Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ҫунтарса (тĕпĕ: ҫунтар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫунтарса янӑ…

— Сожгли…

XII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Вӑл ӗнтӗ Гришака мучи вилни, Кошевой вӗсен кил-ҫуртне вут тӗртсе ҫунтарса яни ҫинчен йӑлтах пӗлет.

Она уже знала о смерти деда Гришаки и о том, что Кошевой сжег их дом и подворье.

IV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Вӑл ырханланса, ватӑлса кайнӑ пек курӑнать, ывӑннӑн пӗкӗрӗлсе, куҫ харшисене пӗркелентерсе ларать, аллисемпе тӗслӗ кӑранташсен пачкине ҫавӑркалать, хӑйне шалтан ҫунтарса тӑракан япалана пӗр харӑс кӑларса тӑкасран хӑйне хӑй аран-аран чарса тӑнӑ пек туйӑнать.

Он будто похудел и постарел, устало горбился, супил брови, крутил в руках пачку цветных карандашей и, казалось, только огромным усилием воли сдерживался, чтобы не выплеснуть сразу то, что жгло его изнутри.

15 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Халлӗхе эсӗ Аникей хушнипе Молодцовпа пӗрле улӑм урисене мӗнле ҫунтарса янине каласа пар-ха.

А пока расскажи, лучше народу, как ты с Молодцовым по приказу Аникея копны жег.

12 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Апла пулсан, ҫынсене валеҫсе парас вырӑнне хӑвӑртрах ҫунтарса ямалла пулнӑ-и-ха ӑна?

— Значит, скорее ее можно было сжечь, чем людям раздать?

12 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ҫунтарса янӑ, ӑҫта хурас ӑна урӑх, — терӗ бригадир, капкӑн лартнине туймасӑр, ун ҫинелле савӑнӑҫлӑн пырса.

— Сожгли, куда же ее, — словно не чувствуя расставленной ловушки и с охотой влезая в нее, сказал бригадир.

12 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Эсӗ ку шайкӑна коммунистсем тесе шутлама пултаратӑн, анчах маншӑн пулсан вӗсем партие ултавпа хӗсӗнсе кӗнӗ, унта ултавпа тытӑнса тӑраҫҫӗ, вутпа ҫунтарса кӑлармалла ҫав путсӗр ирсӗрсене!..

— Можешь считать эту шайку-лейку за коммунистов, а для меня они обманом в партию пробрались и обманом в ней держатся, и надо огнем выжигать эту погань!..

10 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Вара Егор тӗлӗнсе кайнӑ Добытина нимӗн те ӑнлантарса тӑмарӗ, рысака чӑпӑрккапа ҫунтарса илчӗ те вӑрӑ-хурах пек ши! шӑхӑрчӗ.

И, не объясняя ничего пораженному Добытину, Егор огрел кнутом рысака и по-разбойному засвистел.

9 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ял ҫинче тӳпе ҫунтарса ярас пек вӗри тӑнӑ, каҫсерен хӗвеланӑҫ вут-хӗмӗн ялкӑшса ҫуннӑ, вара шӑпланнӑ пӳртсем ҫине, ҫавӑнтан-и, тен, вӗри сывлӑш капланса пынӑ, пӑчӑ пулнӑ.

Мутное, полное испепеляющего зноя, висело над селом небо, горели огневые закаты по вечерам, и словно от них валился на притихшие избы душный жар.

4 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Костя чейникрен пӗр сыпкӑм ӗҫнӗ, йӳҫӗ эрех унӑн ҫӑварне ҫунтарса илнӗ, унӑн сывлӑшӗ пӳлӗнсе ларнӑ, куҫӗсенчен куҫҫуль тапса тухнӑ, куккӑшӗ ахӑлтатса кулса янӑ та, чейникри сӑмакуна тӑккаласа, сӗтел патнелле танкӑлтатнӑ.

Костя хлебнул из чайника, ему опалило острой горечью рот, он задохнулся до слез, а дядя захохотал и, расплескивая из чайника самогон, пошел к столу.

3 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Хӑратрӗҫ вӗт, тӑванӑм, темиҫе хут та систерчӗҫ: вут тӗртсе ҫунтарса яма пултараҫҫӗ е унтан та хӑрушӑрах…

Грозились ведь, братушка, по-всякому намекали: спалить могут или еще того хуже…

4 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Иван Алексеевичпа Елански коммунисчӗсен вилӗмӗшӗн тавӑрас тесе, вӑл мӗнле пулсан та Татарскине ҫитсе тухасшӑн, ҫур хутора ҫунтарса ярасшӑн пулчӗ.

Хотел он во что бы то ни стало попасть в Татарский, чтобы отомстить хуторянам за смерть Ивана Алексеевича и еланских коммунистов, выжечь полхутора.

LXV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ҫӳрет, тет, хутор тӑрӑх, купсасемпе пупсен килӗ-ҫурчӗсене вут чӗртет, тет, хӑй: «Иван Алексеевичпа Штокманшӑн пӗтӗм Вешенскине ҫунтарса яратӑп!» — тесе калать, тет.

Ходит по хутору, пущает огонь в купецкие и в поповские дома и говорит: «За Ивана Алексеевича да за Штокмана всю Вешенскую сожгу!»

LXIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Коршунов хӑтасене пӗтӗмпе ҫунтарса янӑ.

Сватов Коршуновых начисто сожгли.

LXIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Кӳршӳне ҫунтарса янӑ пулать те — уншӑн «турра тав» темелле-и?

Соседа спалили — так это «слава те господи»?

LX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Пирӗн чиперех, Федотсенне ҫунтарса янӑ ав.

— Курень целый, а Федотов сожгли.

LX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Паланкасси хуторне тӑнчах ҫунтарса янӑ, теҫҫӗ.

— Калинов Угол, гутарили, начисто спалили.

LX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Киле-ҫурта хӗрлисем вут тӗртсе ҫунтарса яраҫҫӗ!

Курень сожгут красные!

LX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Хӑвар та, ҫӗмӗрсе пӗтереҫҫӗ вӗсем, вут тӗртсе ҫунтарса яраҫҫӗ.

Оставь, а они либо поломают, либо сожгут.

LIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ахӑртнех вӑл ӑна суранланса пӗтнӗ пуҫне ҫунтарса ярас пек хӗртекен хӗвелтен, шӑнасенчен тата сывлӑшра пӗлӗт пек кӗшӗлтетсе вӗҫекен ӳпресенчен хӳтӗлес тесе хунӑ пулмалла.

Он, как видно, положил их на голову, стараясь прикрыть сплошную рану от жалящих лучей солнца, от мух и кишевшей в воздухе мошкары.

LVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней