Поиск
Шырав ĕçĕ:
Эпӗ айккинелле ҫаврӑнасшӑнччӗ ӗнтӗ, ҫав вӑхӑтра унӑн хӗрле мӑйӑхӗ хускалкаларӗ те, вӑл французла ҫапла каласа хучӗ:Только что я хотел отвернуться, рыжие усы его зашевелились, и он произнес по-французски:
XVI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вӗсен куҫӗсемпе тӗл пуласран айккинелле пӑхса, эпӗ сӗтел патне пытӑм та пируса чӗртме пикентӗм.Поглядывая по сторонам, чтоб не встречать их взглядов, я подошел к столу и стал зажигать папироску.
XVI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вӗсем ҫинчен шухӑшламасан, урасем айккинелле пӑрӑнаҫҫӗ, алӑсем тем тӗрлӗн хӑлаҫланма пуҫлаҫҫӗ.В противном же случае ноги забирали по сторонам, а руки выделывали какие-то жесты.
XV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Дмитрий ман пӳлӗме кӗрсе тӑрсанах, унӑн пичӗ, утти тӑрӑх тата ҫиленнӗ чух яланах куҫне хӗссе, питне-куҫне илемсӗрлетсе, галстукне тӳрлетесшӗн пулнӑн пуҫне айккинелле пӑркаланинчен эпӗ вӑл сивлек те кутӑн кӑмӑллӑ пулнине ӑнлантӑм; вӑл хӑйне хӑй кӑмӑлсӑрланнӑ вӑхӑтра яланах ҫакнашкал пулать, ҫакӑ мана унран палӑрмаллах пистерет.
XIV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Иконин кайнӑ хыҫҫӑн вӑл пилӗк минутран кая мар, — мана вӗсем пилӗк сехетӗн туйӑнчӗҫ, — кӗнекесене, билетсене майлаштара-майлаштара хучӗ, сӑмсине шӑнкӑртрӗ, креслӑсене тӳрлетсе лартрӗ, вӗсем ҫине саркалана-саркалана ларчӗ, зал ӑшнелле, айккинелле тата пур еннелле те пӑхрӗ, пӗр ман ҫине кӑна пӑхмарӗ.
XII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Мана кӑмӑл ҫемҫелнин туйӑмӗ сисӗнмеллех савӑнтарса ячӗ, ҫак туйӑма мӗнпе те пулин хуйхатасран шикленсе, турӑ ҫыннипе васкаса сывпуллашрӑм, шухӑша сапалас мар тесе айккинелле пӑхмасӑр мӑнастиртен тухрӑм та каллех кисренчӗк те илемсӗр урапа ҫине лартӑм.
VIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Кунсӑр пуҫне, перопа лексикон ҫумӗнчен туртнӑ хыҫҫӑн ӑна айккинелле илтӗм те хут ҫинче йӗр вырӑнне чернилтан тӑсмака кӳлленчӗк пулса тӑнине куртӑм, — лексикон хут тӑршшӗне ҫитмерӗ, ҫавӑнпа йӗр унӑн ҫемҫе кӗтесси тӗлӗнче кукӑрӑлса кайнӑ.
V сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Мими стена ҫумне таяннӑ та кӗҫ-вӗҫ ӳкесле тӑрать; ҫийӗнчи кӗпи лутӑрканнӑ, ун ҫумне тӗксем ҫыпҫӑннӑ, калпакӗ пӗр айккинелле чалӑшнӑ; тӑртаннӑ куҫӗсем хӗп-хӗрлӗ, пуҫӗ чӗтрет; вӑл чӗрене ҫуракан сасӑпа чарӑнмасӑр ӗсӗкле-ӗсӗкле йӗрет, питне тӑтӑшах тутӑрпа е аллисемпе хуплать.
XXVII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Эпӗ кайран пӗлнӗ тӑрӑх, анне сывмарланнӑ кунтанпах мӗскӗннӗн улама чарӑнман Чиперкке атте патне савнӑҫлӑн ыткӑнчӗ, ун тӑрӑх сикрӗ, йынӑшкаларӗ, аллисене ҫуларӗ; анчах атте йытта айккинелле тӗртсе ячӗ те хӑна пӳлӗмне, унтан диванлӑ пӳлӗме кӗчӗ, кунти алӑк вара тӳрех ҫывӑрмалли пӳлӗме илсе кӗрет.
XXVI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Пиллӗкмӗш ҫаврӑмра, манӑн хӗр пӗр енчен тепӗр енне чупса каҫнӑ хушӑра, эпӗ, ҫемме кӗтсе, соло тума хатӗрленнӗ вӑхӑтра, Соня тутине култармасӑр тӑп тытрӗ те айккинелле пӑхма пуҫларӗ.
XXI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Сӑпайлӑх туйӑмне пӑхӑнма кирлӗрен, нимӗн асӑрхаманҫи пулса, эпӗ айккинелле кайса тӑтӑм; пӳлӗмри тарҫӑсем вара ҫывӑхарах пычӗҫ те ватӑ тарҫӑ ҫине ырланӑн пӑхкаларӗҫ.
XX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫынсем хӗрес патне пыма тытӑнсан, эпӗ сасартӑк сирсе сирӗлми йывӑр именӳ тыткӑнне лекрӗм, хамӑн парнене кукамая парнелеме хӑюлӑх ҫитерес ҫуккине туйса илтӗм те Карл Иваныч ҫурӑмӗ хыҫне пытантӑм; вӑл, кукамая чи ҫепӗҫ сӑмахсемпе саламласа, коробкине сылтӑмминчен сулахай аллине куҫарчӗ, ӑна менелник ҫыннине тыттарчӗ те Володьӑна вырӑн пама темиҫе утӑм айккинелле пӑрӑнчӗ.
XVI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Карл Иваныч пӳлӗме кӗрсенех, Марья Ивановна ун ҫине пӑхса илчӗ те куҫне хӑвӑрт айккинелле пӑрчӗ, вара унӑн пичӗ ҫинче: эпӗ сире асӑрхамастӑп, Карл Иваныч, тенине курма пулчӗ.
V сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Хӑйне ҫунтарса яма хатӗр ҫулӑм пайӑрки хӑй патне ҫывхарнине курсан (ҫак самантра вилӗм ӑна вут-кӑвар пек туйӑнчӗ), Уча айккинелле сиксе ӳкрӗ те пулеметчик ҫинелле хаяррӑн та шиклӗн ыткӑнчӗ, сулахай аллипе пулеметӑн хӗрсе кайнӑ кӗпҫине ярса тытрӗ, анчах пӳрнисем пиҫсе кайрӗҫ.
11 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Муня сасартӑк айккинелле сиксе ӳкрӗ те сӑрт хушӑкӗ патнелле вирхӗнчӗ.
10 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Павӑл ӑна айккинелле илсе кайрӗ, Йован связнойпа тӗл пулмалли вырӑна кайма хушрӗ, унта нимӗҫсем пурри ҫинчен асӑрхаттарчӗ.
8 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Вӑл сиксе тӑчӗ, айккинелле пӑрӑнчӗ.
V // Михаил Рубцов. Диковский, С. В. Калавсем; Хв. Уярпа М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 70 с. — 43–69 с.
Косицына курсан, вӑл, айккинелле пӑрӑнса, чӗрни хушшисене шӑрпӑкпа тасатма тытӑнчӗ.Увидев Косицына, он отошел в сторону и стал чистить щеточкой ногти.
III // Михаил Рубцов. Диковский, С. В. Калавсем; Хв. Уярпа М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 70 с. — 43–69 с.
Ҫӑварлӑхланӑ пекех ҫирӗп буксирленӗ шхуна, айккинчен айккинелле сулкаланса, хумсем ҫинче такӑнкаласа, пирӗн хыҫҫӑн сӗтӗрӗнет.
I // Михаил Рубцов. Диковский, С. В. Калавсем; Хв. Уярпа М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 70 с. — 43–69 с.
Малтанах пулӑсем хӑраса ӳкрӗҫ те айккинелле саланса пӗтрӗҫ, анчах тинӗс енчен ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ ушкӑн хӑпарчӗ, вара манӑн кӑвакарнӑ ура хырӑмӗсем лосоҫсене текех хӑратмарӗҫ.
«Саго-мару» пӗтни // Михаил Рубцов. Диковский, С. В. Калавсем; Хв. Уярпа М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 70 с. — 16–42 с.