Поиск
Шырав ĕçĕ:
— Ҫак ырӑ хуҫа явап тытать, — Варрен Дюрок ҫине пӳрнипе тӗллесе кӑтартрӗ, янах айӗнчен тепӗр аллипе сӑтӑркалать, мӗншӗн тесен вӑраха кайнӑ шӑплӑха тӳсме май ҫук.
X // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
— Чухламарӑм, илтрӗм, — терӗ сарлака янах шӑммиллӗ ҫак хӗр (вӑл: «Молли — эпӗ, сире мӗнне пулӑшайӑп?» — тесен тунсӑха пула эпӗ мӗкӗрсе ямах хатӗрччӗ ӗнтӗ); эрешмен картине тытнӑн — аллисемпе хӑйӗн умӗнче хӑлаҫланать.
VIII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Вӑл шӑмӑ сыпписене хӗскӗчпе туртать, янах шӑммине анаслупа ҫӗмӗрет; тата пылаклӑх, шӑм-шакра канман-пусӑрӑнман пылаклӑх талккӑшпех йӑваланать-пӑчӑртанать.
VII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Ассунта юбкине чӗр куҫҫисем тавра пӑчӑртаса тытнӑ, вӗсенчен янах айӗпе тӗревленнӗ.Ассунта обтянула юбку вокруг колен, прижимаясь к ним подбородком.
V. Шӑплӑх // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 383–426 с.
Ҫавра куҫӗсем, пӗкӗ евӗр авӑнчӑк ҫӳллӗ харшисем, ҫаврашка шуранка ҫӑварӗ, ҫавра хӑлхисемпе янах айӗ, хӗрарӑмӑннилле тачка аллисем, хул пуҫҫисен вашмӑк-тайлӑк авӑнчӑклӑхӗ, — ҫаксем пурте ӑна хӑлха ҫунаттисемсӗр ӳхӗ евӗр сӑнарлаҫҫӗ.
I. Чыс тӑватӑп // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 383–426 с.
Сӑнӗ сивлек, аял янах шӑмми тухса тӑрать, — ӑна ҫӑра, хура шӗвӗр сухалӗ ҫавӑрса илнӗ; путса кӗнӗ куҫӗсем канӑҫсӑррӑн йӑлкӑшаҫҫӗ, мӑйӑхне ҫӳлелле пӗтӗрнӗ, мӗн пур хусканӑвӗ ташлать пек.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 320–325 с.
Следователь Тиррей ҫине темӗн пӗлтересшӗнле тӗмсӗлчӗ, янах айне пӳрнисемпе ярса тытрӗ, хытса тӑчӗ, кӗтмен ҫӗртен вырӑнтан ҫӗкленчӗ те чӗвен тӑрса алӑк патнелле утса пычӗ.
VI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Вӑл калаҫма пуҫларӗ кӑна — хӑна пӳлӗмне икӗ пуҫлӑ чӗрӗ чун кӗрсе тӑчӗ: Роэна йӑмӑкне хыҫалтан ыталанӑ, Элли ҫӳҫӗнчен янах айӗпе пусӑрӑннӑ.
II сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Вӑтӑр ҫулсенчи пӗчӗк, анчах самӑр майра, ҫӳҫӗ ҫамки ҫинче, аял янах шӑмми тӑртаннӑ.Это была маленькая, но упитанная особа лет тридцати, с челкой на лбу и выдавшейся нижней челюстью.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 375–381 с.
Тухтарӑн тимлӗ те шухӑшлӑ сӑнӗ — пӗкӗ пек куҫ харшисем, куҫӗсенчи металл йӑлтӑртатӑвӗ, хырнӑ тӑваткал янах айӗ — ҫӑлӑнӑҫ вӑрттӑнлӑхне тӗплӗ упрать тейӗн, анчах нумай укҫа сӗнтӗр кӑна — вара тухтӑрӑн тӑрӑшсах сыхлакан вӑрттӑнлӑхӗ ҫак шӑм-шакран чӗрӗ-сывӑ ӳт туса хураять.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 305–309 с.
Авель Хоггей кресло ҫинче пӗкӗрӗлсе ларать; чӗр куҫҫисене, чавсисемпе ал тупанне янах айӗпе пӗрлештернӗ, эпир ӑнланми ӗмӗчӗн хӑрушӑ вӑййинче имшеркке ачана сӗлкӗшшӗн сӑнать; Хоггейӗн тигрӑнни пек сивлек куҫӗсенчен хӑравпа тата савӑнӑҫпа пӑхать Роберт.
VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 85–91 с.
Пӑтранчӑк сухалне малалла утӑ чӑмакки пек кӑнтарнӑ; ҫак тӑрӑмра, ахӑртнех, сасартӑк авӑкланнӑ-вӑйланнӑ ҫиле пула, — ҫак ҫыннӑн тураман пуҫӗ ҫинче пӗчӗк плющ калпак хура шаплату пек курӑнать, ӑна янах айӗнчен ахаль вӗренпе ҫыхса хунӑ.
Уы-Фью-Эой ҫул ҫӳревҫӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 377–380 с.
Стаканне сӗтел ҫине лартса вӑл фуфайкине янах ай таран ҫӗклерӗ те кӗпе тӳмине вӗҫертрӗ.Поставив на стол стакан, он завернул к подбородку фуфайку и расстегнул рубашку.
VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 347–370 с.
Хӑйӗн пӗчӗк аллипе янах айӗнчен тӗренлесе вӑл капитансене пӑхса ҫаврӑнчӗ, куҫӗсемпе шӑппӑн кулкаларӗ, унтан яланхи пекех ют кӑмӑл-туйӑма хӗрхенсе хӑйне хӑй ҫӗнтерчӗ.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 347–370 с.
Ҫакнашкал ҫын лашана мар — вакуна, ҫуртана мар — электричество грушине, хӗрӗн кӑпӑш-ҫемҫе ҫивӗтне мар — ҫунӑкпа мускус шӑршиллӗ капӑр ҫӳҫне, кӗл чечеке мар — хризантемӑна кӑмӑллӑрах парать; тачка янах шӑммиллӗ, кӑвак куҫсен ҫийӗнчи уҫӑ ҫамкаллӑ сӑн-пит майлӑрах, шурӑ парӑссен ҫӗкленчӗк купиллӗ кӑнттам карап уншӑн — ӗнерхи вӑхӑт, вӑл пукане пек хитре пӑрахута суйласа илет.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 347–370 с.
Чӗр куҫҫисем янах айӗнчен ҫапӑнаҫҫӗ, чӗр куҫҫисене ытамланӑ аллисем сив чир чухнехилле — тытса чарайми — туртӑнса хутланчӗҫ.
VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.
Аян хӑйӗн кӗтесӗнчен штурмана лайӑх курать: сӑнӗ тимлӗ, пиллерсран пуҫне кӑларчӗ те — юлташӗсен ушкӑнӗ ҫинелле сулмаклӑ, кӗске фразӑсем ывӑтма пикенчӗ, чӑмлакан янах шӑммисен хӑнтӑр-хӗнтӗр сасси ҫеҫ вӗсене ҫине-ҫинех чарать.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.
Экипажӑн пӗр йышӗ, Грэй эрехӗ ҫапса антӑратнӑскер, епле ӳкнӗ ҫаплипех палуба ҫинче ҫывӑрать; ураран ӳкменнисем — рульҫӑпа вахтӑри матрос ҫеҫ тата шухӑша путнӑ ӳсӗр Циммер, виолончель мӑйне янах айӗпе тытса карап хыҫӗнче лараканскер.
VII. Хӗрлӗ «Вӑрттӑнлӑх» // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Самаях кивелнӗ, анчах унӑн пуҫӗ ҫинче яланах капӑр курӑнакан ҫӳхе пурҫӑн тутӑрне илчӗ, ӑна янах айӗпе хӗстерчӗ те алӑка питӗрчӗ, ҫара уранах ҫул ҫине вӑшлатса тухрӗ.
IV. Пӗр кун маларах // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
«Чӑннипе илсен, сирӗн сӑн-сӑпатсем питех те лаптак, янах шӑммисем те тулалла тухса тӑмаҫҫӗ.В самом деле, у вас очень плоские лица, и челюсти совсем не выдаются вперед.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.