Поиск
Шырав ĕçĕ:
Тепӗртакран хыпаласа пӑхатӑп та — тутан ҫӳлти хӗрри пан улми пек хӑпарса тухнӑ, ҫамка та пӗҫерсе тӑрать.
Тарӑхакан улмуҫҫи // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 260–262 с.
Пӗр улми те ӳкмерӗ.
Тарӑхакан улмуҫҫи // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 260–262 с.
«Эх, пан улми, пан улми, силлес килет ним юлми», — такмакласах шутлама тытӑнтӑм хам.
Тарӑхакан улмуҫҫи // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 260–262 с.
Турилккере — типме тытӑннӑ кӑлпасси татӑкӗсем, ҫурмалла ҫыртса илнӗ вӗтӗ кукӑль, хӑярпа помидор, пан улми касӑкӗсем, шурӑ ҫӑкӑр таткисем.
«Мама, эпӗ ку!..» // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.
Ҫӗр улми касӑмӗ-турамӗсем ҫатӑр пиҫнипе пурте сарала-сарала кайнӑ.
Унӑн Амӑшӗ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.
Кукӑль те икерчӗ, серте те пултӑран яшки, чӑкӑт та пӳремеч, чӑмӑрла пӗҫернӗ ҫӑмарта тата ӑшалани, хуппипе пӗҫернӗ ҫӗр улми те шаркку…
Унӑн Амӑшӗ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.
Тӳперен, сасартӑк татӑлнӑ пан улми евӗр, тӑрисем пере-пере аннӑ.
Пӗчӗк лаша // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.
Тахҫан-тахҫан, ҫуркунне, ҫакӑнта крахмалланнӑ ҫӗр улми пухнӑ чухне, унпа эпир ҫӑпатасене лапрана лартса хӑварнӑччӗ.
Аслӑ амӑшӗ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.
Анкарти хыҫӗнче, ҫӗр улми пуссинче, тӑшман штабӗ пулма тивӗҫ.
Аслӑ амӑшӗ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.
Ҫӗрте армак-чармак патак выртать-и — унтан-кунтан хуҫатӑн та, пистолет-наган хатӗр; ҫырмари вӗтӗ чулсем, пӳрне вӗҫӗ пекскерсем, рогатка-пӑшал пульлисем вырӑнне аван пыраҫҫӗ; турпассемпе хӑйпӑк таврашне речӗпе чиксе тухнӑ тӑк — ҫывӑхрах чикӗ, кунтах пограничникӗсем те пулма тивӗҫ; тулса ларма пуҫланӑ ҫӗр улми пуссисенче вара тӗрлӗ штабсем, окопсем, дзотсем…
Аслӑ амӑшӗ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.
Ҫӗр улми ку, — ӑнлантарать амӑшӗ.
Чи пӗчӗк патшалӑх // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.
Санпа эпир ҫӗр улми лартрӑмӑр.
Чи пӗчӗк патшалӑх // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.
— Ҫӗр улми шӑтса тухать-им, атте? — кӗске пӗҫлӗ йӗм тӑхӑннӑ ача ашшӗ таврашӗнче явӑнать.
Чи пӗчӗк патшалӑх // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.
Вихтӗрсен анкартинче ҫемҫетсе ҫӗр улми лартса хӑварнӑ пулсан, Левенсен вара пӗр тӑпра муклашки те хускатма ӗлкӗреймен-ха.
Чи пӗчӗк патшалӑх // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.
Анкартинче — вӑштӑр-вӑштӑр типнипе ҫӑка шанки евӗр ҫуталса кайнӑ ҫӗр улми аврисен куписем.
Чи пӗчӗк патшалӑх // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.
Вӑрҫӑ ҫулӗсенче ҫӗр улми пусса хумалӑхах пулман тет-и те, путӑклӑ-шӑтӑклӑ вырӑна мӑянпа хупах сырса илнӗ.
Чи пӗчӗк патшалӑх // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.
Тепӗр кунхине, кӳршӗсенне ҫӗр улми лартса пӗтерсен, Вихтӗр, самантлӑха ирӗкленнипе усӑ курса, урамалла тухса вӗҫтернӗччӗ.
Чи пӗчӗк патшалӑх // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.
Ҫӗр улми лартса пӗтернӗ хыҫҫӑн пӳрте кӗнине астӑвать ача, кайран хӑш вӑхӑтра сак ҫине улӑхса выртса ҫывӑрса кайнӑ — пӗлмест.
Чи пӗчӗк патшалӑх // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.
Малтан сухалаҫҫӗ анкартине, унтан ҫӗр улми лартаҫҫӗ.
Чи пӗчӗк патшалӑх // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.
— Кунта пан улми мар, йывӑҫҫи те ҫук-ҫке, — мӑкӑртатма пӑхать ачи.
Вучах ҫути // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.