Поиск
Шырав ĕçĕ:
Чӑваш Енри Телейлӗ ачалӑх ҫулӗнче тата Раҫҫейри Педагогпа наставник ҫулталӑкӗнче эпир питӗ нумай турӑмӑр.В Год счастливого детства в Чувашии и Год педагога и наставника в России мы сделали очень много.
Олег Николаев Ҫӗнӗ Ҫул ячӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/12/30/ole ... ovim-godom
Ачалӑх
Пурнӑҫ ҫулӗ тикӗс мар // Надежда СЕМЕНОВА. http://kasalen.ru/2023/12/22/%d0%bf%d1%8 ... %b0%d1%80/
Питӗ тӗтреллӗ курӑнать ҫав манӑҫа пуҫланӑ ачалӑх.
Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Ун ҫинчен те ачалӑх куҫӗ витӗр сахал мар ҫырӑнчӗ.
Пӳркел Шӳрелӗсен талпӑнуллӑ ӳсӗмӗ // Витатий Станьял. https://chuvash.org/news/36895.html
Ачалӑх савӑнӑҫӗ, ырӑ та асран кайми кунсем…
Вӑрманхӗрри Шӑхаль. Вӑта касӑм, Вӑта кас // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 95–102 с.
Вӑл ачалӑх асамлӑхӗнче чылай пысӑк вырӑн йышӑнать.
Вӑрманхӗрри Шӑхаль. Вӑта касӑм, Вӑта кас // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 95–102 с.
Ачалӑх вӑхӑчӗ асамлӑ, телейлӗ иртсе кайрӗ.
Пирӗн урам тӑвалла // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 73–90 с.
Ҫӗнӗ кас ачалӑх вӑхӑтӗнче пирӗншӗн тертлӗ кас пулчӗ.
Пирӗн урам тӑвалла // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 73–90 с.
Ачалӑх социализмпа, ҫамрӑклӑх патшалӑх системи арканнӑ вӑхӑтпа тӳр килчӗ.
Пирӗн урам тӑвалла // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 73–90 с.
Ачалӑх тӗнчи ҫынна хӑйӗн тыткӑнӗнчен нихӑҫан та вӗҫертмест.
Пирӗн урам тӑвалла // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 73–90 с.
Пӗр ушкӑнӗ, ытларах хӗрарӑмсем, Венюк йӗри-тавра пуҫтарӑнса ларса унӑн пурнӑҫӗпе интересленеҫҫӗ: ашшӗ-амӑшӗ пирки, ачалӑх ҫинчен, Афганистанри хӗрӳ ҫапӑҫусем пирки, душмансемпе кӗрешнӗ чухне аманни ҫинчен ыйтса пӗлеҫҫӗ.
Шӑртлӑ сысна хӳри // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 4–18 с.
Ҫавӑнпах ӗнтӗ: «Ах, аттеҫӗм, аннеҫӗм, савнӑ тӑрӑх — ачалӑх, Ҫӗпӗр енче — аслӑ ҫул, анчах эпир пырас ҫул-йӗр мар» темелли ҫеҫ юлнӑ.
Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.
Шыва кайса килет-и, амӑшне пулӑшма пахчана кӗрет-и — пур ҫӗрте те ачалӑх палли куҫ умне тухать: кӗтӳ ансан ҫывӑхри ҫырмара ача-пӑча ӗнесем пӑхать.
Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.
Ачалӑх, такама тем парса ыйтсассӑн, тем чул пуянлӑх сӗнсессӗн те каялла таврӑнмасть.
Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.
… Эх, ӑҫта-ши ачалӑх кунӗсем?
Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.
Ирина ҫак кунран пуҫласа хӑй ҫӗр-ҫӗр ҫын сывлӑхӗшӗн те пурнӑҫӗшӗн яваплӑ пулса тӑнине ӑнланса илчӗ, савӑнӑҫлӑ ачалӑх кунран кун аяккарах та аяккарах тӑрса юлнине туйрӗ…
Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.
Ачалӑх кунӗсем тахҫанах манӑҫнӑ, тӗтре айӗнчи пек ҫухалнӑ.
Хӗр вӑрлани // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Ахӑртнех, тӑван килӗ, юратнӑ ашшӗ-амӑшӗ, ачалӑх ҫулӗсем, ҫемйи аса килсе чунӗсене ӑшӑтать пуль.
Вӑй паракан ҫырусем // Л.МИРОНОВА. https://putpobedy.ru/publikatsii/13456-v ... an-cyrusem
Кӑҫал Чӑваш Республикинче Телейлӗ ачалӑх, Раҫҫейре Педагог тата наставник ҫулталӑкӗсем.
Йывӑрлӑхсене ҫӗнтерсе пынӑ // Анна Ежергина. http://kasalen.ru/2023/12/01/%d0%b9%d1%8 ... %bd%d3%91/
Пирӗн ачалӑх вӑрҫӑ ҫулӗсене лекрӗ.
Йывӑрлӑхсене ҫӗнтерсе пынӑ // Анна Ежергина. http://kasalen.ru/2023/12/01/%d0%b9%d1%8 ... %bd%d3%91/