Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тӗслӗх сăмах пирĕн базăра пур.
тӗслӗх (тĕпĕ: тӗслӗх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Ҫартан килни чылайшар ҫул иртнӗ пулин те, ҫаврӑнӑҫулӑхне, ҫивӗчлӗхне ҫухатмаҫҫӗ. Вӗсен ывӑлӗсемпе мӑнукӗсен камран тӗслӗх илмелли пурах», - терӗ пӗтӗмлетсе «Тинӗс тӑванлӑхӗ» организацин хастар членӗ, вӑйӑсен йӗркелӳҫи Сергей Алексеев.

Помоги переводом

Тинӗс-ҫар флочӗн кунне уявларӗҫ // Л.ШУРЯШКИНА. «Каҫал Ен», 2016.08.02

Апла пулин те тӗрӗслев ирттернӗ хыҫҫӑн унччен маларах тунӑ 14 тӗслӗх ҫиеле тухнӑ.

Помоги переводом

Айванлӑха пула ултавҫӑсен тыткӑнне лекеҫҫӗ // Эльвира КУЗЬМИНА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.07.26

Полици пайӗн полковникӗ Павел Валерьевич пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Чӑваш Республикинче Интернетпа, кӗсье телефонӗсемпе тата банк карттисемпе усӑ курса укҫа вӑрланӑ 1152 тӗслӗх пулнӑ.

Помоги переводом

Айванлӑха пула ултавҫӑсен тыткӑнне лекеҫҫӗ // Эльвира КУЗЬМИНА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.07.26

Вӗсем - пуриншӗн те ырӑ тӗслӗх.

Они - для всех добрый пример.

Районта та кадет класӗ пулӗ // Вера МОРОЗОВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.07.26

- Камран тӗслӗх илме пултаратӑр?

- С кого можете взять пример?

Районта та кадет класӗ пулӗ // Вера МОРОЗОВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.07.26

Кадетсен пуриншӗн те тӗслӗх пулмалла, ыттисенчен уйрӑлса тӑмалла.

Помоги переводом

Районта та кадет класӗ пулӗ // Вера МОРОЗОВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.07.26

Иккӗмӗшӗ - ӗҫре тӗслӗх кӑтартнӑшӑн 15 пин тенкӗ преми.

Помоги переводом

Раҫҫей грамотине тивӗҫрӗ // А.ОРИНОВА. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.07.29

Пурӗ 9 шкулта саккуна пӑснӑ ҫавнашкал тӗслӗх тупса палӑртнӑ, директорсене асӑрхаттарнӑ.

Помоги переводом

Ҫул ҫитменнисен прависене хӳтӗлесси те - тӗп вырӑнта // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.07.28, 29 (6122) №

Анчах саккуна пӑснӑ тӗслӗх Тӑвай районӗнчи Чутей ялӗнче пулнӑ.

Помоги переводом

Ҫул ҫитменнисен прависене хӳтӗлесси те - тӗп вырӑнта // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.07.28, 29 (6122) №

Республикӑри пӗртен-пӗр хӗрарӑм прокурор каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, кӑҫалхи ҫур ҫулта ҫул ҫитменнисемпе ҫыхӑннӑ саккуна пӑснӑ 10 тӗслӗх /пӗлтӗрхи танлаштаруллӑ тапхӑрта — 9/ тупса палӑртнӑ, 4 представлени ҫырнӑ, айӑплӑ 4 ҫынна дисциплина тӗлӗшӗнчен явап тыттарнӑ.

Помоги переводом

Ҫул ҫитменнисен прависене хӳтӗлесси те - тӗп вырӑнта // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.07.28, 29 (6122) №

Ульяновск область кӗпӗрнаттӑрӗн ветерансен ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен канашлуҫи Николай Лазарев Владимир Сатай пек ҫынсемпе – ҫыравҫӑ, поэт тата вӑрҫӑ ветеранӗ – пирӗн мухтанма пӗлмеллине, вӗсенчен тӗслӗх илмеллине, ҫамрӑк ӑрӑвӑн асаттесемпе асаннесен паттӑрлӑхне манмалла маррине каларӗ.

Помоги переводом

Палӑк кӑна мар... // Елена ФЕДОРОВА. «Канаш», 19(1368)№, 2016.05.13

Атте председатель пулнипе пирӗн ыттисемшӗн тӗслӗх пулмалла пулнӑ, тавтапуҫ вӗсене пире ҫапла ӗҫе вӗрентнӗшӗн.

Так как отец являлся председателем, нам для других надо было быть примером, спасибо им за то, что таким образом приучили нас к работе.

Председатель хӗрӗ // Нина Еграшкина. «Канаш», 20(1369)№, 2016.05.20

Анчах пурнӑҫра темӗнле тӗслӗх те тӗл пулать.

Помоги переводом

Ҫулсем тӗрлӗ еннелле авӑнчӗҫ сасартӑк... // Татьяна НАУМОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.07.16, 27(949)№

Пӗр-пӗрне савмасан, хисеплемесен сӑпайлӑ та ҫын ӑмсанмалла тӗслӗх пулма йывӑр ахӑр.

Помоги переводом

Ҫулсем тӗрлӗ еннелле авӑнчӗҫ сасартӑк... // Татьяна НАУМОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.07.16, 27(949)№

Кунашкалли пӗр тӗслӗх ҫеҫ мар.

Помоги переводом

Ҫулсем тӗрлӗ еннелле авӑнчӗҫ сасартӑк... // Татьяна НАУМОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.07.16, 27(949)№

Пӑва районӗнчи «Коммуна» тулли мар яваплӑхлӑ общество – пуриншӗн те ырӑ тӗслӗх.

Помоги переводом

Чирлисене каллех кӳрентереҫҫӗ // Сувар. «Сувар», 26(704)№, 2007.06.29

Унран тӗслӗх илсе йӗкӗт ветеринар кӗтесӗнче йӗрке турӗ.

Помоги переводом

Пурнӑҫланнӑ ӗмӗт // Анатолий БЕЛОВ. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

Ку биографие кӗртмелли тӗслӗх мар.

Помоги переводом

«Пылчӑклӑ атӑпа Чичикин пӳлӗмне кӗтӗм» // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

Пӗр тӗслӗх: пӗр хӗрача клиникӑна ҫулталӑк ҫӳрерӗ, тухтӑрпа, пӳлӗмпе, оборудованипе паллашрӗ.

Помоги переводом

«Дент-а-мед» тухтӑрӗсен ӗҫӗ — ҫӗршывра чи лайӑххи! // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

Чӑнах та, эпир вӗсенчен вӗренсе пыратпӑр, тӗслӗх вырӑнне хуратпӑр.

И вправду, мы учимся у них, ставим в качестве примера.

Ӑрша чупнине курасчӗ // Иван ПАТШИН. «Тантӑш», 2016.07.21, 28№

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней