Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Дутлов (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӗсем Иллене аллисенчен калама ҫук ҫатӑрласа ҫирӗп ҫавӑрса тытрӗҫ; анчах, мучӑшӗ пиҫиххи илнине курсассӑнах, таҫтан вӑй-хӑват тупӑнчӗ, вӑл вӗҫерӗнчӗ те куҫ шуррисене кӑтартса чышкисене чӑмӑртаса Дутлов патне чупса пычӗ.

Они поймали его за руки и держали, казалось, крепко; но как только Илья увидел дядю с кушаком, силы его удесятерились, он вырвался и, закатив глаза, подступил с сжатым кулаком к Дутлову.

VIII // Михаил Сироткин. Толстой Л.Н. Поликушка: повесть; М. Сироткин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1935. — 98 с.

Дутлов хунарне вӑрахӑн лартса пиҫиххине салтрӗ те пуҫне суллакаласа, чӗлхипе выляткаласа старостӑпа тата дворникпе кӗрмешекен Илле патне пычӗ.

Дутлов медленно поставил фонарь, распоясался, пощелкивая языком, покачал головой и подошел к Илье, который уж возился с старостой и дворником, не пускавшими его к окну.

VIII // Михаил Сироткин. Толстой Л.Н. Поликушка: повесть; М. Сироткин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1935. — 98 с.

Дутлов Илле ҫине пӑхмасӑр лӑпкӑн ҫурта ҫутма тытӑнчӗ.

Дутлов не взглянул на Илью и спокойно начал зажигать огарок.

VIII // Михаил Сироткин. Толстой Л.Н. Поликушка: повесть; М. Сироткин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1935. — 98 с.

Алӑк уҫӑлса хыттӑн хупӑнчӗ, Дутлов старик ҫӗлӗкне силлесе кӗчӗ.

Дверь отворилась, крепко хлопнула, и вошел старик Дутлов, отряхая шапку.

VIII // Михаил Сироткин. Толстой Л.Н. Поликушка: повесть; М. Сироткин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1935. — 98 с.

Вӗсем пӗтӗмпе вуннӑн: Хорӳшкин, Митушкин тата Илле (Дутлов шӑлнӗн ывӑлӗ), иккӗн кӗрӗшсе каякансем, староста, Дутлов старик тата лавҫӑсем пулнӑ.

Их было человек десять: Хорюшкин, Митюшкин и Илья (племянник Дутлова), двое подставных, староста, старик Дутлов и подводчики.

VIII // Михаил Сироткин. Толстой Л.Н. Поликушка: повесть; М. Сироткин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1935. — 98 с.

Дутлов вара тарӑн шухӑша кайса ҫул тумхахӗсене туйипе таккакаласа килнелле утрӗ.

Дутлов пошел домой, задумчиво постукивая лутошкой по колчужкам дороги.

VI // Михаил Сироткин. Толстой Л.Н. Поликушка: повесть; М. Сироткин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1935. — 98 с.

— Кӗпӗрнере-и? — тесе ыйтрӗ Дутлов.

— В губерни? — спросил Дутлов.

VI // Михаил Сироткин. Толстой Л.Н. Поликушка: повесть; М. Сироткин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1935. — 98 с.

Дутлов тарӑхнипе сӑхман аркисене хуплаштарчӗ те ҫынсем хыҫне кайса тӑчӗ.

Дутлов отчаянно запахнул кафтан и стал за других мужиков.

V // Михаил Сироткин. Толстой Л.Н. Поликушка: повесть; М. Сироткин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1935. — 98 с.

Дутлов уйӑрӑлса тухнӑ кил-йышсем пирки каланине те Карачӑм ҫапса хуҫрӗ.

Насчет же поделенных семейств Герасим тоже разбил доводы Дутлова.

V // Михаил Сироткин. Толстой Л.Н. Поликушка: повесть; М. Сироткин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1935. — 98 с.

Дутлов старик ҫав хушӑрах хӳтӗленес тесе тепӗр мел ҫине куҫрӗ.

Дутлов-старик между тем избрал другой род защиты.

V // Михаил Сироткин. Толстой Л.Н. Поликушка: повесть; М. Сироткин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1935. — 98 с.

— Санӑн аҫу та, мучу та патшана служить туман, — тесе пӳлсе каларӗ Дутлов, — эсӗ ху та, улпутсене те, халӑха та усӑ кӑтартман, ӗҫкӗпе супса ҫуренӗ кӑна, ачусем те уйӑрӑлса пӗтнӗ санран.

— У тебя ни отец, ни дядя царю не служили, — в одно и то же время говорил Дутлов, — да и ты-то ни господам, ни миру не служил, только бражничал, да дети от тебя поделились.

V // Михаил Сироткин. Толстой Л.Н. Поликушка: повесть; М. Сироткин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1935. — 98 с.

Дутлов хурчӑка вӑййинчи чӗпамӑшӗ пек туйӑннӑ пулсан, ывӑлӗсем пӗртте унӑн чӗппи пек туйӑнман: вӗсем унӑн хыҫӗнче пӗр сас-чӗвӗсӗр, хыпкаланмасӑр, ирӗккӗн тӑнӑ.

Если Дутлов походил на матку в игре в коршуна, то парни его не вполне напоминали собою птенцов: не метались, не пищали, а стояли спокойно позади его.

V // Михаил Сироткин. Толстой Л.Н. Поликушка: повесть; М. Сироткин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1935. — 98 с.

Дутлов Ҫемене, кирек мӗнле ҫын та, ӑна кӑштах та пулин палланӑ пулсан, темиҫе ҫӗр е пин тенкӗ укҫа усрама пама хатӗр пулнӑ пулӗччӗ, — ҫав тери шанчӑклӑ ҫын пулнӑ.

Старик Семен Дутлов был такой человек, что всякий, немного знавший его, отдал бы ему на сохранение сотни и тысячи рублей.

V // Михаил Сироткин. Толстой Л.Н. Поликушка: повесть; М. Сироткин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1935. — 98 с.

Дутлов старикӗ хурчӑка вӑййинчи чӗпамӑшӗ пек пулса вӗсене хӳтӗлесе тӑнӑ Резунӗ, пӗр Резун анчах мар, пур йӗкӗр шӑпаллисемпе пӗчченнисем те, пӗтӗм пухӑвӗпех темелле, хурчӑка пулса Дутлова тапӑннӑ.

А старик Дутлов напоминал собою матку в игре в коршуна; коршуном был Резун, и не один Резун, а все двойники и все одинокие, почти вся сходка, наступавшая на Дутлова.

V // Михаил Сироткин. Толстой Л.Н. Поликушка: повесть; М. Сироткин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1935. — 98 с.

Дутлов старикӗ хирӗҫ тӑнӑ; вӑл, малтан халӑх хушшинче тӑнӑскер, маларах тухса тӑрса, пӳлӗне-пӳлӗне, аллисене сарса е хушӑран сухалне хыпашласа, калама ҫук хӑвӑрт калаҫнӑ.

Старик Дутлов защищался; он повыступил вперед из толпы, за которою стоял сначала, и, захлебываясь, широко разводя руками и подергивая бородкой, гнусил так часто.

V // Михаил Сироткин. Толстой Л.Н. Поликушка: повесть; М. Сироткин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1935. — 98 с.

(Дутлов ҫинчен нимӗн те калаҫмарӗ ӗнтӗ вӑл)

(Он уже ничего не сказал о Дутлове.)

I // Михаил Сироткин. Толстой Л.Н. Поликушка: повесть; М. Сироткин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1935. — 98 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней