Поиск
Шырав ĕçĕ:
Таҫтан хӑяматран-ҫке тупӑнаҫҫӗ ун пек чухне тумтире ҫаклатакан тӗрлӗрен туратсем, картуса хыва-хыва юлакан, пите-куҫа чӑрмалакан, урана явӑнакан ӳсен-тӑрансем.
Тайгари каҫ // Александр Галкин. Арсеньев В.К. Тайгари тӗлпулусем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 178 с. — 16–22 с.
Ҫав ҫын халь тесен халь таҫтан пӗр кӗтесрен сиксе тухӗ те, эс ялтан тухса кайман-ҫке тесе, ним мар ҫапса ӳкерӗ.
XV. Ухмаха ури канӑҫ памасть // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Ҫак пысӑк ӗҫе сарӑмсӑр та ӑнӑҫлӑ пӗтертӗмӗр тесе шутланӑччӗ вӗсем, анчах шӑп ҫавӑн чухне, вӑрмантан юлашки ӑстрӑм хутланӑ вӑхӑтра, таҫтан ӑнсӑртран темелле, вӑрман теҫетникӗсене ҫывӑх тӑракан Шыҫмак Ваҫилейӗ курӑнчӗ кайрӗ.
XIV. Ешӗл туй // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Таҫтан укҫа ҫитерет курӑнать ҫав.
XII. Ятлӑ йыхравҫӑ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Ҫын нуши пичет мар пулин те, таҫтан курмашкӑн куҫ ҫитертӗн пулать.Да, людская нужда не печать, не видать сразу, а ты вот вмиг ее разглядел.
XII. Ятлӑ йыхравҫӑ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Кӑмака хӗрринчи сарлака сак ҫинче Пимерсел ачи Михайла, иккӗмӗш класра вӗренекенскер, Палля старике вӑл таҫтан тӑван килет.
XI. Йывӑҫҫипе улми // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
— Киле каятӑп! — таҫтан вӑй кӗрсе ҫитрӗ тейӗн Тимрука.— Домой поеду! — Тимрук на глазах преображался в решительного сильного мужчину.
X. Янташ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Тутар ҫӗлӗкӗ пек ешӗл пахчасем куҫа илӗртеҫҫӗ, ҫап-ҫутӑ тӑрӑллӑ чиркӳсем таҫтан аякран курӑнаҫҫӗ.
VI. Тӑван ҫуртран аякра // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Вӑл, таҫтан аякран ҫаврӑнса, ҫав чиркӳ патне тухрӗ, тӑвӑр урама шыраса тупрӗ, хӑй малтан чарӑннӑ ҫурт та инҫе мар ак.Он кружным путем выбрел к церкви, отыскал нужную улочку, дом.
V. Ӑшаланӑ ӑсан хака ларать // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Шерккее таҫтан паллать иккен-ха тата, хӑта та хӑта, тет.
V. Ӑшаланӑ ӑсан хака ларать // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Ҫынсем унпа куҫа-куҫӑн тӗл пуласран таҫтан аякран пӑрӑнса ҫӳренӗ.Наоборот, люди обходили его за версту, чтоб только не встретиться.
III. Ют хӳте ӑшӑтас ҫук // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Велюш килтех иккен-ха: хӑрлатса та шӑхӑрса ҫывӑрни таҫтан илтӗнет.
III. Ют хӳте ӑшӑтас ҫук // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Таҫтан ҫапах та вӑй кӗрсе кайрӗ.
III. Ют хӳте ӑшӑтас ҫук // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Виҫӗмҫул пӗри ҫапла таҫтан Утламӑша килнӗ те «чарсламан кӗнекипе» юмӑҫ пӑхса ҫӳретчӗ.Шерккею вспомнился один шарлатан-йомзя, невесть откуда забредший в Утламыш в позапрошлом году.
III. Ют хӳте ӑшӑтас ҫук // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
— Таҫтан шухӑш тытнӑ-ха эс ҫакӑн пек ӗҫпе, ҫавӑн пек ӗҫпе аппаланма?
II. Ял мыскарисем // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Таҫтан кунта Шерккей тӗлне пӗр текерлӗк курӑнса кайрӗ те пӗрехмай ҫӳлте, пуҫ тӗлӗнче, ҫаврӑна-ҫаврӑна вӗҫме тытӑнчӗ.Тут Шерккей заметил перед собой пигалицу, она то падала вниз, то снова зависала над головой.
I. Текерлӗк канӑҫне ҫухатнӑ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Пуҫ тӳпинчен пуҫласа ура тупанне ҫитиех вараланнӑ, вилес пекех ывӑнса ҫитнӗ, анчах вӗҫӗмсӗр савӑнӑҫлӑ Сергей купасем патӗнче нумайччен ӗҫлерӗ, таҫтан тупса, фанерсем, хӑмасем е чулсем йӑтрӗ.
8 // Михаил Рубцов. Павленко П.А. Ҫеҫенхир хӗвелӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96 с.
Таҫтан, ҫывӑхри сад пахчи леш енчен, ҫил витӗр такам ыйтса та чӗнсе юрлани илтӗнет:Где-то за ближайшим садом тонкоголосо, просяще и вызывающе пробилось сквозь ветер:
7 // Михаил Рубцов. Павленко П.А. Ҫеҫенхир хӗвелӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96 с.
Мӗн шутлатӑр, пирӗн Светлана, комбайнер помощникӗ, таҫтан пӗр карчӑкпа старик тупса килнӗ.
6 // Михаил Рубцов. Павленко П.А. Ҫеҫенхир хӗвелӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96 с.
Вара, халапри пекех, таҫтан темле шыв юхса килчӗ те, пуҫ хӗснине сирсе, мӑй тӑрӑх анма пуҫларӗ.
4 // Михаил Рубцов. Павленко П.А. Ҫеҫенхир хӗвелӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96 с.