Поиск
Шырав ĕçĕ:
Вӑл политика тӗлӗшпе ҫивӗч ӑслӑ темиҫе памфлет ҫырнӑ та хӑй ала пусмасӑрах вӗсене кӑларса янӑ.Не подписывая своего имени, он выпустил несколько остроумных политических памфлетов.
1 // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с. — 335–353 с.
Пирӗннисем малтан пӑравус тӑрӑх кастарса илеҫҫӗ, унӑн пӑс хуранне пульӑсемпе ала пек шӑтарса пӗтереҫҫӗ.
Шерепе // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
Нюша пӗрре те ютшӑнман, пурне те: «Шывӑ-и?», тесе ала парса ҫаврӑннӑ.Нюша держалась уверенно, каждому пожала руку и сказала: — Ждраштвуйте!
Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Рысс Е. Хӗрача ашшӗне шырать: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 140 с.
Сӑмахран, вилӗ ала тата мачта ҫумне пӑталанӑ капитан ҫинчен Гауф ҫырнӑ юмаха: ҫамка витӗр пӑта ҫапни ҫинчен вуланӑ-и?Например, сказки Гауфа о мертвой руке и о капитане, прибитом к мачте: гвоздь сквозь лоб. Читали?
XVIII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
— Ала пус, ҫӗнӗрен килнӗ ҫын.
XXXI сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
(Залра хаваслӑн шавласа илеҫҫӗ, тӑвӑллӑн ала ҫупаҫҫӗ.)
V // И. Кузнецов, А. Золотов, П. Иванов. Сталин, Иосиф Виссарионович. ССР Союзӗн Конституци проекчӗ ҫинчен : (Пӗтӗм Союзри Советсен Чрезвычайлӑ VIII съездӗнче 1936 ҫ. ноябрӗн 25-мӗшӗнче тунӑ доклад) / И. В. Сталин ; Г. А. Молостовкин куҫарнӑ. - Шупашкар : Чӑваш АССР государство издательстви, 1936. — 58 с.
(Пурте кулаҫҫӗ ала ҫупаҫҫӗ.)
V // И. Кузнецов, А. Золотов, П. Иванов. Сталин, Иосиф Виссарионович. ССР Союзӗн Конституци проекчӗ ҫинчен : (Пӗтӗм Союзри Советсен Чрезвычайлӑ VIII съездӗнче 1936 ҫ. ноябрӗн 25-мӗшӗнче тунӑ доклад) / И. В. Сталин ; Г. А. Молостовкин куҫарнӑ. - Шупашкар : Чӑваш АССР государство издательстви, 1936. — 58 с.
Чӑн та сап-сарлака, ала пысӑкӑш ҫупах лекнӗ-мӗн.
VII сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Халӑх ала ҫупса ячӗ, йӗкӗтсене ырласа кӑшкӑрни илтӗнет, лешсем пуҫӗсене тая-тая ункӑран тухаҫҫӗ.Под дружные хлопки и весёлые возгласы пареньки усердно раскланялись и удалились.
Тӗлӗк // Николай Евстафьев. Баныкин, В. И. Чапаев ҫинчен: калавсем; Н. Евстафьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 128 с.
Пӳрт тӑрри ала пекех шӑтӑк-шатӑк пулнӑ, кӗркуннехи сивӗ ҫумӑр ҫунӑ.
I // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Спартак аллинчи питлӗх ала пек шӑтса пӗтрӗ.
XXII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Ӑна та ала пек тунӑ, ун ӑшӗнче темскер курӑнать.
Сӗрекене мӗнле пулӑ кӗнӗ // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.
Эпӗ, хӗпӗртенипе, ала ҫупа-ҫупа кӑшкӑрса ятӑм: — Ай, ай, асанне! Ай-ай, асанне! — терӗм.Я обрадовался и стал хлопать в ладоши и кричать: — Ай, бабушка! Ай, бабушка!
Асанне хваттерӗнче // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.
Спартакӑн куҫҫулӗ те курӑнчӗ; тусне ала парса, вӑл уйрӑлчӗ.Слезы показались на глазах Спартака и, пожав руку друга, он сказал:
X сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Вӑл часах ҫичӗ самнитран пӗрне чиксе пӑрахрӗ, Цирк ала ҫупса ӑна мухтарӗ.
II сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Пӗлмест тетӗн пуль те, пӗлетӗп эп, ала хӑлха, Иван Гаврилович хӗрӗпе, ҫӗвек тута-Нинӑпа эс мӗнсем хӑтланса ҫӳренисене.
7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
— Люкран сикес умӗн вӑл Каменевпа иксӗмӗре ала пачӗ те «Тепре куриччен!» тесе хӑварчӗ.— Перед тем как выброситься в люк, он протянул руку мне и Каменеву и сказал: «До скорого свидания!»
1 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
— Ҫапла, тусӑмсем, вӑт мӗн тума ӑс ҫитерчӗ сирӗн старикӗр, — вӗҫлерӗ хӑй сӑмахне атте, хӗрелсе, ӳсӗркелесе, мана тата Володьӑна ала парса.
XXXV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Акӑ кӑмака ҫумӗнчи выртмалли вырӑн, ун ҫинче утюг, хулӑн хытӑ хутран тунӑ катӑк сӑмсаллӑ пукане, пӗчӗк лаххан, ала ҫумалли чӑм лараҫҫӗ; акӑ чӳрече, ун ҫинче хура ӑвӑс татӑкӗ, пурҫӑн ҫип ҫӑмхи, пӗр вӗҫӗнчен ҫыртса илнӗ симӗс хӑяр, канфет коробки ним йӗркесӗр сапаланса выртаҫҫӗ, акӑ пысӑк хӗрле сӗтел, ун ҫинче, ҫӗлемелли япала урлӑ, йӗри-тавра ҫитсапа ҫӗлесе ҫаврӑннӑ кирпӗч выртать, ку сӗтел хушшинче вӑл ларать, хӑй эпӗ юратакан кӗрен пир кӗпине тӑхӑннӑ, мана уйрӑмах илӗртекен виҫ кӗтеслӗ сенкер тутӑрне ҫыхнӑ.
XVIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Тепӗр самантран хӗвелӗн хӑюсӑр пайӑрки ҫул ҫинчи шыв кӳлленчӗкӗсенче, ала витӗр тӑкӑннӑ пек тӳрӗ ҫӑвакан вӗтӗ ҫумӑр ярӑмӗсенче, ҫул хӗрринчи ҫӑвӑнса тасалнӑ симӗс курӑк ҫинче йӑлтӑртатса выляма тытӑнчӗ.
II сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.