Поиск
Шырав ĕçĕ:
Хур тунине чӑтсан авантарах пулмӗччӗ-и? хӑвӑра ҫаратнине тӳссен лайӑхрах пулмӗччӗ-и?Для чего бы вам лучше не оставаться обиженными? для чего бы вам лучше не терпеть лишения?
1 Кор 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Хӑйсене панӑ сӑваплӑ ӳкӗте пӗлсе ҫитсе каялла кайнинчен чӑнлӑх ҫулне пӗлменни вӗсемшӗн авантарах пулӗччӗ.
2 Пет 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Турра кирлӗ пулсан, усал ӗҫшӗн асапланиччен ырӑ ӗҫшӗн асап курни авантарах; 18. пӗрре Христос та пирӗн ҫылӑхӑмӑрсемшӗн асапланнӑ: пире Турӑ патне илсе пырас тесе, Тӳрӗскер тӳрӗмаррисемшӗн асап курнӑ; Унӑн ӳтне вӗлерсен, сывлӑшӗпе чӗрӗлсе, 19-20. ҫавӑн евӗрлӗ Вӑл сӗмлӗхри чунсем патне анса вӗсене — Ной пурӑннӑ кунсенче Турра пӑхӑнманнисене — Ырӑ Хыпар пӗлтернӗ; Ной карап тунӑ вӑхӑтра Турӑ вӗсем тӳрленессе вӑрахчен кӗтсе тӳссе тӑнӑ; карап ӑшӗнче шывран хӑтӑлса юлнисем сахал, сакӑр чун ҫеҫ, пулнӑ.
1 Пет 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Иисус тата Хӑйӗн вӗренекенӗсене каланӑ: илӗртӳ-ултав пулатех, анчах та ҫакӑ кам урлӑ килет, ҫавна хуйхӑ ҫитӗ: 2. кам ҫак пӗчӗкҫӗскерсенчен пӗрне те пулин илӗртсе ҫылӑха кӗрет, ҫавна мӑйӗнчен арман чулӗ ҫакса тинӗсе пӑрахсан, ӑна хӑйне авантарах пулӗччӗ, тенӗ.
Лк 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
42. Кам та кам ҫак Мана ӗненекен пӗчӗкҫӗскерсенчен пӗрне илӗртсе ҫылӑха кӗртет, ҫавӑн мӑйне арман чулӗ ҫакса тинӗсе пӑрахсан, ӑна хӑйне авантарах пулӗччӗ.
Мк 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Сана аллу е уру илӗртет пулсан, касса ывӑтса яр ӑна: чӑлаххӑн е уксаххӑн ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫа кӗни хӑвна икӗ аллӑн, икӗ ураллӑн ӗмӗрхи вута пӑрахнинчен авантарах пулӗ саншӑн; 9. эхер те сана куҫу илӗртет пулсан, кӑларса ывӑтса яр ӑна: чӗрӗлӗхе хӑрах куҫпа кӗни хӑвна икӗ куҫупа тамӑк вутне пӑрахнинчен авантарах пулӗ саншӑн.
Мф 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Кам ҫакӑн пек пӗр ачана Ман ятӑмшӑн хапӑл тӑвать, ҫавӑ Мана хапӑл тӑвать, 6. кам Мана ӗненекен ҫак пӗчӗкҫӗскерсенчен пӗрне те пулин илӗртсе ҫылӑха кӗртет, ҫавна мӑйӗнчен арман чулӗ ҫакса тинӗс авӑрне путарсан, ӑна хӑйне авантарах пулӗччӗ.
Мф 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Ӗнтӗ Хӑвӑн мӗн тума кӑмӑлу пур, ман тӗлӗшрен ҫавна ту; чунӑма илме хуш, пӗтем те тӑпра пулса выртам: пурӑниччен вилни авантарах маншӑн, мӗншӗн тесессӗн хама тӗрӗс мар ӳпкеленине илтетӗп, ӑшӑм ҫунса тухать! Ҫак йывӑрлӑхран хӑтарса, ӗмӗр пурӑнмалли вырӑна куҫарма хуш мана, Хӑвӑн сӑнна ан пытарсамччӗ манран, терӗм.
Тов 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Вара пӗтӗм халӑх уласа йӗре пуҫланӑ, ҫав каҫ халӑх [ҫӗрӗпех] йӗнӗ; 2. Израиль ывӑлӗсем пурте Моисейпе Аарона ӳпкеленӗ, пӗтӗм халӑх вӗсене каланӑ: ах, эпир Египет ҫӗрӗнчех вилнӗ пулсанччӗ е ҫак пушхиртех пӗтнӗ пулсанччӗ! 3. ҫак ҫӗре пире Ҫӳлхуҫа мӗншӗн илсе каять-ши? пире хӗҫпе вӗлерттерсе пӗтерме-ши? пирӗн арӑмӑрсемпе ачамӑрсем тӑшман тупӑшӗ пулса тӑрӗҫ; каялла Египета таврӑнсассӑн пире авантарах пулмӗччӗ-ши? тенӗ.
Йыш 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Лаван [ӑна] каланӑ: кама та пулин урӑххине париччен манӑн ӑна сана парсассӑн авантарах пулӗ; ман патӑмра пурӑн, тенӗ.19. Лаван сказал [ему]: лучше отдать мне ее за тебя, нежели отдать ее за другого кого; живи у меня.
Пулт 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.