Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

карт сăмах пирĕн базăра пур.
карт (тĕпĕ: карт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Георги ун патне пырсан, вӑл карт! сикрӗ те намӑсланнӑн йӑл кулса илчӗ.

Помоги переводом

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

— Атя, атя хӑвӑртрах — терӗ хайхискер, мана ҫанӑран карт! туртса.

Помоги переводом

Ҫул юлташӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 3–18 с.

Чӗкеҫ ӑна карт! туртрӗ те хӑй енне ҫавӑрса тӑратрӗ.

Помоги переводом

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

Хапха умне ҫитсен, Павӑл тепӗр самант пуҫне усса тӑчӗ, унтан сӑлӑпа карт! туртрӗ те хапхана яр! уҫса ячӗ, хӑй лаҫӑ умӗнчи каска ҫине кайса ларчӗ.

Помоги переводом

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

Тимуш ӳппӗн-тӗппӗн кӗлете кӗрсе тӑчӗ те чаршава карт! туртрӗ.

Помоги переводом

V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Хӑрах аллипе карт! туртса илчӗ Энтри Тимуша, тепринпе, кире пуканӗ пек чӑмӑрӗпе, янахран тӑрӑслаттарчӗ ӑна, ҫул айккине сирпӗтрӗ.

Помоги переводом

V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Тимуш ӳт-пӗвӗ карт! туртӑнчӗ.

Помоги переводом

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Сиксе тӑчӗ те сумкине карт! туртса илчӗ сӗтел ҫинчен, каллех шач! хучӗ, каллех ларчӗ.

Помоги переводом

XXX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Павлик пуҫне хулпуҫҫи хушшине чикрӗ те сӑмси ҫинче карт палӑриччен куҫне хӗсрӗ.

Павлик втянул голову в плечи и зажмурился так, что на носу появились складки.

Павлик // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/601

— Инесса арҫынна аллинчен карт! туртрӗ, хӑйӗнпе юнашар диван ҫине лартрӗ, ыталаса илчӗ.

Помоги переводом

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Таранов карт сикрӗ, хӑйне асӑрхаттарнине туйса тӳрех урайнелле куҫ ывӑтрӗ.

Помоги переводом

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Сулагаев хуларан килнӗ юлташӗн сӑмахне сӗтел хушшинче тӑп ларса канлӗн тӑнлама тӳсӗмлӗх ҫитереймерӗ, ура ҫине тӑнӑскер, пӳлӗмре каллӗ-маллӗ кумрӗ, хӗрлӗ кӗреҫе сухалне хӑйпӑтса илеслех кӑрт та карт турткаларӗ, типсе ларнӑ пыр шӑтӑкне йӗпетмелӗх тенӗ пек пӑртак сӑмакун сыпса илчӗ:

Помоги переводом

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ҫӑва патне кайтӑр ку чиперкке тесе Таранов автобуссем чарӑнмалли вырӑн еннелле утма хатӗрленнӗччӗ ҫеҫ — ӑна палланӑ сасӑ карт! сиктерчӗ.

Помоги переводом

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Карт пур-и сан?

– Карты у тебя есть?

Пӗлес килет // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/578

Тем пулнӑн: савнийӗн кӑкӑрӗнчи кӑвак ҫӗмрене ярса тытрӗ те карт! туртса кӑларчӗ, унтан ӑна икӗ аллипе ярса тытрӗ, чӗркуҫҫийӗ ҫине ҫапса ҫурмаран хуҫрӗ, икӗ хуҫӑкне те ҫӗре пӑрахрӗ.

Помоги переводом

Сутӑнчӑк шӑпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Старикпе ун юлташӗсем патне чуптарса ҫитрӗ те ҫакскер, чӗлпӗрне карт турттарса, утне тытса чарчӗ.

Помоги переводом

Шикли шикленнӗ — кӗрӗк пӗркеннӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ик аллине ик еннелле карт! туртрӗ.

Помоги переводом

Тӑшманӑмӑн тӑшманӗ — манӑн тус // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Укаслу пӗшкӗнсе ларса, карт! туртӑнчӗ те ун аллинчен вӗҫерӗнчӗ, вӑрман еннелле чупса кайрӗ.

Помоги переводом

Эпрахиль юпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Карт-очко вӑййинче ҫеҫ манӑн ӑнӑҫу ҫук: кашнинчех мана шӑвӑҫ чуманпа лартса яраҫҫӗ карт вӑйӑҫисем, аялти йӗмех хывса илеҫҫӗ, шӗврексем, шульӑксем!

Помоги переводом

Кулӑш инкекӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 170–180 с.

Унтан чӑваш чӗлхи «пӗрнин хуппине» те чурӑссӑн карт! туртса уҫрӗ:

Помоги переводом

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней