Поиск
Шырав ĕçĕ:
Юлашкинчен Ольга Casta diva юрласа пачӗ: пӗтӗм хавхаланулӑх, пуҫра ҫиҫӗм пек ҫиҫекен шухӑшсем, ҫан-ҫурӑм тӑрӑх йӗппе чикнӗ пек сӑрӑлтатни — ҫаксем пурте Обломова пӗтерсех хучӗҫ: вӑл халтан кайрӗ.
V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӑл темиҫе ҫул хушши, ывӑна пӗлмесӗр план тӑвать, шухӑшлать, утса ҫӳренӗ чухне те, выртнӑ чухне те, ҫынсен хушшинче те уйлать; е хушса хурать, е тӗрлӗ статьясене улӑштарать, е ӗнер шухӑшласа тупса ҫӗрле манса кайнине астуса илет; тепӗр чухне тата сасартӑк, ҫиҫӗм ҫиҫнӗ пек, кӗтмен ҫӗртен ҫӗнӗ шухӑш килсе тухать те, ун пуҫӗнче шухӑшсем вӗреме тытӑнаҫҫӗ, вара — ӗҫ каять!
VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Почтӑпа телеграфра ӗҫлекен чиновниксен ҫиҫӗм йӑрӑмӗ ҫине кӑшкӑртмалли труба ҫирӗплетсе лартнӑ тӳмисем.
XXXIII. Ушкисем // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Пилот аслатиллӗ пӗлӗт витӗр вӗҫсе тухнине те киленсех кӗтрӗм эпӗ, — керменсем евӗр курӑнакан ҫиҫӗм касса ҫуракан аслати пӗлӗчӗсене эпир Череповец ҫинче тӗл пултӑмӑр.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Вӑл пӗр ури ҫинче сиксе, тепӗрне икӗ аллипе хыпашласа илчӗ, унтан ҫиҫӗм пек куҫран ҫухалчӗ.Он обстрекался, подпрыгнул на одной ноге, подхватил другую обеими руками и так ускакал от нас.
4 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
— Пултӑрах — темӗн мар, утӑ та улӑм, аҫа та ҫиҫӗм — ан тив пултӑрах!— Ну и пусть будет — гроб и свечи, сено-солома, гром и молния, — пусть!
4 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Ку туйӑм ҫиҫӗм пек вӗҫсе иртрӗ.
11 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Санаторире истребительсемпе вӗҫме ӗмӗтленекен урасӑр ҫын пурӑнни ҫинчен калакан хыпар санатори тӑрӑх ҫиҫӗм пек сарӑлчӗ.
3 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Зажигалка кустӑрми айӗнчен сирпӗнекен хӗлхемсем ҫеҫ, пӗчӗк ҫиҫӗм евӗр, унӑн питне ҫутаткаласа илчӗҫ.
10 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Тӗтӗм ӑшӗнче взрывсем ҫиҫӗм пек ҫутӑла-ҫутӑла илнӗ.
26 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Ковалев яланах хӑвӑрт ӗҫленӗ, анчах халӗ унӑн кашни хусканӑвӗ ҫиҫӗм пек пулнӑ, ӑна асӑрхаса юлма та май килмен.
25 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Пӗрре хачӑ вылярӗ, тепре машинка юрларӗ, унтан сасартӑк тӑнлавсем ҫумӗнче бритва ҫиҫӗм пек ялтӑртатса илчӗ.
17 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Пур енчен те пӗчӗк калибрлӑ тупӑсем пенӗ, унтан кӑшт пысӑкрах калибрлисем, вӑтаммисем, шултрарах калибрлисем, унтан пысӑккисем, питӗ пысӑккисем, чи пысӑккисем, хӑш чух тата пысӑкран та пысӑккисем, инҫетри тылра кӑшт ҫеҫ илтӗнмелле ухлатаканнисем пенӗ, вӗсен калама та ҫук пысӑк снарячӗсем сасартӑках ӳлесе, шатӑртатса пӗр-пӗр хӑйӑрлӑ вырӑна пырса ӳкнӗ, кунта вара хӑйӑрпа пӗрле курӑксем, йывӑҫсем ҫӳлелле сирпӗнсе, аялалла хура стена пек ишӗлсе аннӑ, ун варринче ҫиҫӗм ҫиҫнӗ пек хӗм йӗрӗсем курӑннӑ.
3 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Ҫиҫӗм хӑвӑртлӑхӗпе тӗпеле вирхӗнчӗ хӗрарӑм.
Кӑсӑя // Владислав Николаев. Килти архив
Унашкал ҫиҫӗм ҫутинче ҫынна курмасӑр тӑма кӑна мар, ҫӗрти йӗппе те асӑрхама пулать.
Ярмул пичче // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 47–51 стр.
Йӗп чиксен те куҫ курман тӗттӗмлӗхре ҫиҫӗм чӑр та чар ҫутала-ҫутала илчӗ, аслати татти-сыпписӗр авӑтрӗ, ҫил ахӑрчӗ, ҫаврӑнчӗ-пӑтранчӗ, ҫумӑрӗ ҫав-ҫавах пӗр тумлам та патлатмарӗ-ха.Во тьме трепетно вспыхивали молнии и гремел гром, ветер рвал, носил, а дождя не было.
Ярмул пичче // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 47–51 стр.
Кашни ҫӗрех эпир ун хыҫҫӑн сыхласа ҫӳресен, хӑҫан та пулин вӑл урамалла тухнине куратпӑрах, вара ҫиҫӗм ҫиҫнинчен те хӑвӑртрах унӑн арчине пӗҫертсе тухӑпӑр.
28-мӗш сыпӑк. Джо индеец шӑтӑкӗнче // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Ҫиҫӗм ҫиҫнинчен те хӑвӑртрах метис чӳрече патнелле тапса сикрӗ те, хӑйне чарма хӑтланакансене сирсе, чӳрече витӗр тухса тарчӗ.С молниеносной быстротой индеец бросился к окну, расшвыряв тех, кто хотел его удержать, и скрылся.
23-мӗш сыпӑк. Мефф Поттера ҫӑлни // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Ҫӗрле хӑрушӑ тӑвӑл ахӑрашрӗ, ҫапса ҫумӑр ҫурӗ, аслати хӑватлӑн авӑтрӗ, йӑл та ял ҫиҫӗм ҫиҫрӗ.
22-мӗш сыпӑк. Гек Финн Библи вӗренет // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Ҫакӑнта Том пуҫне ҫиҫӗм пекех пӗр шухӑш пырса кӗчӗ.
20-мӗш сыпӑк. Том паттӑрла хӑтланни // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.