Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Керменӗн (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
18. Анчах та Иудея патши Иоас хӑйӗн ашшӗсем, Иудея патшисем — Иосафат, Иорам тата Охозия — Турӑ Ҫуртне кӳнӗ парнесене, ҫавӑн пекех хӑй кӳнӗ парнесене те, Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗн тата патша керменӗн управӑшӗнче тупӑннӑ мӗнпур ылтӑна илнӗ те ҫакна пӗтӗмпе Сири патши Азаил патне ӑсатнӑ; вара Азаил Иерусалима тапӑнман.

18. Но Иоас, царь Иудейский, взял все пожертвованное, что пожертвовали храму Иосафат, и Иорам и Охозия, отцы его, цари Иудейские, и что он сам пожертвовал, и все золото, найденное в сокровищницах дома Господня и дома царского, и послал Азаилу, царю Сирийскому; и он отступил от Иерусалима.

4 Пат 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

2. Охозия пӗррехинче Самарири керменӗн ҫӳлти пӳлӗмӗн чӳречинчен решетке витӗр ӳкнӗ те чирлесе кайнӑ.

2. Охозия же упал чрез решетку с горницы своей, что в Самарии, и занемог.

4 Пат 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

3. Ҫавӑн чухне Ахав хӑй керменӗн пуҫлӑхне Авдие чӗнсе илнӗ.

3. И призвал Ахав Авдия, начальствовавшего над дворцом.

3 Пат 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

18. Замврий, хулана туртса илнине курсассӑн, патша керменӗн шалти пӳлӗмне кӗнӗ те хӑй хыҫҫӑн ҫурта вут тивертнӗ, пушарта хӑй те пӗтнӗ, 19. хӑй ҫылӑхӗсемшӗн, Израиле ҫылӑха кӗртнӗ ҫылӑхлӑ Иеровоам ҫулӗпе кайнӑшӑн, ҫапла Ҫӳлхуҫа умӗнче юрӑхсӑр ӗҫсем туса ҫылӑха кӗрсе пӗтнӗшӗн вилнӗ те вӑл.

18. Когда увидел Замврий, что город взят, вошел во внутреннюю комнату царского дома и зажег за собою царский дом огнем и погиб 19. за свои грехи, в чем он согрешил, делая неугодное пред очами Господними, ходя путем Иеровоама и во грехах его, которые тот сделал, чтобы ввести Израиля в грех.

3 Пат 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

18. Аса патша Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗн мул управӑшӗнче тата патша керменӗн мул управӑшӗнче юлнӑ пӗтӗм ылтӑн-кӗмӗле илнӗ те ҫакна хӑйӗн тарҫисен аллине панӑ, вара вӗсене Дамаскра пурӑнакан Сири патши Венадад патне — Хезион ывӑлӗн Тавримонӑн ывӑлӗ патне — янӑ, ӑна ҫапла калама хушнӑ: 19. ман аттемпе сан аҫу килӗштерсе пурӑннӑ пек, санпа ман хушшӑмӑрта та килӗшӳ пултӑр; акӑ эпӗ сана парне, ылтӑнпа кӗмӗл, ярса паратӑп; Израиль патшипе Ваасапа тунӑ килӗшӗве пӑрахӑҫла, ҫапла вӑл манран хӑптӑр, тенӗ.

18. И взял Аса все серебро и золото, остававшееся в сокровищницах дома Господня и в сокровищницах дома царского, и дал его в руки слуг своих, и послал их царь Аса к Венададу, сыну Тавримона, сына Хезионова, царю Сирийскому, жившему в Дамаске, и сказал: 19. союз да будет между мною и между тобою, как был между отцом моим и между отцом твоим; вот, я посылаю тебе в дар серебро и золото; расторгни союз твой с Ваасою, царем Израильским, чтобы он отошел от меня.

3 Пат 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

25. Ровоам пиллӗкмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне Египет патши Сусаким Иерусалима хирӗҫ вӑрҫӑпа тухнӑ та 26. Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗн пуянлӑхне, патша керменӗн пуянлӑхне [Давид патша Адраазар чурисенчен — Сува патши чурисенчен — туртса илсе Иерусалима илсе килнӗ ылтӑн хулкансене те] туртса илнӗ.

25. На пятом году царствования Ровоамова, Сусаким, царь Египетский, вышел против Иерусалима 26. и взял сокровища дома Господня и сокровища дома царского [и золотые щиты, которые взял Давид от рабов Адраазара, царя Сувского, и внес в Иерусалим].

3 Пат 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

9. Анчах Урия патша керменӗн хапхи умӗнчех хуҫи тарҫисемпе пӗрле ҫывӑрнӑ, килне кайман.

9. Но Урия спал у ворот царского дома со всеми слугами своего господина, и не пошел в свой дом.

2 Пат 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

2. Пӗррехинче каҫхине Давид вырӑн ҫинчен тӑрсан, патша керменӗн лаптак тӑрринче уткаласа ҫӳренӗ чухне, шыва кӗрекен хӗрарӑма курах кайнӑ; хӗрарӑмӗ питӗ хитре пулнӑ.

2. Однажды под вечер Давид, встав с постели, прогуливался на кровле царского дома и увидел с кровли купающуюся женщину; а та женщина была очень красива.

2 Пат 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней