Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Вӗренме (тĕпĕ: вӗрен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ӗҫлеме юратакан ача вӗренӳрен пӑрӑнни пулман, вӗренме юратаканни ӗҫрен пӑрӑннине те курман.

Помоги переводом

III // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 49–101 с.

Шкул ачи шкула вӗренме ҫӳренине кам пӗлмест?

Помоги переводом

III // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 49–101 с.

Рим Зиновьевич салтакран таврӑннӑ хыҫҫӑн Пушкӑрт ял хуҫалӑх институтне, Олег Мефодьевич сакӑр класс пӗтерсен Кушнаренковӑри ял хуҫалӑх техникумне вӗренме кӗнӗ.

Помоги переводом

Ҫур ӗмӗр улма-ҫырла ӳстерекен ӑрӑва чыс та мухтав // Надежда Родионова. https://ursassi.ru/articles/yal-khu-al-k ... av-3850154

Чӑваш чунлӑ ҫамрӑксем виҫҫӗшӗ те сывлӑх хуралӗнче ӗҫлеме, ординатурӑна вӗренме кӗрсе пӗлӗвӗсене анлӑлатма палӑртаҫҫӗ.

Помоги переводом

Малашне те ҫитӗнӳсем тума сывлӑх, ӑнӑҫу, хавхалану сунатпӑр // Надежда РОДИОНОВА. https://ursassi.ru/articles/amr-k-ru/202 ... -r-3850661

Ҫав вӑхӑтрах абитуриент ҫав университетах тата ҫав специальноҫпах урӑх формӑпа вӗренме документсем тӑратма пултарать.

Помоги переводом

Пушкӑртстанра 2024 ҫулта аслӑ шкулсенче миҫе тӗллевлӗ вырӑнсем пуласси паллӑ // Юрий Михайлов. https://ursassi.ru/news/v-ren/2024-07-18 ... ll-3854005

Лайӑх вӗренме сӗнтӗм, малашнехи ӗҫсем ҫинчен пӗлтерсе тӑма ыйтрӑм.

Помоги переводом

Казик // Алексей Талвир. Ялав. — 1948. — № 10. — С. 22-23

Вӑл чӑнах та ФЗО шкулне вӗренме кӗнӗ-мӗн, механик пулма тӑрӑшатӑп, тет.

Помоги переводом

Казик // Алексей Талвир. Ялав. — 1948. — № 10. — С. 22-23

— Ыран ирех Шупашкара тухса кайса, ФЗО шкулне вӗренме кӗрсен, айӑпна каҫарма та пулӗ, анчах каллех эшелонсем тӑрӑх сӗтӗрӗнсе ҫӳреме тытӑнсан, хаҫат ҫине ҫырмаллах пулать пулӗ…

Помоги переводом

Казик // Алексей Талвир. Ялав. — 1948. — № 10. — С. 22-23

Вӗренме!

Помоги переводом

VI // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 3–48 с.

Ҫавна май шкул пӗтерсен «Ӑҫта вӗренме каймалла?» — текен ыйту пӑшӑрхантармарӗ мана, тӳрех тӑван хуҫалӑха ҫул тытрӑм, — иртнине аса илет Владимир.

Помоги переводом

Пӑрҫа ҫулма тухнӑ // Елчӗк ен. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/07/1 ... 85%d0%bda/

Халӗ пачах тепӗр майлӑ, шкулта вӗренме хапӑл тӑвакансен йышӗ ҫулсерен ӳссех пырать, конкурс та ҫивӗч иртет.

Помоги переводом

«Фермер шкулӗнче» ӑс пухаҫҫӗ // Елчӗк ен. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/07/0 ... %d0%b0cce/

Районти ҫыхӑну кантурӗнче телеграфистра ӗҫлесе пӑхсан та Канашри учительсем хатӗрлекен института вӗренме кӗнӗ.

Помоги переводом

Малтан ҫӗршыва хӳтӗленӗ, кайран мирлӗ ӗҫре тӑрӑшнӑ // Юрий Тимофеев. http://kasalen.ru/2024/06/21/%d0%bc%d0%b ... %bb%d3%97/

Кивӗ Сӗнтӗрти 7 ҫул вӗренмелли шкула пӗтернӗ хыҫҫӑн Патӑрьелӗнчи педагогика училищине вӗренме кӗнӗ.

Помоги переводом

Малтан ҫӗршыва хӳтӗленӗ, кайран мирлӗ ӗҫре тӑрӑшнӑ // Юрий Тимофеев. http://kasalen.ru/2024/06/21/%d0%bc%d0%b ... %bb%d3%97/

«Кӗтӳ кӗтеттӗмӗр, сурӑх какайне Канаш хулине кайса сутаттӑмӑр. Каярах чӑх витине хута ячӗҫ, 5 пин чӑх чӗппи туянчӗҫ. Пире, виҫӗ ҫынна, вӗсене пӑхма шанчӗҫ. 5 пинрен 460-шӗ ҫеҫ чакрӗҫ. Пит маттур ӗҫлеттӗмӗр, ытти колхозсенчен пирӗн опытпа паллашма килетчӗҫ. Мастер-животновод пулма Вӑрнар районне вӗренме ячӗҫ…» — аса илет вӑл.

Помоги переводом

Анне ӑшши // Каҫал ен. http://kasalen.ru/2024/07/05/%d0%b0%d0%b ... %88%d0%b8/

Шкултан вӗренсе тухсан Лариса Ивановна Куйбышеври СПТУра контролера вӗренме кӗнӗ.

Помоги переводом

Малти линири боецсене пулӑшма хатӗр // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/common_mater ... -r-3831762

Вырӑнти пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан тӗп шкулӑн тӑхӑр класне пӗтернӗ хыҫҫӑн Пелепейри механизаципе электрификаци ял хуҫалӑх техникумне электромонтера вӗренме кӗчӗ.

Помоги переводом

Ҫемье ырлӑхӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/eme/2024-07- ... -h-3835235

Йывӑр пурнӑҫ пирки ӑна шкулта нумай вӗренме тӳр килмен — вӑл 4 класс ҫеҫ пӗтерет.

Помоги переводом

Пурнӑҫ сӑнавӗсем ҫирӗплетнӗ // Римма Мавлютова. http://chuprale-online.ru/news/khyparsem ... -paxalxsem

Вӑрах кӗттермерӗҫ — август вӗҫӗнче сентябрӗн 1-мӗшӗнчен вӗренме пыма йыхравласа ҫырнӑ, директор алӑ пусса ҫирӗплетнӗ ҫырӑва илтӗм.

Помоги переводом

Студент пурнӑҫӗ ҫинчен аса илнисем // Ҫӗпрел тӑрӑхӗ. http://chuprale-online.ru/news/khyparsem ... sa-ilnisem

Экзаменсене ӑнӑҫлӑ тытса пӗтерсен киле таврӑнтӑмӑр, эпӗ вӗренме пыма чӗнсе ярасса кӗтме пуҫларӑм.

Помоги переводом

Студент пурнӑҫӗ ҫинчен аса илнисем // Ҫӗпрел тӑрӑхӗ. http://chuprale-online.ru/news/khyparsem ... sa-ilnisem

Документсене парсан вӗренме кӗмелли экзаменсене хатӗрленме пуҫларӑм.

Помоги переводом

Студент пурнӑҫӗ ҫинчен аса илнисем // Ҫӗпрел тӑрӑхӗ. http://chuprale-online.ru/news/khyparsem ... sa-ilnisem

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней