Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тачӑ сăмах пирĕн базăра пур.
тачӑ (тĕпĕ: тачӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ӗҫ ҫыннисен пурнӑҫӗпе ӗҫӗсене тарӑннӑн сӑнласа кӑтартакан тата халӑхпа тачӑ ҫыхӑнса тӑракан, коммунизмшӑн хӑюллӑн кӗрешекен совет литературипе искусстви тӗнче культурин пуянлӑхӗсене хӑватлӑн ӳстерсе пыраҫҫӗ.

Помоги переводом

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

Ҫак тавралӑхра, ачалӑхпа тачӑ ҫыхӑннӑскерӗнче, хыҫри инҫе-инҫе вӑхӑтри темӗнле ӑрӑмлӑ та илемлӗ ӗмӗрлӗх япала, юмахлӑ-тӗлӗклӗскер, пур пек туйӑнса тӑрать.

Помоги переводом

11 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Халӗ таврарисемпе тачӑ хутшӑнма ӑнӑҫлӑ эрне мар.

Сейчас не лучшее время для тесного общения с окружающими.

24-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ пирӗн ентешсем ятарлӑ вӗренӳ витӗр тухакан пунктсене хӑй ҫитсе килнине, унта Правительствӑн ытти членӗсем пулнине те, командирсемпе тачӑ ҫыхӑнурине те пӗлтерчӗ.

Помоги переводом

Мӑшӑрӗсемпе ачисем - патшалӑх хӳттинче // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/masharesempe-achi ... inche.html

Ӳлӗмрен пӗр-пӗринпе тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлеме хатӗррине палӑртнӑ ертӳҫӗсем.

Помоги переводом

«Вырӑс географи обществин» регионти уйрӑмӗн Попечительсен канашне Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ертсе пырӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/06/09/virs ... -popechite

Лару-тӑрӑва тӗрӗс хакласа эсир хӑвӑр ӗҫӗре ҫӗнӗлле йӗркелесе ятӑр: Раҫҫейри ӗҫтешсемпе ҫеҫ мар, пирӗнпе туслӑ ҫӗршывсемпе те тачӑ ҫыхӑнусем ҫирӗплетрӗр, Чӑваш Енри пысӑк предприятисен ҫирӗп пӗрлешӗвне – хӑвӑрӑн отрасль кластерне – туса хутӑр.

Вы быстро переориентировались, наладили тесные контакты с коллегами не только внутри России, но с дружественными нам странами, создали крепкое объединение крупнейших предприятий Чувашии – свой отраслевой кластер.

Олег Николаев Пир-авӑр тата ҫӑмӑл промышленноҫ ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/06/11/ole ... ikov-legko

Анатолий Семенович парник валли усракан икӗ вӑрӑм хӑмана алӑ пӑчкипе татса темиҫе пӗр тан татӑк турӗ те вӗсемпе чӳречене тул енчен тачӑ ҫапса лартрӗ, ӗҫне пӗтерсен, пахчаран тухса, чӳрече ҫинелле аякран сӑнаса пӑхрӗ.

Помоги переводом

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Тӗп редактор Светлана Чикмякова Вӑрнар округӗн администрацийӗ енчен пулӑшӑва туйнине, Вӑрнарти хутӑш препаратсен завочӗпе тачӑ ҫыхӑнса ӗҫленине палӑртрӗ.

Помоги переводом

Тӗп редакторсем Вӑрнарта канашларӗҫ // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12709-t- ... anashlar-c

Округ пуҫлӑхӗ Андрей Тихонов «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ» хаҫат Вӑрнар тӑрӑхӗнчи хыпарпа туллин паллаштарнине, вырӑнти влаҫпа тачӑ ҫыхӑну тытнине палӑртрӗ.

Помоги переводом

Тӗп редакторсем Вӑрнарта канашларӗҫ // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12709-t- ... anashlar-c

Шупашкарти Юрий Карпов ертсе пыракан «Елчӗк ентешлӗхӗ» обществӑлла организаци муниципалитет округӗн администрацийӗпе, территори пайӗсемпе тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлени юлашки тапхӑрта самаях палӑрать.

Помоги переводом

Ентешлӗхӗн черетлӗ уявӗнче // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/05/23/%d0%b5%d0%b ... %87%d0%b5/

«Чӑваш Республикин Прокуратурипе пӗрле тачӑ ҫыхӑнса ӗҫленӗ юлашки ҫулсенче.

Помоги переводом

Юлашки виҫӗ ҫул хушшинче тӑлӑхсене хваттерсемпе тивӗҫтерессин кӑтартӑвӗ 1,5 хут ӳснӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/11/yula ... attersempe

Кӑҫал эпир Чӑваш Республикин вӗрентӳ институчӗпе тачӑ ҫыхӑнса ҫав таранччен нумай мероприятие хутшӑнтӑмӑр, пирӗн вӗрентекенсем Шупашкара кайрӗҫ, унта питӗ пысӑк форум, 2 кунлӑхлӑ иртрӗ».

Помоги переводом

Чӑваш Ен тата Чӗмпӗр облаҫӗ килӗшӳ ҫирӗплетрӗҫ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60521

Ҫакӑ Чӑваш Республикин вӗрентӳ тата ҫамрӑксен политикин министерствипе Чӗмпӗр облаҫӗнчи ҫутӗҫпе воспитани министерстви тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлесси ҫинчен килӗшӳ алӑ пуснипе те ҫыхӑннӑ.

Помоги переводом

Чӑваш Ен тата Чӗмпӗр облаҫӗ килӗшӳ ҫирӗплетрӗҫ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60521

Пурӑнма лайӑх хутлӑх туса хурасси – регион тата пӗтӗм ҫӗршыв ырлӑхӗпе тачӑ ҫыхӑннӑ тӗллевсем.

Помоги переводом

«2020 ҫултанпа эпир управлени тытӑмне улӑштартӑмӑр – ҫынсемпе тата та тачӑрах ӗҫлеме пуҫларӑмӑр», – тесе палӑртнӑ Олег Николаев // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/04/2020 ... shtartamar

Икӗ регион пӗр-пӗринпе хыпарсем тӗлӗшӗнчен те тачӑ ҫыхӑнса тӑма калаҫса килӗшнӗ.

Помоги переводом

«Марий Элпе калаҫса килӗшнисене пурнӑҫа кӗртетпӗр», – тенӗ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/04/mari ... rtetpr-ten

Пирӗн патшалӑхӑмӑрӑн тӗп тӗрекӗ, тивӗҫлӗ пуласлӑх никӗсӗ – тӑван ҫӗре юратни ҫинче тытӑнса тӑракан тачӑ пӗрлӗх!

Главная опора нашего государства, залог достойного будущего – это сплоченность, основанная на любви к родной земле!

Олег Николаев Ҫӗнтерӳ кунӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/05/09/ole ... nem-pobedi

Урисемпе мӑйӗ панцирь ҫумне тачӑ ҫыпӑҫтарса хунӑ пек иккен.

Ножки и голова как будто приклеены к панцирю.

Тимӗр шапа // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/576

Хула администрацийӗ ку ыйтупа ҫирӗп, тачӑ ӗҫлесе пырать.

Помоги переводом

Лапсар тӑкӑрлӑкӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60566

Хӑшӗ-пӗрин малашнехи шӑпи Ишек тӑрӑхӗпе тачӑ ҫыхӑннӑ.

Помоги переводом

Ладога кӳлли урлӑ хывнӑ Пурнӑҫ ҫулӗ вӗсене Ишеке илсе ҫитернӗ // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2015, 40–41 (26692-26693)№, 14 с.

Эпӗ Анисим Асламаспа тачӑ ҫыхӑннӑ ҫын.

Помоги переводом

«Нарспи историйӗ» балета куракансем хапӑлласа йышӑнчӗҫ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60610

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней