрӑшса якатнӑ, илемлетнӗ.
Тимӗр тумтир // В. Сергеев. Дрожжин Олег. Ухӑран — танка ҫитиччен. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 110 с.
Анчах хӑй «сар инке» никамах та раснах кӑмӑлламан пулас; хӑнасем кӑлӑхах мӑйӑхӗсене ҫинҫелетсе пӗтӗрнӗ, кӑлӑхах сухалӗсене шӑла-шӑла ларнӑ, ҫӳҫне-пуҫне якатнӑ, — «инкешӗн» пулсан пурте пӗрех.
III // Петӗр Хусанкай. Телешов Д.Н. Типшар: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 56 с. — 8–56 с.
Костя Постоноговӑн аллине Цесарский, хӑй каланӑ пек саваласа якатнӑ хуп хӑма татӑкӗсем хушшине хурса, ҫыхса лартрӗ.
Лагерьте // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
Йӑлтӑркка япаласене пит лайӑх якатнӑ пулсан, вӗсем хӑйсем ҫине ӳкекен ҫутта пӗтӗм лаппипех пӗр еннелле ӳкереҫҫӗ.Блестящие предметы с гладкой полированной поверхностью отражают лучи сразу целым пучком.
Мӗн вӑл ҫӑлтӑр, мӗн вӑл планета? // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.
Унӑн тӗп пайӗ — пысӑк, лайӑх сӑтӑрса якатнӑ шалалла авӑнса кӗрекен тӗкӗр.У него главная часть — большое, хорошо отполированное вогнутое зеркало.
Телескоппа обсерватори // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.