Поиск
Шырав ĕçĕ:
— Медынская ҫакӑн пек: «сирӗн, сирӗнле, купецла», — тесе калаҫнӑ чух, ҫак сӑмахсене вӑл Фомана хӑйӗн ҫумӗнчен тӗртсе ярасшӑн ҫеҫ каланӑ пек туйӑннӑ.
V // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫаврашки ҫинче пралукран явнӑ кантрасем пулнӑ, ҫав кантрасем Фомана канӑҫ паман, иртсе каймассерен, ҫӳҫрен турта-турта юлнӑ.На круге висели веревки из проволоки, и они постоянно дергали Фому за волосы.
V // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Фомана хӗрӗн калаҫӑвӗсем тӗлӗнтернӗ, ӑна вӑл яланах — хреснашшӗн сӑмахӗсене мӗнле тӑнланӑ — ҫавӑн пекех каҫса кайсах итлесе ларнӑ; анчах та Люба Тарас тетӗшӗ ҫинчен юратуллӑн, салхуллӑн калаҫнӑ чух, хӗр ҫак ятпа урӑх ҫынна витнӗ пек туйӑннӑ Фомана, калӑпӑр — Ежовах.
V // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Маякинӑн хулари хисеплӗ вырӑнне пула тата Атӑл ҫинче ун пӗлӗшӗсем нумаййине кура, ӗҫ питӗ шеплӗ пынӑ, анчах Маякин ӗҫ ҫине ҫавӑн пек ытла та вӗчӗрхенсе пӑхни — хреснашшӗ хӑйӗн хӗрне чӑнах та Фомана качча пама татӑклӑнах шут тытнӑ иккенне тата ытларах ҫирӗплетнӗ.
V // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Яков Тарасович хӗрӗ ҫине пӑхса илнӗ, тутисене чӑмлакаланӑ, унтан, сасартӑк Фомана аллапкипе чӗркуҫҫинчен ҫатлаттарса: — Ҫавӑн пек вӑл, ывӑлӑм. Ӑнлан… — тесе хунӑ.
IV // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Мамӑк тутӑрпа ҫӳҫенӳллӗн пӗркенсе, вӑл Фомана: — Аван-ха эсӗ килни! Атту эпӗ пӗчченех… кичем, ниҫта та каяс килмест… Чей ӗҫетӗн-и? — тесе, кулкаласа каланӑ.
IV // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ашшӗ ҫине ӳпкелешсе, Люба Фомана: — Акӑ эс те ҫавӑн пекех пулатӑн — кощей! — тесе, тӑтӑшах ятланӑ.Часто, жалуясь на своего отца, она говорила Фоме: — Вот и ты такой же будешь — кощей!
IV // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вара губернатор, Фомана пӑрахса, Маякина ырла пуҫланӑ.Тогда губернатор отвернулся от Фомы, одобрительно говоря Маякину:
IV // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Маякин хреснай ывӑлӗпе пӗрле ҫав ушкӑн патнелле утнӑ, ҫул май вӑл Фомана: — Именнӗ ан пул… Чӑн та, вӗсем чаплӑ: вӗсен хырӑмӗ ҫинче — пурҫӑн-пустав, анчах та хырӑмӗнче выҫӑ йӑслав… — тесе, хӑлхаран пӑшӑлтатнӑ.
IV // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Старикӗн виртлевлӗ сӑмахӗсем Фомана кӳрентернӗ те, ҫиллентернӗ те.
IV // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вара, Фомана ҫак лӑпкӑ та ахаль ҫеҫ сӑмахсем, хреснашшӗ аллинчен те ытларах тӗрек панӑ.Эти простые, спокойные слова поддержали Фому тверже, чем рука крестного.
IV // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Хреснашшӗ ӑна ҫавӑнтах хул айӗнчен ярса тытнӑ, унтан, темӗнле азартпа хыттӑн юрласа, Фомана тупӑк патне терте пуҫланӑ.
IV // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Фомана хыҫалтан та, айӑксенчен те тӗрткеленӗ, вӑл ашшӗн кӑвак пуҫӗ ҫинчен куҫне илмесӗр утнӑ, унсӑр пуҫне нимӗн те курман.Фому толкали и сзади и с боков; он шел, ничего не видя, кроме седой головы отца.
IV // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ашшӗ вилӗмӗ Фомана антӑхтарса янӑ, темӗнле туйӑм-сисӗмсемпе тултарнӑ.Смерть отца ошеломила Фому и наполнила его странным ощущением.
IV // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Шӑплӑхра тата садӑн уҫӑ ешӗллӗхӗнче, каҫ кӑна ҫумӑр лайӑххӑн ҫуса хӑварнӑ ҫӗрте, харсӑррӑн ҫуталса шавласа ларакан пӑхӑр йӑлтӑркки Фомана, темӗнле, кирлӗ мар пек, вырӑнсӑр пек туйӑннӑ, — вӑл вӑхӑтпа та, вырӑнпа та, тата ҫак хӗрлӗ улмасене тӑп-тӑп кӑна упраса тӑракан ҫулҫӑсен хушшинче пӗчченех ларакан чирлӗ, кукӑрӑлса кӗнӗ, шурӑ тумтирлӗ старике курсан ҫуралнӑ туйӑмпа та килӗшмен.
III // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫав ҫын Медынская упӑшки иккенне Фомана ҫавӑнтах каласа кӑтартнӑ…
III // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫакӑ Фомана яланах хӑратнӑ.
III // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Малтанхи вӑхӑтра, унӑн сӑн-сӑпачӗ аса килсе тухсассӑн, Фомана салхулӑх ҫавӑра-ҫавӑра илнӗ…Сначала Фоме было тоскливо, когда образ ее вспыхивал в его воображении…
III // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ашшӗн ҫак сӑмахӗсем Фомана тарӑн шухӑша янӑ.
III // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ывӑлӗ ҫине ыр кӑмӑллӑн кулӑшласа тата хавасланса пӑхассине хальчченех упраса, Игнат ҫав вӑхӑтрах Фомана ӗлӗкхинчен хытӑрах тытма пуҫланӑ, кашни вак-тӗвекшӗнех асӑрхаттарнӑ, хальччен ирӗклӗн, хӗстермесӗр, хӗнемесӗр ӳстернине ӑна астутарсах тӑма пуҫланӑ.