Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫил ассӑн сывлать, юрлать, пӗр вырӑнта ҫаврӑна-ҫаврӑна ташлать, хӑлхара салхуллӑн улать, сивӗ ӳтлӗ сывлӑш «чӗр чунӗсен» эшкерӗпе сӗм тӗттӗмлӗхре вӗҫӗмсӗр чышӑнать-тӗкӗшет: вӗсен нӳрлӗ, тинӗс сирпӗтсе йӗпетнӗ чаппанӗсем Аяна питӗнчен тата аллисенчен турта-турта ҫапаҫҫӗ.
VIII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.
Тинӗсри вилӗ куҫӑмсӑрлӑх — хум ҫуклӑх, айккинчен тата тӗпӗнчен силлени, каҫхи сигналсем, сывлӑшра вӗҫекен пулӑсем, япаласем тиени, магнит тӑвӑлӗсем, — ун чухне компас йӗппи тилӗрсе-урса ташлать, — Аян сӑмахӗсенче ҫаксем пӗтӗмпех мӑйӑр йывӑҫ хӑмилле чӗп-чӗррӗн те ӗненмелле пулса тухрӗҫ.
VII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.
Надя аллисемпе пилӗкӗнчен тытсах ташлать.
4 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Вал ташлать, кӗнеке листисене уҫса хупать.
Борькӑпа Сурька // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.
Абдулка тутарла ӑста ташлать.
2 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Пӗри выляттарать, тепри калаҫтарать, виҫҫӗмӗшӗ манпа пӗрле ташлать.
Аннепех пурнӑҫ лайӑхчӗ // Валентина Элиме. Килти архив
Тӗтӗм пек тӗтрепе хупланнӑ, ҫавӑнпа пушшех тискер тӗслӗ те хумханса тӑракан тинӗсе курнӑ пек туйӑнать ӑна, хумсем ҫинче мӑйракаллӑ хӑрушӑ ҫавра чӑмӑркка ташлать пек, шӑнса хытнӑ этеме вилӗм аллинчен хӑтаракан матрос курӑнса каять…
Утрав ҫинче // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.
Хумсем вӑйлах мар, ҫапах та ҫапаҫҫӗ, леш шуйттан тетти хум ҫинче пӗррех ташлать — ҫывхарма май ҫук.Волна хоть и небольшая, а бьет, и эта чертова игрушка на ней танцует — не подступишься.
Утрав ҫинче // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.
Хуралса ларнӑ йӑмра ҫаппи ҫинче ҫулӑм ташлать, унӑн ҫути Старицӑн леш енчи ҫыранӗ патнех ҫитет.
Утрав ҫинче // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.
Сирӗнте хаваслӑх вут-ҫулӑмла ташлать.
Лару-тӑру улшӑнать // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Мозаикӑллӑ урайне мачча чӳречисен витӗр ӳкекен ҫутӑ пайӑркисенче тусан ташлать — вӗсенче кӗнекесен тӳрӗ речӗсем, бронза статуйӑсем (вӗсем лаптак шкапсен хушшинче), ҫинҫе шӗвӗр ураллӑ пӗчӗк сӗтелсем, экрансен пӗлӗтлӗ тӗкӗрӗсем курӑнаҫҫӗ.
Тӗтреллӗ шарик // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Хӑйне ҫыхса хунӑ тӑлӑсене татнӑ пек ҫын ташлать, сасартӑк хӑйӗнчен шутсӑр хаяр тискер кайӑка ирӗке кӑларса ярса тискер кайӑкӑн хуйхи-суйхипе пурин ҫине те тапӑнма тытӑнать, сурать, хӑшлать, ишӗлтерсе пӗтерет…
XIV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Вӑл Ванька Цыган пек, сывлӑш ҫийӗпе вӗҫнӗ пекех ташлать: унтан ҫынна хӗтӗртмелле те маттурӑн Павел Одинцов, Сорокин ташлаҫҫӗ; чахоткӑллӑ Давидов та урисене урай тӑрӑх тапраткалать те тусан, тӗтӗм тата эрехпе копченнӑй колбассан ҫирӗп шӑршийӗ кӗнипе ӳсӗрет, ҫав колбассаран яланах тунӑ тир шӑрши кӗрет.
XIII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Эпӗ ӗнтӗ ҫывӑрмастӑм, вутӑ сарайӗнчи ҫурӑксем витӗр ман вырӑн ҫинелле хӗвел ҫуттин пайӑркисем пырса кӗнисене пӑхса выртаттӑм, ҫав ҫутӑ пайӑркисем тӗлӗнче темле ылттӑн тӗслӗ тусан ташлать, — вӑл тусан пӗрчисем юмахри сӑмахсем пек тупӑнаҫҫӗ.
III. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Алӑк ҫумӗнче пӗр сар ҫӳҫлӗ те ҫинҫешке виле ташлать, кӗске аллисемпе хӑйӗн саванне турткаласа: — Мана ухмаха ернисем кирлӗ мар! — тесе ҫухӑрать.
I. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Вунултӑ ҫулхи арҫын ача ҫирӗм ҫичӗ ҫулхи адъютанта епле хисеплеме пултарать, эпӗ те Дубкова ҫапла хисеплетӗп; ҫитӗннӗ ҫынсем пурте ҫав адьютант ҫинчен ҫав тери йӗркеллӗ ҫамрӑк ҫын, питӗ лайӑх ташлать, французла калаҫать, теҫҫӗ, хӑй вара вӑл чунӗпе эпӗ ҫамрӑккинчен йӗрӗнет, анчах ҫакна пытарма тӑрӑшать пулас.
XIV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Паҫӑр мана пула хӗрсӗр юлнӑ ҫамрӑк ҫын мазуркӑна пӗрремӗш мӑшӑрта ташлать.Молодой человек, у которого я отбил даму, танцевал мазурку в первой паре.
XXII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫулӑм ҫакӑншӑн савӑннӑ пекех вӑйланса каять, тӗттӗмлӗх чакать, эпир кӑвайт йӗри-тавра тӑратпӑр, кулакан ачасен пичӗсем ҫинче хӗрлӗ ҫутӑ ташлать.
53 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
— Пӗр-пӗр банкир хӗрӗ е ывӑлӗ хӑй — пӑх та кур эс ӑна, — ҫара уран ташлать.— Представляешь, дочь или сын какого-нибудь банкира — и вдруг танцует босиком.
Ӑнсӑртран тупни // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Шӑртланма юратакан Немцев, Фелицата умӗнче ырханкка ури кӗлисемпе урай хӑмине тапӑртаттарса, вырӑс ташшине сиксе ташлать, ҫухӑрса-айкашса пӗрехмай пӗр сӑмахнех калать:
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.