Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

исленнӗ (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анчах ҫав вӑхӑтрах: ҫултан инҫетре те мар, ҫынсем пӗр-пӗрне ним маршӑн тарӑхса, тӗрмешме тытӑннӑ; вӗсем витӗрех ҫумӑрпа исленнӗ, йӑл илсе пӗтӗленнӗ шыҫмак ҫӗре хӑйсен юнӗпе шӑварса пӗветме хатӗрленеҫҫӗ.

А неподалеку от дороги в бестолковой злобе топтались люди, готовились кровью своей травить сытую от дождей, обсемененную, тучную землю.

XXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ярӑмӗ-ярӑмӗпе йӗпе шӑрҫа ҫакса янӑн саркаланса ларать хӗрлӗ ҫырлаллӑ кӑпчанкӑ; ҫумӑрпа исленнӗ чавка пуҫӗ кӑпӑк пек шуррӑн курӑнса куҫа илӗртет.

Розовыми бусами мокрела на кустах волчья ягода, омытые дождем, пенистые шапки девичьей кашки неотразимо сияли белизной.

XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Акӑ тата, хӗвел ҫаврӑнӑш чечеке ларать те, пӗтӗм Донӗпе ҫумӑрпа исленнӗ виноград тӗмӗсен шӑрши сарӑлать, — мӗн тери тӗмсӗлсе, хыпӑнса юратмастӑп-ши эп ӑна…

И вот еще, когда цветет подсолнух и над Доном пахнет смоченными дождем виноградниками, — так глубоко и больно люблю…

XI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Хыр йывӑҫҫисен ҫумӑрпа исленнӗ йӗпписем шӑши вучӗ пек йӑлтӑртатса илчӗҫ.

Фосфорически блеснули мокрые иглы сосен.

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Пӗр типӗ вырӑн юлми исленнӗ ҫынсем, чунӗсем кӳтсе ҫитнипе, хаяррӑн утаҫҫӗ.

Люди шли промокшие, озлобленные.

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Унӑн кӗпепе тачӑ туртӑнса тӑракан ҫурӑмӗ; лаптӑмӑн-лаптӑмӑн тарпа исленнӗ.

Согнутая спина его, с плотно прилипшей рубахой, темнела мокрыми пятнами.

9 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Икӗ айккипе те ҫумӑрпа исленнӗ утӑ капанӗсем вӗлтлетсе юлаҫҫӗ, йӗпе курӑк ҫине пуса-пуса илекен лаша урисем тӳплетни: «Ан ӑсат мана, ан ӑсат…» — тесе каланӑн туйӑнать.

По бокам мелькали зализанные дождем копенки, а глухой стук копыт о влажную траву как бы выговаривал: «Не мучай меня, не мучай меня».

III // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Исленнӗ кӗпи тӗреклӗ хулпуҫҫийӗсемпе сарлака кӑкӑрне ҫатах тытнӑ.

Мокрая рубаха обтянула его крутые плечи и широкую грудь.

IV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Кунта вӑл, вӗрипе исленнӗ ӳчӗ ҫине чӑлхине, йӗмне, кӗпине тӑхӑнма кансӗр пулин те, хӑвӑрт тумланчӗ; пушмакӗ хытса кайнӑ пек, тӑвӑр пек туйӑнать, аллинчи пӳрнисем кулӑшла тата — вӗҫӗсем шап-шурӑ, пушкӑрт мӑйӑрӗ пек пӗрӗнчӗк, кӑшӑркка.

Там он быстро оделся, хотя и чулки, и штанишки, и рубашки с трудом налезали на распаренное тело, ботинки показались грубыми и тесными, а пальцы рук стали смешные — с белыми кончиками, сморщенные, шершавые, как грецкие орехи.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Разметнов калинкке ҫине пырса уртӑнчӗ те пуҫне усрӗ, ҫурӑмӗ ҫинче кӑна хул калакӗсем чӗтренсе тӑчӗҫ: ватӑ Шалый, ҫатан ҫумне пырса, тайӑлса кайнӑ юман тӗкмене ним ӑнланмасӑр, урнӑ пек силлеме тытӑнчӗ, Демка Ушаков, айӑпа кӗнӗ шкул ачи пек, ампар стени ҫумне пырса ҫыпӑҫнӑ та ҫумӑрпа исленнӗ штукатурка тӑмне чӗрнипе тӑрмалать, пит ҫӑмартисем тӑрӑх юхса аннӑ куҫҫульне шӑлма та пӗлмест.

Размётнов стоял, навалившись грудью на калитку, свесив голову, и только крутые волны шевелили на его спине лопатки; старик Шалый, подойдя к плетню, в слепом, безрассудном бешенстве раскачивал покосившийся дубовый стоян; Демка Ушаков, почти вплотную прижавшись к стене амбара, как провинившийся школьник, ковырял ногтем обмытую дождями глину штукатурки и не вытирал катившихся по щекам слез.

XXIX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Юлашкинчен, ӑшӑпа пиҫсе ҫитнӗ, шыҫӑнса кайнӑ, тарпа йӗпенсе исленнӗ Ҫӑрттан мучи вӑранса кайрӗ те, тӑрса ларса, алтупанӗ айӗнчен хӗвел ҫине пӑхрӗ.

Под конец, измученный жарою, опухший, насквозь мокрый от пота, Щукарь проснулся, сел, из-под ладони взглянул на солнце и негодующе подумал:

XVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Пӗр лобогрейка иртсе кайрӗ, ун ҫинче улӑм шӗлепке тӑхӑннӑ мучи ларса пырать, кӗпи ҫурӑк, тарпа исленнӗ, пиртен ҫӗленӗ йӗмӗ урапа маҫӗпе вараланнӑ.

Прошла первая лобогрейка, на ней дед сидит в соломенной шляпе, в порватой, сопрелой от пота рубахе и в холщовых портках, измазанных коломазью.

IV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Вӑл хирти будкӑра выртса ҫывӑрчӗ те будка ҫине витнӗ тимӗр ҫилпе хӑнтӑртатнӑран, те ҫумӑрпа исленнӗ пальто типсе ҫитеймен пирки ҫӗрлехи сивӗ ҫапнӑран, те айне сарнӑ сурӑх тир кӗрӗкӗнче ҫав тери йышлӑн кӗшӗлтетекен пӑрҫасем ҫыртса аптӑратнӑран, час-часах вӑрана-вӑрана кайса тертленчӗ…

Он спал в полевой будке, часто просыпался, то ли оттого, что гремела под ветром железная крыша будки, то ли от полуночного холода, забиравшегося под не просохшее от дождя пальто, то ли от блох, густо населявших разостланную под ним овчинную шубу…

36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫакна каланипе пӗрлех вӑл Челкаш ури умне, ҫумӑрпа исленнӗ хӑйӑр ҫине чӗркуҫленсе, пуҫне ҫӗре пӗкрӗ.

И пал в ноги Челкаша на сырой песок, щедро поливаемый дождем.

III сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней