Поиск
Шырав ĕçĕ:
9. Тавӑратӑпах вӗсене, айӑпсӑр юнне тӑкнисене Хам патӑма илӗп, тет Ҫӳлхуҫа.9. Отмщу им, говорит Господь, и возьму от них к Себе всякую кровь неповинную.
3 Езд 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Ҫак сӑмахсем патшана питех те тарӑхтарса янӑ, — ӗнтӗ Турӑ ҫапла тунипе вӑл мӗн шухӑшласа хуни пӗтӗмпех арпашӑнса кайнӑ, — патша вара куҫӗсене ялкӑштарса юнавлӑн каланӑ: 21. эхер те санӑн аҫу-аннӳ е ачу-пӑчу пулнӑ пулсассӑн, вӗсем пӗр айӑпсӑр иудейсем вырӑнне — маншӑн та, манӑн аттесемшӗн те яланах шанчӑклӑ пулнӑ ҫынсем вырӑнне — тискер кайӑкшӑн пехетлӗ апат пулатчӗҫ.
3 Мак 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Хулара пурӑннӑ эллинсем, нихӑҫан та хӑйсене иудейсем кӳрентернине курманскерсем, ҫак ҫынсене хирӗҫ кӗтмен ҫӗртен пӑлхав ҫӗкленнине, вӗсене хирӗҫ сасартӑках темӗн чухлӗ халӑх пуҫтарӑннине курсассӑн, патша хушнине хирӗҫ каяйманнипе иудейсене пулӑшма пултарайман пулсассӑн та, вӗсене лӑплантарнӑ, вӗсемшӗн пӑшӑрханнӑ, ӗҫ-пуҫ улӑшӑнасса шанса тӑнӑ: 6. ара, ҫавӑн чухлӗ халӑха, пӗр айӑпсӑр халӑха, нимӗн вырӑнне те хумасӑр тӑма юрамастех-ҫке.
3 Мак 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Вӗсем ӗнтӗ Ҫӳлхуҫана халӑха, пурте хӗсӗрлекен халӑха, хӗрхенме, йӗркесӗр ҫынсем ирсӗрлесе хӑварнӑ Турӑ Ҫуртне хӳтӗлеме тархасланӑ; 3. аркатса тӑкнӑ, ҫӗрпе танлашас вӗҫнех ҫитнӗ хулана каҫарма, Хӑйне чӗнсе кӑшкӑракан юн сассине илтме, 4. айӑпсӑр кӑкӑр ачисене тискеррӗн вӗлернине тата Хӑйӗн ятне хурланине аса илме, Хӑйӗн ҫиллине усал ҫынсем ҫине яма тархасланӑ.
2 Мак 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
48. Хулана, халӑха тата Турӑ Ҫурчӗн савӑчӗсене хӳтӗлесе калаҫнӑ ҫынсем ҫапла кӗҫех пӗр айӑпсӑр пӗтнӗ.48. Так скоро понесли неправедную казнь говорившие в защиту города, народа и священных сосудов.
2 Мак 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
36. Патша Килики ҫӗршывӗсенчен таврӑнсассӑн, хулара пулнӑ иудейсем тарӑхса ҫитнӗ эллинсемпе пӗрле ӑна Онияна айӑпсӑр вӗлерни ҫинчен пӗлтернӗ.
2 Мак 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Вӗсем хапхасене ҫунтарса ячӗҫ, айӑпсӑр юн тӑкрӗҫ.
2 Мак 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
60. Хӑй айӑпсӑр пулнӑран Даниил арӑслансен ҫӑварӗнчен сыхланса юлнӑ.
1 Мак 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
37. Вӗсем Турӑ Ҫурчӗ таврашӗнче айӑпсӑр юн тӑкнӑ, ҫапла сӑваплӑ Ҫурта ирсӗрлесе тӑнӑ.37. Они проливали невинную кровь вокруг святилища и оскверняли святилище.
1 Мак 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Хӑйӗн кӗтӗвӗнче айӑпсӑр аҫа выльӑх пур ҫинчех, хӑй тупа тунӑ ҫинчех Ҫӳлхуҫана парне кӳме пӑсӑккине илсе пыракан ултавҫӑ ылханлӑ: Эпӗ — аслӑ Патша, халӑхсем хушшинче Манӑн ятӑм хӑрушӑ.
Мал 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Вара вӗсем Ҫӳлхуҫана тархасласа каланӑ: эй Ҫӳлхуҫа, Сана йӑлӑнатпӑр, пирӗн ҫак ҫын чунӗшӗн пӗтес марччӗ, унӑн айӑпсӑр юнӗ пирӗн ҫинче ан шутлантӑр: эй Ҫӳлхуҫа, Эсӗ Хӑвна мӗн кирлине тунӑ, тенӗ.
Иона 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Иуда ывӑлӗсене хӑйсен ҫӗрӗнче хӗснӗшӗн, айӑпсӑр юн юхтарнӑшӑн Египет пушхир пулса тӑрӗ, Эдом ҫара ҫеҫенхир пулса юлӗ.
Иоиль 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
60. Вара, Хӑйне ӗненекенсене ҫӑлакан Турра мухтаса, ҫавӑнта пухӑннӑ пӗтӗм халӑх хыттӑн кӑшкӑрса янӑ, 61. ҫав икӗ пуҫлӑха хирӗҫ ҫӗкленнӗ, мӗншӗн тесессӗн Даниил вӗсене хӑйсем каланӑ сӑмахӗсемпех тӑрӑ шыв ҫине кӑларнӑ, вӗсем суя кӳнтеленине кӑтартса панӑ; 62. вӗсем хӑйсен ҫывӑх ҫыннине мӗн суннӑ — вӗсене хӑйсене те ҫаплах тунӑ, Моисей саккунӗпе килӗшӳллӗн, вӗсене вӗлернӗ; ӗнтӗ ҫав кунхине айӑпсӑр юна ҫӑлса хӑварнӑ.
Дан 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
43. Вӗсем мана хирӗҫ суя кӳнтеленине Эсӗ пӗлетӗн, эпӗ акӑ ҫак ҫынсем мана хирӗҫ усал шухӑш тытнине кура пӗр айӑпсӑр вилетӗп, тенӗ.
Дан 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Пӗтӗмӗшпе ҫунтарса памалли парнене Ҫӳлхуҫана кашни кун пӗр ҫулхи айӑпсӑр путек кӳрсе тӑр, ӑна ирсерен кӳрсе тӑр.
Иез 46 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Ҫак уяв кунӗсенче, ҫичӗ кун хушши, кашни кун унӑн пӗтӗмӗшпе ҫунтарса паракан парнене ҫичӗ пӑру тата айӑпсӑр ҫичӗ сурӑх таки кӳмелле, ҫылӑх парнине унӑн кашни кун качака кӗтӗвӗнчен пӗр качака таки кӳмелле.
Иез 45 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: малтанхи уйӑхра, уйӑхӑн пӗрремӗш кунӗнче, вӑкӑр кӗтӗвӗнчен айӑпсӑр пӑру ил те Турӑ Ҫуртне тасат.
Иез 45 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Ҫичӗ кун хушши ҫылӑх парни, кунне пӗр качака таки, парса тӑр; ҫавӑн пекех вӑкӑр кӗтӗвӗнчен пӗр пӑру, сурӑх кӗтӗвӗнчен айӑпсӑр пӗр сурӑх таки парса тӑччӑр.
Иез 43 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Тепӗр кунне ҫылӑхшӑн кӳрекен парне валли качака кӗтӗвӗнчен айӑпсӑр пӗр качака таки илсе кил, парне вырӑнне пӑрупа тасатнӑ пек тасатчӑр.
Иез 43 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Иеремия мӗнпур пуҫлӑха, пӗтӗм халӑха ҫапла каланӑ: Ҫӳлхуҫа мана ҫак Ҫурта хирӗҫ, ҫак хулана хирӗҫ пророкла калама ячӗ — вӑл сӑмахсене эсир йӑлтах илтрӗр; 13. ӗнтӗ хӑвӑрӑн ҫулӑрсене, хӑвӑрӑн ӗҫӗрсене тӳрлетӗр, Ҫӳлхуҫа Туррӑр сӑмахне итлӗр, Ҫӳлхуҫа вара Хӑйӗн шухӑшне улӑштарӗ, сире пӗлтерсе хунӑ инкеке чарса лартӗ; 14. мана илес пулсан вара, акӑ эпӗ сирӗн аллӑрта; хӑвӑр мӗн лайӑх та тӗрӗс тесе шутлатӑр, манпа ҫавна тӑвӑр; 15. ҫакна ҫеҫ ҫирӗп пӗлсе тӑрӑр: мана вӗлерес пулсассӑн, айӑпсӑр юн тӑкнӑшӑн явапне хӑвӑр ҫине, ҫак хула ҫине, хула ҫыннисем ҫине илетӗр; ҫав пӗтӗм сӑмаха сире хӑлхӑртанах калама мана чӑн-чӑнах Ҫӳлхуҫа ячӗ, тенӗ.
Иер 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.