Поиск
Шырав ĕçĕ:
Хӑнасем яшка ҫиме тытӑннӑччӗ кӑна, Тарантьев повара кукӑль ӑшне нимӗн те хуманшӑн ятлаҫма тытӑннӑччӗ кӑна, сасартӑк сӑнчӑрти йытӑ сиксе вӗрни илтӗнчӗ.
II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Обломов та кунта ҫавнашкалах, диван ҫинче хускалми ларнӑ хушӑрах, йӑлт курать; такам уншӑн тӑрӑшса ҫивӗччӗн чупкалать; ыран хӗвел тухмӗ, пӗлӗте тӑвӑл хуплӗ, тӗнче тӑрӑх тӑвӑллӑ ҫил тустарса ҫӳрӗ, ҫапах Обломов сӗтелӗ ҫинче яшка та шарккух та пулӗ, ҫапах унӑн кӗпе-йӗмӗ таса та ҫӗнӗ пулӗ, ҫапах стена ҫинче эрешмен картисем пулмӗҫ, — Обломов ҫакна кам тунине пӗлмӗ те, хӑйшӗн мӗн тӑвас килни ҫинчен те шутлама ӳркенӗ, анчах вӑл мӗне кӑмӑлланине Агафья Матвеевна сисӗ те сӑмси умнех илсе пырса парӗ, Захар пек чӑртмаххӑн мар, пылчӑклӑ алӑсемпе мар, хаваслӑн та йӑвашшӑн пӑхса, чӗререн парӑннӑ туйӑмпа кулкаласа, ҫара чавсаллӑ таса та шурӑ аллисемпе илсе пырса парӗ.
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Пилӗк сехетре сӗтел ҫинче яшка хатӗр пултӑр!
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Иртнӗ ҫветкӑра тата пирӗн пата лаша вӑрри Яшка кӗчӗ, кукамая юмӑҫ пӑхтарасшӑн.А на прошлые святки зашел к нам конокрад Яшка, просил бабушку погадать.
IV сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Апат ҫинӗ чухне вӑл яшка ҫине пӑхать.
XXXIII. Ушкисем // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Салтак пуртӑ ярса яшка пӗҫерни ҫинчен, рая лекнӗ бомбардир ҫинчен, ӳсӗр офицера улталанӑ денщик ҫинчен…
XXIX. Александровски участок // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Яшка пӗҫерекеннине улма лайӑх шуратайманшӑн ятласа илнӗ чухне те пӗлнӗ вӑл.
Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
— Акӑ эсӗ секретарь пулсан, мӗншӗн-ха эпӗ яшка пӗҫернӗ ҫӗре пушмакна чикетӗн?
Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Эпир пулӑсене каҫса кайса тасатма пуҫларӑмӑр, вут чӗртрӗмӗр, яшка ҫакрӑмӑр.Мигом принялись мы чистить рыбу, развели костер, стали варить уху.
5 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Сӗтел ҫинче яшка ҫу ҫуртисем, икӗ ҫурта, ҫунаҫҫӗ, стенасене ылттӑнланӑ хутпа ҫыпӑҫтарнӑ.Она освещена была двумя сальными свечами, а стены оклеены были золотою бумагою.
Вунпӗрмӗш сыпӑк. Пӑлхавлӑ слобода // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Эпӗ отрядра яшка пӗҫерекен, анчах ман алӑра, вӑл-ку пуласран, пӑшал та пур — сунар пӑшалӗ, вӑл калама ҫук хытӑ кӗрӗслетет, партизансем ӑна царь-пушка тесе ят хунӑ.
10 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Пыраҫҫӗ, тӑварсӑр яшка ҫинӗскерсем…
8 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Вӑл меломан кӑна та мар иккен, историк те, авалхи апат-ҫимӗҫе пӗлекенскер, мулкач ашӗнчен тунӑ соус, пӑлан ӑмӑрӗнчен пӗҫернӗ яшка епле тутли ҫинчен кала-кала кӑтартать.Он не только меломан, но еще и историк, знаток старинных блюд, заячьих соусов и оленьих грудинок.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
«Барина кала: хӑнасем кӗтеҫҫӗ, яшка та сивӗнсе каять, — те; вӗрентесси вӑл, мухтав турра, тарас ҫук, кӑшкӑрма урӑх чух та ӗлкӗрӗ», — терӗ.«Скажи барину: гости-де, ждут, щи простынут; слава богу, ученье не уйдет; успеет накричаться».
Виҫҫӗмӗш сыпӑк. Крепость // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Чарӑнаҫҫӗ пулин те, кунта яшка пӗҫерсе пама е хир чӑххи ӑшалама никама та хушаймӑн, мӗншӗн тесен ку гостиницӑна виҫӗ инвалида шанса панӑ та, вӗсем виҫҫӗшӗ те вара ытла айван, ҫитменнине ура ҫине тӑрайми ӗҫсе ӳсӗрӗлеҫҫӗ, вӗсемпе еҫ тума ҫуках.
Максим Максимыч // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Унтан тӑруках майор хӑйӗн тарелкине хыттӑн тӗксе, аяккалла сиктерсе лартрӗ, тарелкӑри яшка юлашки те скатерть ҫине сирпӗнчӗ.
10 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Тен, вӗсене те ҫаплах кам та пулин яшка ҫитерӗ.
17 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Вара ӑна карчӑк та, Варя та, сӗтел ҫинче пӑсланса ларакан яшка та — куҫҫулӗ витӗр йӑлтах курӑнми пулчӗҫ; ватӑ ҫыннӑн хаяр куҫӗсем ун ҫине пӗр вӗҫӗмсӗр хӗрхенсе пӑхрӗҫ.
17 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Сывлӑхӑршӑн ҫийӗр, — тен, тур пулӑшсан, яшка сиплӗ пулӗ.
17 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Вӑл сӗтел умӗнче темӗн аппаланать: малтан михӗ ҫыххине салтрӗ, унтан саппунпа хут таткине сирчӗ, вара вӗсем айӗнчен пӗчӗк чугун курӑнчӗ; чугунне уҫсанах пӳлӗме ҫав тери тутлӑ та ҫуллӑ яшка шӑрши сарӑлчӗ.
17 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950