Поиск
Шырав ĕçĕ:
Тусанӗ урамран кӗрет… кунта уй, дача: тусан нумай урамра.А пыль с улицы набирается… здесь поле, дача: пыли много на улице.
VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Акӑ вӑл ҫуллахи каҫ веранда ҫинче, сулхӑнра, чей ӗҫмелли сӗтел хушшинче, ларать пек, ун аллинче вӑрӑм чӑпӑклӑ чӗлӗм; вӑл ӳркевлӗн чӗлӗм туртса, умӗнчи ҫутҫанталӑк илемӗпе, уҫӑ сывлӑшпа, шӑплӑхпа киленет; инҫетре сарӑ уй курӑнать, палланӑ хурӑнлӑх хыҫне анса ларакан хӗвел тӗкӗр пек тикӗс пӗве ҫине хӗрлӗ тӗс ӳкерет; сулхӑн ҫапать, каҫ пулса килет; хресченсем ушкӑнӑн-ушкӑнӑн хиртен кӗреҫҫӗ.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Уй тӑрӑх тӗрлӗ еннелле ҫӗр виҫмелли кантӑрасем тӑсӑлчӗҫ.
XLII. Куликово уйӗ // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Ку чӑнласах та пулнӑ: варкӑшакан факелсем, пистолетлӑ вӑрӑм нимӗҫ, вӗҫӗ-хӗррисӗр вӑрман, етресем тӗнчене кисретни, уйӑхлӑ уй, ватӑ Курбан калавӗ — пурте, пурте чӑн пулнӑ.
28 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Унтан — пысӑк уй, таса шурӑ юр, ҫап-ҫутӑ уйӑх.И потом — большая поляна, белая от снега, залитая лунным светом.
27 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Акӑ, уй, тейӗпӗр, — кунта пирӗннисем, унта нимӗҫсем…
24 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Пурте: ҫирӗп чул хӳме хыҫӗнчи тупӑсен хӳтлӗхӗнче пуласси хӗҫпӑшал телейне уҫӑ уй хирте сӑнассинчен аванрах, тесе шутлаҫҫӗ.
Вуннӑмӗш сыпӑк. Хулана хупӑрлани // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Уй тӑрӑх пӗччен сӗтӗрӗнсе ҫӳреме кичем ан пултӑр тесе, эпӗ тӑватӑ лаша тытатӑп: пӗри хам валли, виҫҫӗшне тусӑмсем валли; вӗсем ман лашасемпе хаваслансах ҫӳреҫҫӗ, анчах нихҫан та манпа пӗрле каймаҫҫӗ.
Майӑн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Ҫӳлтен пӑхсан, вӑл темӗн пысӑкӑш кӗтӳ таптаса хӑварнӑ уй пек курӑннӑ.
5 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Мересьев хӑй пурӑнакан «каюра хулине» ялан ҫӳренӗ вӑрман урлӑ мар, тавраран, ҫӑра курӑкпа хупланнӑ уй урлӑ кайрӗ.
4 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Хӗвелӗн пирвайхи пайӑркисем палӑрсанах, уй тӑрӑх кӗрен тӗслӗ хумлӑ-хумлӑ тӗтре туртӑннӑ вӑхӑтрах, иккӗмӗш эскадрилья хӑйӗн командирӗ хыҫҫӑн сывлӑша хӑпарчӗ те, самолётсем, пӗр-пӗрне куҫран ҫухатмасӑр, кӑнтӑралла вӗҫсе кайрӗҫ.
3 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Сывлӑш вӑл кун тӗрлӗ курӑксен шӑршипе, тусан тата вӗриленсе кайнӑ ҫӗр шӑршипе тулнӑ пулнӑ, курӑк айӗнче каҫса кайсах шӑрчӑксем чӗриклетнӗ, таҫта тӳпере, ҫумкурӑкӗ пусса илнӗ хуйхӑллӑ уй ҫинче, ҫӳлте, тӑрисем хӑйсен вӗҫӗмсӗр юррисене шӑрантарнӑ, ҫавӑнпа та йӗкӗт часах нимӗҫ самолёчӗсем ҫинчен те, хӑрушлӑх ҫинчен те манса кайрӗ те, хӑйӗн ҫав тери кӑмӑллӑ та уҫӑ сассипе ҫав кунсенче фронтра пурте юратнӑ юрра, — хӑйӗн ҫӗрпӳртӗнче ларакан ҫар ҫынни инҫетри савнийӗ пирки тунсӑхланине палӑртакан юрра, юрлама тытӑнчӗ.
1 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Акӑ вӑл ҫултан нумай аякра, сарӑхса ларнӑ ҫумкурӑкӗпе витӗннӗ уй ҫинче, кӑшт ҫеҫ курӑнакан икӗ хура пӑнчӑна асӑрхарӗ.
1 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
1943 ҫулта, ҫуллахи пӗр шӑрӑх кун, Хӗрлӗ Ҫарӑн наступлени туса пыракан дивизийӗсен обозӗсем такӑрлатнӑ ҫул тӑрӑх, тӗрлӗрен ҫумкурӑкӗсемпе хупланнӑ уй урлӑ тӳрӗрен тӳрӗ, шӑтӑк-путӑксем ҫинче сиккелесе, шултӑркаса кайнӑ кузовӗпе хӑлтӑртатса, фронт еннелле кивӗ грузовик ыткӑнса пынӑ.
1 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Вӑл аллипе сулчӗ те, юрлӑ уй урлӑ шкул ҫурчӗ еннелле ывӑнчӑклӑн утса кайрӗ.
10 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Вӗсем аэродром ҫинче хӗвел тухнӑ вӑхӑтран пуҫласа хӗвел аничченех лӑкӑртатнӑ, кустӑрма йӗрӗсем урлӑ та пирлӗ чӗркелесе пӗтернӗ уй ҫине хуть те хӑҫан пӑхсан та, кам та пулин вӗҫсе хӑпарнине е анса ларнине курма пулнӑ.
8 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Майор кӗскен кӑна темиҫе приказани пачӗ те, ҫынсем, кӑткӑсем пекех, чупса саланчӗҫ: хӑшӗсем вӑрман хӗрринче пытарса лартнӑ самолётсем патне, хӑшӗсем уй хӗрринче тӗмеске пек мӑкӑрӑлса тӑракан команднӑй пункт ҫӗрпӳрчӗ патне, хӑшӗсем вӑрманта пытарса лартнӑ машинӑсем патне ыткӑнчӗҫ.
19 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Алексее халӗ уй урлӑ, асӑрхануллӑн йӑтса, ҫавӑнта илсе кайрӗҫ.
19 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Хресченсем, уй ӗҫӗнчен таврӑнсан, каҫпала кунта пухӑнса, хӗвелпе ҫунса тӗксӗмленнӗ сывӑ ачасем ҫак тенкелсем патӗнчи хӑйӑр ҫинче вылянине те пӑхса тӑнӑ пуль.
11 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Пӗтӗм уй тӑрӑх — ӑшӑх окопсен брустверӗсемпе танксем таврашӗнче те, вӑрман хӗрринче те, — красноармеецсемпе нимӗҫ салтакӗсен виллисем йӑванса выртнӑ.
3 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950