Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

аптӑраса (тĕпĕ: аптӑра) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫавӑнтах вӑл тӑп чарӑнчӗ, тӗлӗнсе-хӑраса кайнипе, тин ҫеҫ ҫиҫекен кӑмӑллӑ куллине ни пытарма, ни пӑрса яма аптӑраса тӑчӗ.

Помоги переводом

Пролог // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Лартӑм-лартӑм та, аптӑраса, хӗрринчи пешкӑна пӗр тӗллевсӗрех Игнат Васильевича илмелле лартса патӑм.

Помоги переводом

Шухӑшлама вӑхӑт пур // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 49–52 с.

Эп аптӑраса кайрӑм.

Помоги переводом

Малашнехи пурнӑҫ // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Эпир аптӑраса кайрӑмӑр, анчах пӗр сӑмахсӑрах тумлантӑмӑр та класа пуҫтарӑнтӑмӑр.

Помоги переводом

Хурлӑхлӑ кунсем // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Хӑпӑл-хапӑл курӑк татса килтӗм те мулӑма ниҫта пытарма аптӑраса ҫӳретӗп.

Помоги переводом

Сыв пул, ялӑм! // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Эпир кун пек калама вӗренмен, аптӑраса кайрӑмӑр.

Помоги переводом

Майӑн пӗрремӗшӗ // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Ну, юрӗ, ҫӳрех эппин хӑвӑн ҫулупа, — кӑмӑлӑм пӑртак сулхӑнланнипе ним калама аптӑраса ӑшӑма пушататӑп эпӗ.

Помоги переводом

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Малтанхи талккӑмра ывӑлӗпе кинӗ ашшӗне (Пурис амӑшӗ икӗ ҫул каяллах, пуҫ ҫаврӑннипе аптӑраса пурӑннӑскер, ҫӗре кӗнӗччӗ) чиперех пӑхкаланӑ пекки турӗҫ-ха, каярахпа ҫакӑ вӗсене йӑлӑхтарса ҫитерчӗ курӑнать.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Татах тӑркаларӗ вӑл ним тума аптӑраса, ҫитмӗл те ҫиччӗ виҫкелесе, вара туртине хатӑррӑн ҫавӑрчӗ те хӑй килнӗ ҫулпах каялла тапрӗ…

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Тимошӑпа Микола та сасартӑках ним калама аптӑраса чӗлхесӗрленчӗҫ.

Помоги переводом

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Йӗрес патнех ҫитнӗ Сима ниҫта кайма аптӑраса тӑчӗ.

Помоги переводом

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

— Хӑрамалла мар, Сима, хӑнӑхатӑн ак, — терӗ вӑл, ҫаплипех аптӑраса тӑракан хӗр ҫине ӑшшӑн пӑхса.

Помоги переводом

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Владимир Сергеевич пӗр хушӑ ним калама аптӑраса, иккӗленсе тӑчӗ, унтан аллине йывӑррӑн сулчӗ те хӗрӗпе юнашар пукан ҫине ларчӗ.

Помоги переводом

11 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Мучи ним тума аптӑраса шап-шурӑ сухалне пӗтӗркелеме пуҫларӗ (пӑлханнӑ чухне хӑй сисмесӗрех сухалне пӗтӗрме, чӗпӗтсе туртма тытӑнать вӑл), унтан кутамккине ҫӗклесе сӗтел ҫине ялти кучченеҫсем кӑларса хучӗ.

Помоги переводом

Кӑмӑл улшӑнчӗ // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 90–95 с.

Ираида Васильевна пӗр хушӑ аптӑраса тӑчӗ, унтан ҫаплах алӑ ҫупакан халӑх умне тухса пуҫ тайса тав турӗ те чӑрӑша ҫутатса ячӗ.

Помоги переводом

XII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Чирлӗ ҫын тухтӑра хӑй хӑҫан тата мӗнле аптӑраса ӳкни ҫинчен пӗлтерчӗ.

Помоги переводом

X // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Хунеме чирлекелетчӗ-ха, каллех аптӑраса ӳкмерӗ пулӗ те?

Помоги переводом

VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Марине аптӑраса ӳкрӗ, калас тенӗ сӑмахӗ пыра тӑрӑнчӗ.

Помоги переводом

Тӳме // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 83-84 с.

Шурса кайнӑ, тарӑн йӗрсемпе пӗркеленсе пӗтнӗ пит-куҫлӑ, кӑвак ҫӳҫлӗ хӗрарӑм, пурне те хӑй куҫӗсемпе курасшӑн ҫунаканскер, ҫынсен ушкӑнӗ витӗр тухаймасӑр, пӗчӗк ача пек ниҫталла кайма аптӑраса пӗр вырӑнта тӑчӗ.

Седая женщина с бледным, изборожденным глубокими морщинами лицом беспомощно, точно ребенок, топталась на месте, не в силах пробиться сквозь толпу, увидеть все собственными глазами.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Хородничану столовӑй кӗтессинче ним тума пӗлмесӗр аптӑраса тӑрать.

Хородничану томился в углу столовой.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней