Поиск
Шырав ĕçĕ:
1. Эпӗ хам та кӗтӳҫӗ, Христос асапланнине курнӑ ҫын, килес мухтава пая кӗмелли ҫын, эпӗ халӗ сирӗн кӗтӳҫӗрсене тархаслатӑп: 2. Турӑ хӑвӑра шанса панӑ кӗтӗве тимлӗн пӑхӑр, тивӗҫлипе мар, чӗрӗр хушнипе Турра юрӑхлӑ тӑрӑшӑр уншӑн; ирсӗр пайташӑн мар, усӑ кӳресшӗн пӑхӑр ӑна; 3. Турра тивӗҫлӗ кӗтӗве пусмӑрласа ан пурӑнӑр, сирӗнтен курса вӑл ырра вӗренсе пытӑр; 4. кӗтӳҫӗсенӗн Пуҫлӑхӗ килсессӗн сире вара ӗмӗрлӗхе мухтава кӑларӗ.
1 Пет 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эпӗ вӗсем урлӑ ҫак тӗнчен юлашки вӑхӑчӗ ҫиттӗр тенӗччӗ, 40. эсӗ, ҫавсенчен тӑваттӑмӗшӗ, килтӗн те малтан пулнӑ чӗрчунсене пурне те ҫӗнтертӗн, тӗнчене, пӗтӗм тӗнчене йӑлт чӗтреве ӳкерсе тытса тӑтӑн — хӑвна пӑхӑнса тӑракансене хаяр пусмӑрласа, пӗтӗмпе хӗсӗрлесе ҫитертӗн, нумай хушӑ ҫӗр ҫинче ултавпа пурӑнтӑн.
3 Езд 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Вӑл пӗтӗм ҫӗре ярса илчӗ, ҫӗр ҫинче пурӑнакансене хаяррӑн пусмӑрласа хуҫаланчӗ — ҫӗр чӑмӑрӗ ҫинче вӑл унччен пулнӑ пур ҫунатран та ытларах вӑхӑт хушши влаҫ тытса тӑчӗ.
3 Езд 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
58. Хулара тӗл пулакан израильсене вӗсем кашни уйӑхрах пӗр шелсӗр пусмӑрласа тӑнӑ.58. С таким насилием поступали они с Израильтянами, приходившими каждый месяц в города.
1 Мак 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Вӗсем тӗрӗс пурӑнма пӗлмеҫҫӗ, тет Ҫӳлхуҫа: пусмӑрласа, ҫаратса хӑйсен керменӗсене мул пухаҫҫӗ.
Ам 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Хӑвна пусмӑрласа тӑнисен ывӑлӗсем сан патна пӗр хирӗҫмесӗр килӗҫ, санран мӑшкӑлласа кулнисем пурте санӑн уру умне ӳкӗҫ, сана Ҫӳлхуҫа хули, Израиль Святойӗн Сионӗ тейӗҫ.
Ис 60 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Пусмӑрласа илнине ан шанӑр, ҫаратса тупнипе ан мухтанӑр; мул пухӑнса пынине чӗре патне ан илӗр.
Пс 61 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Ҫыннӑн асаппа пухӑннӑ мулне ҫӑтса яраймӗ, каялла тавӑрса парӗ; пурлӑхне кура тавӑру пулӗ, савӑнсах тӑраймӗ: 19. вӑл ҫынна пусмӑрласа пурӑннӑ, чухӑнсене пуш алӑпа янӑ, ҫын лартнӑ ҫурт-йӗре турта-турта илнӗ; 20. унӑн хырӑмӗ тӑрана пӗлмен, ӗмӗтсӗрскер, ниме те уяса тӑман вӑл.
Иов 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Самуил халӑха Массифӑна Ҫӳлхуҫа патне пуҫтарнӑ та 18. Израиль ывӑлӗсене каланӑ: Израилӗн Ҫӳлхуҫа Турри ҫапла калать: Эпӗ Израиле Египетран илсе тухрӑм, сире Египет ҫыннисен аллинчен тата хӑвӑра пусмӑрласа тӑнӑ мӗнпур патшалӑхсен аллинчен хӑтартӑм.
1 Пат 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Вара Иудея ҫуннисем, виҫӗ пин ҫын, Етам чул ту хӑвӑлӗ патне кайнӑ та Самсона каланӑ: эсӗ пире филистимсем пусмӑрласа тӑнине пӗлместӗн-им? эсӗ пире мӗн кӑтартрӑн? тенӗ.
Тӳре 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ун чухне филистимсем Израиле пусмӑрласа тӑнӑ.
Тӳре 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.