Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

путмар сăмах пирĕн базăра пур.
путмар (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Алӑк патӗнче, кӑмака ҫумӗнчи вӑрӑм путмар ҫине, чечек ҫыххи пек, хӗрсем ларса тухнӑ, вӗсем выляса тӑракан куҫӗсемпе Сергей ҫине вӑрттӑн пӑхкаланӑ, вӗсем пӑхкаланинче ку кандидат пире те килӗшӗ, те килӗшмӗ тени сисӗннӗ?

У входа, на длинной лежанке, сидели в ряд, как цветы, девушки, тайком поглядывая на Сергея блестящими глазами, и по взгляду их можно было догадаться, что они еще точно не знают, нравится или не нравится им кандидат в депутаты.

XXII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Лешӗ путмар сакки ҫинчен вӑрт ҫеҫ сиксе тӑчӗ, ахаль те усӑк сӑмсине яшка тӗлӗнче пушшех курпунлантарса шӑршларӗ, унтан каялла кайса ларчӗ те, урине ӳркевлӗн ҫӗклесе, сак хӗрринчи котелока ҫӗре тӗртсе ӳкерчӗ.

Тот рывком поднялся с нар, сгорбатил и без того вислый нос над щами, откинулся назад и ленивым движением ноги сбил передний котелок на землю.

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Григорий путмар сакки ҫине пырса ӳпӗнчӗ те аса илӗвӗсенче каллех хӑй тап-таса тухнӑ, анчах вӑхӑт шӑлса питӗрнӗ пурнӑҫ сукмакӗсем тӑрӑх аташса ҫӳреме пикенчӗ.

Григорий упал на нары, хотел еще блуждать в воспоминаниях по исхоженным, заросшим давностью тропам.

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Эпӗ халь анне патӗнче пурӑнатӑп, ун патне куҫрӑм, — пӳлӗнсе сывласа, ачасене хӑлхаран пӑшӑлтатать Ланкина, пуҫне путмар ҫинчен усса, вӗсен пичӗсем ҫине тӗттӗмре вӗри куҫҫуль тумламӗсем юхтарать.

— Я теперь у мамы живу, к ней перебралась, — с придыханием шептала на ухо мальчикам Ланкина, свешиваясь с нар и роняя в темноте на их лица тяжелые катышки слез.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Вӗсем унӑн путмар сакки патнелле шуса пычӗҫ те, Ланкина вӗсем патнелле усӑнса, илтӗнми йӗрсе, пиччӗшӗ мӗнле вилни ҫинчен каласа пачӗ.

Они подползли к ее нарам, и Любовь Евграфовна, свесившись к ним, заливаясь беззвучными слезами, рассказала пионерам о том, как погиб ее брат.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Асламӑшӗ ӑна бамбукран тунӑ путмар ҫине майласа вырттаратчӗ те, юнашар ларса, нумай-нумай тӗлӗнмелле халап ярса кӑтартатчӗ.

укладывался на плетеный из бамбука диван, а бабушка садилась рядом, рассказывала ему интересные сказки и предания.

Йӑлтӑр ҫутӑ // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 67–76 стр.

Хӗле кӗнӗ ҫӗре сана ӑшӑ будка туса парӑпӑр, унта тимӗр кӑмака лартӑпӑр, путмар тӑвӑпӑр, кӗлле тӑхӑнма кӗрӗк пиншак, тӑлӑп, ҫӑматӑ хатӗрлӗпӗр.

Построим тебе теплую будку к зиме, поставим в ней чугунку, топчан сделаем, а тебе в зиму справим полушубок, тулуп, валенки.

XXIX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Шӑрчӑк ҫавӑн пек чӗриклетнӗ чухне Алексее такам, путмар сакки ҫинче пытанса, шӑлӗсемпе минтерӗ ҫыртса шӑппӑн макӑрнӑ пек илтӗннӗ.

Когда сверчок так пилил, казалось Алексею, что слышит он, как кто-то тихонько плачет на нарах, хоронясь и закусив зубами подушку.

15 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Будкӑра никам та ҫукчӗ, арҫын сассисем тулта та илтӗнместчӗҫ, сухаҫсем пурте йӑранраччӗ ӗнтӗ, сарлака путмар ҫинче Давыдов пӗчченех йӑвӑланса выртатчӗ.

В будке никого не было, снаружи не доносились мужские голоса, все пахари находились уже в борозде, один Давыдов отлеживался на просторных нарах.

VII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней