Поиск
Шырав ĕçĕ:
Пӑрсем хушшипе Петӗрпе Сергей кимӗпе ишсе пынине курсан, крыльца ҫине Тарье вӑркӑнса тухрӗ.
Ҫӑлӑнӑҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Шӑв-шава илтсе, сехри хӑпнӑ Тарье крыльца ҫине вӑркӑнса тухрӗ, ун-кун пӑхкаласа илчӗ, упӑшки ывӑлӗсене чиперех ертсе килнине курсан тин лӑштах пулчӗ…
Пӑр тапранчӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Ратниксен пӗр пайӗ крепоҫе вӑркӑнса кӗрсе кайма та пултаратчӗ-тӗр, анчах йыш сахалтарах пулнӑ пирки вӗсем нумайччен тытӑнса тӑраймарӗҫ.
14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Ухтиван ҫумнех хӑрах кӑҫат вӑркӑнса тухса ӳкрӗ.
Мултиер // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Вӗсем иккӗш те Ахтупайсен килне вӑркӑнса кӗчӗҫ, ятран чӗнсе амӑшӗпе хӗрне шырарӗҫ, анчах никам та сасӑ памарӗ.
14. Вырӑссем тухса кайсан // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Алманчӑ патне мӗнле чупса ҫитнине, кӗҫӗн алӑка яри уҫса ярса пӳрте мӗнле вӑркӑнса кӗнине Ахтупай тӗлӗкри пек ҫеҫ астурӗ.
4. Упа // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Унтан ача пӳлӗмне, ухмаха тухнӑ пек, вӑркӑнса кӗчӗ.
2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Чул хыҫҫӑн чул — вӑнт та вӑнт ҫех мунча кантӑкӗнчен вӑркӑнса кӗрсе каяҫҫӗ чул муклашкисем.
6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Ҫырткаласа пӗтернӗ чӗрӗ хӑяр татки штатски тумтирлӗ ҫын картусӗ ҫумӗнчен вӑркӑнса иртсе кайрӗ.
V сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Гатт чавси лекнӗрен сиксе тухнипе вунӑ тоннӑллӑ чул катрамӗ уҫлӑхалла вӑркӑнса ҫӗкленчӗ; куҫ виҫейми таҫта ҫӳлте сывлӑш сӗртӗннипе хӗрсе метеор пек хыпса ҫулӑмланчӗ те ҫап-ҫутӑ тусанланса сапаланчӗ.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 119–131 с.
Вӑрмана каҫ сӗмӗ ҫапнӑ пулин те, вӑл ҫатра тӗмсем хушшипе ҫырманалла вӑркӑнса анакан юлташӗсене те, леш енчен хирӗҫ йӑпшӑнса тухакан милиционерсене те асӑрхама ӗлкӗрчӗ.
4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Крапивин хӑй те утарҫа асӑрхарӗ ӗнтӗ, аллинчи револьверне тӗллемесӗрех умлӑн-хыҫлӑн виҫҫӗ-тӑваттӑ кӗрслеттерчӗ, ӑна, ҫывӑхрахскере, лектерчӗ курӑнать, лешӗ ҫырмана, ҫатра хушшине, пуҫхӗрлӗ вӑркӑнса анчӗ.
3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Нумай хатӑсем кӑнтӑр шӑрӑхӗнче, ҫурта пек, тӗтӗмсӗр, тӗлкӗшсе ҫунса лараҫҫӗ, вӗсенчен ҫунакан улӑм чӑмакисем ҫӗкленеҫҫӗ, кӑвакарчӑнсем вӑркӑнса хӑпарса пушар тӗлӗнче явӑнаҫҫӗ.
1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Сасартӑк, ҫуначӗсемпе хӑлаҫланса, урам тӑрӑх автан вӑркӑнса иртсе кайрӗ.
9 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Сухал уссийӗсем тӑрмакланса кайнӑ, пуҫне ҫыхса лартнӑ Гостемилов командарм вагонне вӑркӑнса кӗрет.Гостемилов со взъерошенными усами, с обвязанной головой, ворвался в вагон командарма.
8 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Калла таракансем хушшине лӑпсӑркка лаша утланнӑ Ворошилов вӑркӑнса пырса кӗрет, вӑл салтаксене хулӗсенчен тыта-тыта чарать, лашипе тӗрткелет, наганӗпе сулласа кӑшкӑрать, хӑйӗн хӗрсе кайнипе — куҫӗсем ҫап-ҫавракан чарӑлса кайнӑ, сӑнӗ хӑрушӑ, ҫӗлӗкӗ таҫта сирпӗнсе юлнӑ.
3 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Ҫунса выртакан вут ӑшне такшин йӑтса пынӑ ылттӑнлатнӑ пукан вӑркӑнса ӳкет те, ҫӳлелле вут-хӗм пӗрӗхсе сирпӗнет.В костер летел кем-то принесенный золоченый стул, высоко взметывая искры.
6 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Тухнӑ чух вӑл каллех пуҫӗпе алӑк каштине ҫапӑнчӗ, вара, ҫав тери тарӑхса ҫитнипе, алӑка урипе питӗ хытӑ тапрӗ те, алӑк петлӗрен вӗҫерӗнсе килхушинелле вӑркӑнса тухса ӳкрӗ.
1 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Илюха кӗҫех бутылка пек ҫӗнӗ граната йӑтса вӑркӑнса ҫитрӗ.
2 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Тулалла вӑркӑнса тухнӑ Васька алӑка вӑрӑм ҫекӗлпе ҫаклатса лартрӗ.
4 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.