Поиск
Шырав ĕçĕ:
— Пӗлетӗр-и, епле лайӑх уйӑрать вӑл шӑрша! — терӗ Андрей шӑппӑн.
III сыпӑк // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 155–238 с.
Ҫил кӑвайт патӗнчен ҫунакан улӑмпа сысна шӑрчӗ ӗннӗ шӑрша варкӑштарса килет.Ветер нес от костра запах горящей соломы и паленой свиной щетины.
XIX // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
— Эпир арчана ҫӗр айне чавса чикрӗмӗр, — терӗ уҫӑмсӑррӑн Наталья, йӗп ҫӑртине ҫип тирнӗ май; хӑй вара тусанланса пӗтнӗ гимнастеркӑна Григорий сисиччен пичӗ патне илсе пычӗ те тӑварлӑрах, ҫав тери тӑван шӑрша кӑкӑр тулли сывласа ҫӑтрӗ.
VIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Вӑл хӑй хуҫине шӑршӑпа тупасса шаннӑччӗ, тротуара шӑршлама тытӑнчӗ, анчах кӑшт ҫеҫ маларах тахӑш ирсӗрӗ ҫӗнӗ резина калушсемпе иртсе кайнӑ та, ҫав резина шӑрши ытти пӗтӗм шӑрша пӗтерсе хунӑ, тинех нимӗн уйӑрса илме те ҫук.
I. Хӑйне ӑссӑр тыткалани // С. Алексеев. Антон Чехов. Каштанка: калав; вырӑсларан С. Алеквеев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 68 с.
Пантелей Прокофьевич, вӑхӑта сая ямасӑр, сӑмакун кӗленчине сӗтел ҫине лартрӗ те, тутине пӑкӑланӑ ҫӗтӗке туртса кӑларса, техӗмлӗ йӳҫӗ шӑрша шӑршласа пӑхрӗ, мухтаса илчӗ:
VII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Вӑл казачка тутинчен юлнӑ кӑшт тӑварлӑрах шӑрша туйса, унӑн ачашланма тарават ӳтне, ҫав ӳтрен кӗрекен чапӑр пылӗпе, тарпа, хӗрарӑм ӑшшипе хутӑш кӑткӑс шӑрша типтерлӗн аса илсе ҫывӑрса кайрӗ…
II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Суворов халиччен хӑнӑхман шӑрша сиснӗ.
«Шӑршлӑскер» // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.
Листницкий, ҫав кӑмӑла пӑлхантаракан хӑнӑхнӑ шӑрша ҫийӗнчех сиссе, каялла ҫаврӑнса пӑхать; малти лавҫӑ, ҫамрӑк кӑна прапорщик, ун ҫине куҫне ҫӗклесе пӑхать те паллакан ҫынна курнӑ евӗр ӑшшӑн кулса илет.
XVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Кунти ытла та аван пӗлнӗ хӑйне евӗрлӗ шӑрша сиссе илнипеле пуҫӗ ҫаврӑнса килчӗ.От страшно знакомого запаха, присущего только этому дому, у него закружилась голова.
IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Аллине пуҫ айне хурса тата ҫӗмелтен тухса тӑракан тутлӑ шӑрша туйса, Евсей нумай ҫӑлтӑрсемлӗ хура тӳпенелле шухӑшлӑн пӑхса выртрӗ, унӑн ҫывӑрса каяс килет, анчах ыйӑх килмест.
XI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Алевтина Васильевнӑн ҫав шӑрша пула ӑшчикӗ пӑтранать, ҫавӑнпа вӑл Марийкӑна ҫине-ҫинех ашшӗ патне ярать.Алевтину Васильевну мутило от этого запаха, и она несколько раз посылала Марийку к отцу.
XIX // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Кун пек вӑхӑтра шӑрша лайӑх туйма пурте пултараймасть.В такое время не каждый способен сохранить хорошее обоняние.
XVII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
— Шел, кун пек шӑрша пурте туйсах каймаҫҫӗ ҫав, уйрӑммӑнах инҫетрен… — терӗ вӑл.— К сожалению, такой запах не все чувствуют, особенно на расстоянии.
XVII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
— Пуян пурӑнатӑр, туршӑн та! — тет капитан-лейтенант ҫӗр айне, ещӗксене, шкафсене, чул вырӑнсене пӑхса ҫаврӑнса тата Яша пиччен ҫӗр айенчи патшалӑхӗнчен тухакан илӗртуллӗ ырӑ шӑрша шӑршласа.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Кунти сывлӑша сухӑрлӑ йывӑҫ шӑрши хупласа илнӗ, ҫав ӗмӗрех тӑкӑскӑ шӑрша Шурӑ тинӗс ҫилӗ те сирсе ярайман.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Татӑкӑн-татӑкӑн тураса сапалантарнӑ ӳт-пӳрен чӗрӗ ашӑн тӑкӑс шӑрши кӳ-ӳ те кӳ-ӳ киле-киле ҫапрӗ, унашкал шӑрша вӑл кирек хӑҫан та аш лавккисем умне ҫакнӑ тушкасенчен йӑсӑрланса сарӑлать, Ромашов унӑн сӑрӑ та кӑвак тӗслӗ шалти йӑлмакланса ҫуталакан яка пайӗсене курчӗ, курчӗ хырӑмӗнче мӗн-мӗн пуррине, курчӗ ун пуҫӗн мимине — сӑрӑ-сарӑскерне, йӑлт кукӑр-макӑр йӗрсемпе витӗннӗкере, утнипелен сӗтел ҫинче формӑран кӑларнӑ желе пеклӗн чӗтӗресе выртаканскере.
XVIII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Вӑл юнашар пӳлӗме кӗчӗ; кӗнӗ-кӗменех, мӗн те пулин курса юлма ӗлкӗричченех, йӳҫенкӗ кӑмсӑк шӑрша пула унӑн сывлӑшӗ пӳлӗнсе ларчӗ; ҫав шӑршӑ кунта пысӑк пӳлӗмринчен чылай вӑйлӑрах сисӗнет, ахӑртнех, пӗтӗм пӳрчӗпех вӑл ҫакӑнтан сарӑлать пулас.
III // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Шкул патӗнче уҫӑлса ҫӳренӗ чух манӑн туйӑма тыткӑна илнӗ тутлӑ шӑрша сисрӗм те, Шпыня учителӗн пӳрт умӗнчи пахчине кӗрсе кайрӑм, унта вара, хамӑрӑн йӗрӗнчӗк пурнӑҫа кӑшт та пулин илемлетме тесе; икӗ клумбӑна та ҫурмашар тӑпӑлтарса тухрӑм.
XXVI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Пуринчен те вӑйлӑ армути те ҫухатнӑ ҫав шӑрша — пӗтӗм шӑрша тырӑсемпе курӑксем ҫине ӳкнӗ сывлӑм, нумай пулмасть шӑпӑртатса иртнӗ июль ҫумӑрӗ хыҫҫӑнхи пек вӑйлӑ ӳкнӗ сывлӑм, сӑхса илнӗ.
XXV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Кантӑксемпе алӑксене яри уҫса пӑрахнӑ пулин те, пур классене те килти табак, спирт пекех хӑватлӑ арҫын тарӗн шӑрши тата йӳнӗ помадӑпа супӑнь шӑрши сарӑлнӑ, — ку шӑрша ӑна пӗр кӗтессе пухӑнса тӑнӑ капӑр тумлӑ хӗрсемпе хӗрарӑмсем сараҫҫӗ.
XXII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.