Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

шӑлӗсене (тĕпĕ: шӑл) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Йӑлт чӗтреве ернипе шӑлӗсене шаккаса, хӑранӑран шуралса ларнӑ куҫсемпе, аран ҫеҫ илтӗнмелле персе янӑ вара ҫамрӑк салтак:

Весь трепеща и щелкая зубами, с глазами, побелевшими от страха, молодой воин уронил глухо:

XII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Сире, сирӗн пеккисене, вӗҫне ҫитеретӗп-ҫитеретӗпех! — сасӑпах каларӗ Макар, шӑлӗсене шатӑртаттарса, унтан, тем пырса сӑхнӑ пек, вӑштах ура ҫине сиксе тӑчӗ.

Доведу вас, подобных, до точки! — скрипнув зубами, вслух сказал Макар и вскочил на ноги, будто ужаленный.

34-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Макар шӑлӗсене шатӑртаттарса илчӗ те, атӑ сӑмсипе кӑштах йӗнер пускӑчне сӗртӗнсе кайӑк пек ыткӑнса ҫӗкленчӗ, йӗнер ҫине утланса ларчӗ.

Макар скрипнул зубами и, чуть коснувшись стремени носком сапога, птицей взлетел на седло.

32-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Пӳлӗмри шӑплӑхра стакан Макар шӑлӗсене тивсе епле чӑнкӑртатни илтӗнсе тӑрать.

В тишине было отчетливо слышно, как дробно звенело стекло, выстукивая о зубы Макара.

32-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫӗрӗ-ҫӗрӗпе ҫыврам мар эпӗ, юлашки сывлӑхӑма пӗтерем, анчах… — вара, йӑвӑ ларакан вӗтӗ шӑлӗсене шатӑртаттарса, сӑмахне ҫапла пӗтерчӗ: — ҫапах та ҫав чӗлхене вӗренетӗпех!

Я ночи насквозь спать не буду, последнего здоровья лишуся, но… — и, скрипнув густыми мелкими зубами, докончил: — Язык этот выучу!

32-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Шӑлӗсене пӑхсан, вӑл аллӑ ҫулсене ҫитнӗ ӗнтӗ, унтан сахал мар, анчах хӑй лайӑх ӑратран пулнӑ пирки ӑна никам та алла вӗрентме пултарайман».

По зубам ей годов пятьдесят, никак не меньше, а вот через то, что она благородная, и совладать с ней никто не мог».

31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Хайхи казак, куҫӗсене хӗссе, кӗсре йӗри-тавра пӗр-икӗ хутчен утса ҫаврӑнать, ытахальтен тенӗ пек, кӗсрен шӑлӗсене пӑхса илет те чӑнласах ҫапла калать:

Казак, сощурив глаза, обошел вокруг кобылки раза два, мимоходом заглянул ей в зубы, совершенно серьезно сказал:

31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Вара чикан кулса ярать, хӑйӗн пурӑ пек шурӑ шӑлӗсене йӗрсе пӑрахса, Щукарь хыҫҫӑн ҫапла кӑшкӑрса юлать:

Только тут цыган засмеялся; оголив сплошные и белые, как мел, зубы, крикнул вслед Щукарю:

31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Анчах Банник, нимӗн те асӑрхаман пекех, шултӑра сайра шӑлӗсене кӑтартса, ҫав-ҫавах шӑппӑн йӑл кулса ларать, сасси кӑна унӑн кӳреннипе тата тӳсейми ҫилленнипе чӗтренсе илчӗ:

Но Банник, словно не замечая, все так же тихо улыбался, показывая ядреные редкие зубы, только голос его задрожал обидой и жгучей злобой, когда он сказал:

24-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Яков Лукич чӗрне вӗҫҫӗн пӗчӗк пӳлӗм алӑкӗ патне пырса итлесе пӑхсан, вӑл Половцев шӑлӗсене шӑтӑртаттарса ҫапла мӑкӑртатнине илтрӗ:

Яков Лукич, на цыпочках подходя к двери комнатушки, слышал, как он, скрипя зубами, бормотал:

23-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫав самантрах Давыдов мӗн кӗмсӗртетни пирки ыйтнине илтсен, Половцев шӑлӗсене шатӑртаттарса илчӗ.

Половцев скрипнул зубами, услышав, как Давыдов спросил:

14-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Авӑнчӑк, ачаш куҫхаршийӗсем унӑн яланах кӑштах ҫӗкленсе тӑраҫҫӗ, пӗрмаях вӑл темскерле савӑнӑҫ килессе кӗтнӗн туйӑнать; хӗп-хӗрлӗ тути хӗрри кӗтессисем кӗҫех йӑл кулса яма хатӗр, тутисем, шӑкӑрах ларан йӑвӑ та вӗтӗ шӑлӗсене витсех ҫитереймесӗр, уҫӑларах тӑраҫҫӗ.

Круглые ласковые брови ее всегда были чуточку приподняты, казалось, что постоянно ждет она что-то радостное; яркие губы в уголках наизготове держали улыбку, не покрывая плотно слитой подковы выпуклых зубов.

13-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Половцев, шӑлӗсене шатӑртаттарса, ҫӗрте выртакан ҫынна вӗлерсех пӑрахрӗ.

Половцев, скрипя зубами, кончает лежащего.

12-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Анчах шӑнса ӗнтӗркенӗ йытӑ ҫури ерипентерех хамлатса илчӗ, шӑлӗсене йӗрсе пӑрахрӗ те хӑмӑшпа витнӗ нӳхрепҫи патнелле лӗпсӗртетрӗ.

Но прозябший щенок безголосо тявкнул, заскулил, подался к покрытому камышом погребу.

12-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Анчах Половцев шӑлӗсене шӑтӑртаттарса кӑна илчӗ.

Но Половцев только зубами скрипнул.

12-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Шӑплӑхра Лапшинов епле ӗсӗклени, шӑлӗсене шатӑртаттарни тата шӑпӑртатса Лапшинов сухалӗ тӑрӑх юхакан юн витрене янӑратса пӑт-пӑт-пӑт тумланни кӑна илтӗнсе тӑчӗ.

В потерянной тишине слышно было лишь, как всхлипывает, скрежещет зубами Лапшинов да цедятся, звенят по стенке ведра, стекая с лапшиновской бороды, струйки крови.

12-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫунана тӑратса хучӗҫ, шӑлӗсене чутласа лартрӗҫ.

Сани подняли, затесали и вставили копылья.

11-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ирхине ҫав ылханлӑ пӗр тенкӗпе… — Давыдов хӑйӗн хытса куштӑрканӑ ывӑҫ тупанне Андрей куҫӗ умне тытса кӑтартрӗ, шӑлӗсене асаплӑн шатӑртаттарса илчӗ, — анне ӗҫлесе тупнӑ пӗр тенкӗне чикетӗп те ҫӑкӑр илме тухса каятӑп… —

Утром беру этот проклятый рубль… — Давыдов поднес к лицу Андрея свою закожаневшую ладонь, мучительно заскрипел зубами, — мамой заработанный рубль, и иду за хлебом…

9-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Эпӗ, тен, хамӑн ывӑлӑма… — Андрей пӳлӗнсе ларчӗ, шӑлӗсене шатӑртаттарса вӑртах сӗтеле тӳртен ҫавӑрӑнса тӑчӗ.

Я, может, своего парнишку… — Андрей осекся, оскалив зубы, круто повернулся к столу спиной.

9-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Ҫук, памастӑп! — ҫав вӑхӑтрах Титок, усӑнса тӑракан мӑйӑхӗсем айӗнчен чӗлӗм тӗтӗмӗпе хуралса ларнӑ шӑлӗсене кӑтартса, пӑсаранни евӗр ҫивӗч, анчах савӑнӑҫлӑ куҫӗсемпе Нагульнов ҫине йӑл кулса пӑхрӗ.

— Нет, не дам! — и улыбнулся, оголяя под вислыми усами черные, обкуренные зубы, глядя на Нагульнова острыми, как у хоря, но веселыми глазами.

6-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней